Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Культура

Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ.

Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен.

Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать.

Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле.

Малалла...

 

Хулара

Паянтан Шупашкарта ӑшӑ панӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр паянтан пуҫланасси пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларнӑ.

Кашни хваттере ӑшӑ ҫитиччен ыйтусем яланхиллех сиксе тухӗҫ-тӗр-ха. Сывлӑша лайӑх кӑларса яманни тата ытти ҫавӑн йышши ыйтупа кашни ҫулах асапланнисем пулкалаҫҫӗ.

Ӑшӑ чи малтан пульницӑсене, ача-пӑча, шкул ҫул ҫитменнисен тата вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитӗ. Кайран ӑна ҫурт-йӗрпе общество организацийӗсенче парӗҫ.

Шупашкарӑн ытларах пайне ӑшӑпа «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ общество тата «ТГК-5», «Марий Эл и Чувашия» текен интереслӗ ятлӑ обществӑн филиалӗ тивӗҫтерсе тӑрӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи тӑк тӑнӑ ҫӗрте ишӗлме тытӑннӑ ҫурт пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Эрнекунтан унӑн пӗр пайне сӳтме тытӑннӑ. Епле ӗҫсем тӑвасси тата мӗн чухлӗ вӑхӑтра вӗҫлесси пирки калама хула влаҫӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ҫурт тӑрӑмӗ пирки татса калама хӗн. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш подъезда юпан 10-мӗшӗ тӗлне сӳтсе пӗтерешӗн.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурӑннисен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пӗр ҫулсӑр татӑлса пӗтеймӗ. Ҫынсене епле ҫурт-йӗр парасси пирки юлнӑ икӗ подъезда тепӗр хутчен экспертиза тунӑ хыҫҫӑн кӑна татса памалла иккен. Ҫынсен ҫапла вара сахалтан та ҫур ҫул кӗтме тивӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсене тӗкӗнес мар тесен юсаса ҫӗнетме хӑтланса пӗрех вӑхӑт иртӗ. Кунсӑр пуҫне укҫана ӑҫтан тупассине хальлӗхе татса парайман иккен-ха.

Укҫа-тенкӗ пирки каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗнчен Дмитрий Медведевран инкеклӗ лару-тӑрура уйӑракан ҫурт-йӗр сертификачӗ валли укҫа ыйтнӑ-ха. Анчах Мускавран хальлӗхе хурав килмен. Хальлӗхе ҫынсен тӑвансем патӗнче е вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ятарлӑ пунктра тӗпленме тивет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73214
 

Культура

Ӗнер пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен пӗри Валентина Элпи уйрӑлса кайнӑ. Вӑл чи ватӑ ҫыравҫӑ шутланатчӗ — ҫитес кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче 102 ҫул тултармаллаччӗ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе ыран, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, 12 сехетре сывпуллашма май пулӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 47а ҫуртра вырнаҫнӑ хулан ритуаллӑ службине ҫитмелле.

Элпи Валентина Андреевна (чӑн хушамачӗ Андреева) Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 31-мӗшӗ) ҫуралнӑ. Тӑван ялти пуҫламӑш шкулта, Кавалти сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах унта пӗлӳ илме май пулман. Тӗрлӗ хаҫат редакцисенче ӗҫленӗ, 30 ҫул хушши — 1938–1968 ҫулсенче — Радиокӑларӑмпа телевидени комитетӗнче ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен редакторӗ пулнӑ.

Литературӑри пултарулӑха 1946 ҫулта пуҫланӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен» хаҫатсенче кун ҫути курнӑ.

Малалла...

 

Раҫҫейре Никита Васильев вырӑнти журналистсене интервью парать
Никита Васильев вырӑнти журналистсене интервью парать

Чӑваш Енри Никита Васильев, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗнчи тусӗсемпе, вырӑнти журналистсемпе тӗл пулнӑ.

— Палӑртнӑ маршрут ҫук. Ӑҫталла ҫил вӗрет — унталла каятӑп. Хӑш чухне ҫиле хирӗҫ те… Ытларах республикӑри пысӑк хуласене ҫитетӗп, унта халӑх «тӗсне» курма пулать, — тенӗ Никита.

Никита Васильев 18 ҫулта Беларуҫа, Украинӑна ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене те велосипедпа ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл инҫе ҫула кайма шухӑшланӑ.

Никита Шупашкарта географа вӗренсе тухнӑ. Вӑл кунсерен 100 ҫухрӑма парӑнтарать. Никита ятарласа пӗччен тата укҫасӑр ҫула тухнӑ. Ун пек интереслӗрех-мӗн.

Никита каланӑ тӑрӑх, палаткӑра хӑрушӑ мар. Анчах тусем патӗнче ҫеҫ шиклентерет-мӗн. Унта шакалсем ҫӗрлесерен кӑшкӑраҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73212
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.

Конкурс йӗркелӳҫи — «Чӑваш Республикин ҫанталӑк территорисене тата объекчӗсене уйрӑмах сыхлакан дирекци». Конкурса ытларах Чӑваш Республикин паллине кӑтартакан ӳсентӑран кандидачӗсене сӑнӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ.

Республика шайӗнче иртнӗ «Раҫҫей аллейи» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫаксем ҫӗнтернӗ: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликассинче пурӑнакан Алина Карпова (салтак тӳми), Ҫӗмӗрле хулинчи Николай Кондратьев (юман), Шупашкарти Людмила Майорова (хӑмла).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73213
 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.

Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.

 

Вӗренӳ

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ.

Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ.

Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ Элтеперӗн Тав сӑмахне тивӗҫнӗ дояркӑсем Михаил Игнатьевпа тата Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗпе
Элтеперӗн Тав сӑмахне тивӗҫнӗ дояркӑсем Михаил Игнатьевпа тата Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗпе

Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Сӗт фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен мериоприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.

Фестиваль ача-пӑчашӑн та, аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Сӑмахран, ҫынсем 72,5 процентлӑ услам ҫӑва тата 2,5 процентлӑ турӑха ас тивсе пӑхма пултарнӑ.

Мероприятие республикӑри сӗт-ҫу туса илекенсемпе пӗрлех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Кашни ӗнерен 7 пин килограмм сӗт суса илнӗ дояркӑсене вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тав хучӗсем тата сехет парнеленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Пӗрисем вараланӑ хыҫҫӑн теприсене тирпейлесе ҫӳресси кӑмӑллах мар та, анчах нимӗн те тӑваймӑн. «Симӗс хула» обществӑлла экологи организацийӗ ҫавӑн пек ырӑ ӗҫ пурнӑҫлать те. Авӑнӑн 30-мӗшӗнче вӑл «Пӗчӗк юханшывсен таса пуласлӑхӗ» проекта пурнӑҫласа «Ҫырансене хӳтӗлетпӗр» акци ирттерет.

Ҫав кун хастарсем Шупашкарти Трусиха тата Кӑкшӑм юханшыв ҫыранӗсене тирпейлӗҫ. Акцие кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравлаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8-927-867-61-38 е alekseev-fedor@mail.ru электрон почтӑпа ҫырса яма юрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 861, 862, 863, 864, 865, 866, 867, 868, 869, 870, [871], 872, 873, 874, 875, 876, 877, 878, 879, 880, 881, ... 1010
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть