Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларасшӑн. Ун пек тавӑҫа шӑрҫалаканни — «Санкт-Петербург» ятлӑ лизинг компанийӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне лизинг компанийӗн тавӑҫӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫитсе выртнӑ.
Тулли мар яваплӑ общество регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панкрута кӑларма ыйтать. Асӑннӑ компани МТВ-центрпа унччен те судлашнӑ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ лизинг компанине майлӑ йышӑну кӑларса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн, центрӑн «Санкт-Петербурга» 91,3 миллион тенкӗ укҫа тӳлемелле пулса тухнӑ. Ку шутра тӗп парӑм та, кивҫенпе усӑ курнин проценчӗ те пур. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи Арбитраж сучӗ МТВ-ценртан ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курнишӗн аренда укҫи тӳлеттерме тата пени шыраса илмелле йышӑну кӑларнӑ. Ку вӑл ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ.