1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.
Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.
Паян Шупашкарти 48-мӗш шкула 30 ашшӗпе амӑшӗ пухӑннӑ. Вӗсем Комсомольски, Муркаш районӗсенчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшне виҫӗ аудиторие вырнаҫтарнӑ, бланксене мӗнле тултармаллине ӑнлантарса панӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем парта хушшине мӗн тӗллевпе ларнӑ-ха? Вӗсем паян вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ.
Кунашкал акци паян Раҫҫейри 50 регионта иртнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, экзамен умӗн ачасем мар, ытларах ашшӗ-амӑшӗ пӑлханать. Ара, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кунашкал экзамен тытса курман вӗт. Ҫавӑнпа ҫакнашкал акци йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Йӗрклӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ лӑпланӗ, ачисем экзамен тытма кайнӑ чухне пӑлханмӗ.
Паллах, чӑн-чӑн экзамен ытларах тӑсӑлать. Ашшӗ-амӑшне вара сакӑр задание пурнӑҫлама ҫур сехет панӑ. Заданисенчен пӗри сочинени пулнӑ.
Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ тӑванӗсемпе полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Анна Герасимова ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать. Вӑл 1939 ҫулта ҫуралнӑ. Ватӑ хӗрарӑм нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килтен тухнӑ та тек таврӑнман. Халӗ вӑл ӑҫта пулнине никам та пӗлмест.
Анна Герасимова 158 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ, капюшонлӑ пальто, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пушмак тӑхӑннӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ӑс-тӑн енчен ҫухалса кайма пултарать. Ӑна куракансене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Арт-Геграфи» курав проекчӗпе паллаштарнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Проекта ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем, скульпторсем, мусӑкҫӑсем, тӗрӗ ӑстисем хутшӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Питӗртен, Мускавран, Псковран, Чулхуларан тата ытти хуларан.
«Арт-Геграфи» проект пултарулӑх ҫыннисене пӗрлештернӗ. Пултарулӑх лапамӗнчи пур ӗҫ те конкурса хутшӑнӗ. Кашни ӗҫӗн – уйрӑм номинаци. Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Васин ав хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗҫӗсене – пукансемпе сӗтелсене - илсе килнӗ.
Шупашкарти скульптор Сергей Плешков чӗрчунсен кӳлеписене ҫеҫ ӑсталать. Вӑл керамикӑпа, кантӑкпа, тимӗрпе, йывӑҫпа ӗҫлет. Сергей конкурса чи лайӑх ӗҫӗсене илсе килнӗ.
Куравра ытларах картинӑсем пулнӑ. Килен-каян вӗсемпе кӑсӑклансах паллашнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле, 1 сехет тӗлӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни, ҫав аварире виҫӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлни, тӑваттӑмӑшӗ пульницари реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пиллӗкмӗшӗ пульницара сипленет. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ вӑтам шайрине палӑртнӑ.
«Хула пирки» (выр. «Про Город») кӑларӑм журналисчӗсем хӑрушӑ аварире чӗрӗ юлнӑ йӗкӗтӗн амӑшӗпе калаҫнӑ. Вӑл ывӑлӗнчен уйрӑлмасӑр пульницара ларать. «Ильяна ҫитес вӑхӑтра тепӗр операци тӑвӗҫ. Ун патне тӑвансем, юлташӗсем кашни кунах килеҫҫӗ, калаҫса кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна халь пӗрре те ҫӑмӑл мар, ҫав аварире вӑл чи ҫывӑх тусӗсене ҫухатрӗ», — тенӗ каччӑн амӑшӗ Елена.
Палӑртса хӑвармалла, авари пулнӑ вӑхӑтра Илья Афанасьев водитель хыҫӗнче ларнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ саманта вӑл астумасть.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.
Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ.
Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |