Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисем валли федераци хыснинчен 429,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫак Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономине — 100 ҫул ҫитнине уявлассине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ хатӗрленӳ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Автономин пӗр ӗмӗрхине ирттерме уйӑракан укҫана виҫӗ ҫулта пӗр пекшер виҫепе — кӑҫалтан пуҫласа 2020 ҫулччен 143,3-шер миллион тенкӗшер — уйӑрӗҫ. Ҫакна РФ Культура министерствипе килӗшӳ тусах палӑртнӑ.
Шупашкарӑн 550 ҫулхине уявлама вара Мускавран укҫа уйӑрассине хутпа палӑртман. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нухрата федерацин тӗллевлӗ программисене хутшӑнса илмелле. Ҫапла майпа 7,7 миллион тенкӗ укҫа илессе шанаҫҫӗ.
Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарта хӑйне евӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче тӗп хулана парӑс спортне кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ.
Тупӑшу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ.
Тупӑшура крейсер яхтин 3 класӗнче наградӑсем выляттарӗҫ: «Четвертьтонник», «Картер-30», «ОRС». Ӑмӑрту Атӑл леш енчи «Солнышко» (чӑв. «Хӗвел») турбаза районӗнче иртӗ. Унтан яхтӑсем Шупашкарти тӗп пляж еннелле килӗҫ. Кун хыҫҫӑн каялла, финиша, ҫул тытӗҫ.
Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнче вырнаҫнӑ «Антошка» тата Бауман урамӗнчи «Ручеек» ача пахчисем РФ Вӗренӳ министерствин грантне тивӗҫнӗ. Вӗсене 1 миллион та 128-шар пин тенкӗ лекӗ.
«Антошка» ача пахчи «Матрешка» ҫемье хӑна пӳлӗмӗ» ятлӑ проект хатӗрлесе грант илнӗ. «Руччек» вара сусӑр ачасен «Лекотека» ушкӑнӗ валли «Со-Творение» пултарулӑх студийӗ» пирки проект тӑратнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Миттов урамӗнчи 7-мӗш ача пахчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 201-мӗш ача пахчи федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӗсем пӗтӗмӗшле 14 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫак укҫапа ашшӗ-амӑшӗ валли консультаци центрӗсем хута янӑ.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.
Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем тата «Антиделер» общество юхӑмӗн рейд ушкӑнӗсен ҫыннисем Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти элчине Антон Ковалева тытса чарнӑ.
Ленин Комсомолӗн урамӗнчи пӗр водителе шурӑ тӗслӗ «Вольксваген Пассат» рулӗ умӗнчи ҫын наркотик тутаннӑ пек туйӑннӑ. Вӑл кун пирки ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Руль умӗнчи шӑпах ҫак депутат пулнӑ.
Антон Ковалев наркодиспансерта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ. «Антиделерӑн» Инстаграмри страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, депутат хӑйне йӗркеллӗ тытман, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене хӑмсарнӑ: «Халӑх мана пӗлет»...
Палӑртмалла: Антон Ковалев Шупашкарта 1981 ҫулта ҫуралнӑ.
Шупашкарти «Хамӑр ял» кафе икӗ у йӑх ӗҫлемӗ. Унта санитарипе эпидемиологи саккунӗсенчи йӗркене пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем унӑн алӑкне пичет ҫапса питӗрнӗ.
Ленин районӗн прокуратури кафене ака у йӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Апатланмӑшра апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Кафере икӗ ывӑс кӑна пулнӑ, вӗсене те пулин ванна ҫинче упранӑ. Хӑнасене нумай хут усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫитернӗ, анчах вӗсене лайӑх ҫумашкӑн условисем пулман. Ҫурмафабрикатсен, апат-ҫимӗҫӗн тата кулинари изделийӗсен пахалӑхне тивӗҫлипе хакламан.
Аш-какайӑн ветеринари докуменчӗсем те пулман. Ҫитменнине, кафере юсав тумалла: линолеум ҫӗтӗк, туалетри стенасем хура.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗнче депутатсем пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӗлӗнмелле хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ ӑна. Оппозици партийӗсем шутланаканнисен пайташӗсем пенсие тухас ҫула ӳстерни халӑха хирӗҫле мера тесе чунтан каларӗҫ. «Пире халӑх суйланӑ, халӑх вара вӑл саккуна хирӗҫ», — ӳкӗтленӗ пек палӑртрӗ, сӑмахран, депутатсенчен пӗри. Ертсе пыракан парти шутланакан парти пайташӗсем йышлӑ та, федераци шайӗнче хатӗрленӗ саккун проектне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ырларӗ-ырларех.
Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти Республика тӳремӗнче митинг ирттерме палӑртнӑ. Хула администрацийӗнчен ирӗк илес тенӗ те унтисем «Литература варенийӗ» пулать тесе хирӗҫленӗ. Чапаев палӑкӗ умне пухӑнас тесен те ирӗк паман — унта та «Литература варенийӗ»-мӗн. Ҫапла вара ӗнер Чапаев палӑкӗ патне 50 ҫын, вӗсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем теҫҫӗ, пухӑннӑ. Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче вара виҫӗ мӑшӑр ташлакаласа ҫӳренӗ, унта 15-е яхӑн ҫын пухӑннӑ иккен.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем ӗнер ҫапах та халӑхпа тӗл пулнӑ-пулнах.
Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.
Ӗнертенпе Шупашкарта тата тепӗр парковка уҫӑлнӑ. Ҫакна республикӑн тӗп хула администрацийӗнче Алексей Ладыков сити-менеджер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Филиппов планеркӑра каланӑ тӑрӑх, парковка Шупашкарти аэропорт умӗнчи лапамра вырнаҫнӑ. Вӑл малтанхи ик-виҫӗ уйӑхра тӳлевсӗр пулӗ. Кайран ӑна Шупашкарти аэропорт харпӑрлӑхне куҫарасшӑн, вара ӑна укҫалла ӗҫлеттермелле тӑвасшӑн.
Ҫӗнӗ парковка уҫӑлнӑ хыҫҫӑн Скворцов урамӗнче Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Скворцов лапамӗ таран машинӑсене лартма чарӗҫ. Асӑннӑ тӑрӑхра пассажирсене антарма ҫеҫ ирӗк парӗҫ.
Маларах асӑннӑ парковкӑна малтанласа иртнӗ уйӑхрах хута ярасшӑнччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |