ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Чӑваш халӑх ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.
Виктор Леонтьевич 1936 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Яковлев ячӗллӗ пединститутра вӗреннӗ, ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗнче завучра ӗҫленӗ, Шупашкарти ӳнер училищинче студентсене вӗрентнӗ. Виктор Немцев – пейзаж, портрет, натюрморт ӑсти.
Виктор Леонтьевичпа ыран, чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
«Шупашкарта, вӑл Чӑваш Республикин тӗп хули пулин те, пирӗн республикӑра 2 патшалӑх чӗлхи (вырӑс тата чӑваш) пулсан та, чӑвашла тулаш реклама таврашӗ ҫав тери сахал», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Шупашкар» пабликра. Асӑннӑ страница авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, «пуррисем те ҫухалаҫҫӗ чылай чух, нумаях ҫакӑнса тӑмаҫҫӗ».
Паблик авторӗ чӑвашла темиҫе ят асӑрханине пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри — «Лайӑх» лавкка — Николаев урамӗнче, Калинин проспектне тухнӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ иккен. «Юмах» гастроном та ҫав кӗтесрех-мӗн. Вӑл Николаев урамӗнчен Патрис Лумумба урамне пӑрӑнса кӗрсен вырнаҫнӑ.
Ҫак йӗркесен авторне ҫак кунсенче, сӑмах май, Хусанта пулма тиврӗ. Унта аэроэкспресс-пуйӑсра та, хулари ытти транспортра та чарӑну ячӗсене, пассажирсене кирлӗ ытти хыпара виҫӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ: вырӑсла, тутарла, акӑлчӑнла.
Пирӗн республика тӗп хулинче чӑвашсенех хӗсӗрлесшӗнни хӑш чух сисӗнет. Тепӗр ҫынпа чӑвашла сӑмах чӗнсен лешӗ тарӑхса каять. Куҫне-пуҫне чарса пӑрахса: «Эп нимӗн те ӑнланмастӑп», — тесе каппайланса мӑнаҫланнӑн хуравлать.
Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.
Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ. Хулара вӑл йышши ҫӑкӑр-кукӑль тавраш пӗҫерсе сутакан лаввкасем пит нумай шӑтса тулчӗҫ-ха, пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче вӗсем валли вырӑн ҫук пулӗ тенӗччӗ. Ара, туянакансем ытларах хӑпӑл-хапӑл апатланма кӑмӑл тӑвакансем кӑна пулаҫҫӗ пуль тетӗп те… Ыттисем килте те апатланма пултараҫҫӗ вӗт. Анчах пирӗн посёлокра вырнаҫнӑ ҫав пекарьнӑн ӗҫӗ лайӑхах пырать иккен. Мӗн пӗҫернине, хакӗ йӳнех мар пулин те, халӑх хапӑл туянать. Хам та пӗрре мар вӗсем патне кӗрсе тухса. Мӗншӗн унта кӗме кӑмӑллӑ-ха?
Унччен Чӑваш наци радиовне районсенче пурӑнакансем ҫеҫ итлеме пултарнӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ ҫынсем ӑна тӗнче тетелӗнче кӑна итленӗ.
Паян Чӑваш наци радиовӗ республикипех лайӑх хыпар пӗлтерчӗ. Радиона ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хулара та итлеме пулать! Тӗрӗссипе, вӑл эфира ӗнер 22 сехет 22 минутра эфира тухнӑ.
Радиона ярас тесен 95,9 МГц хумсем ҫине куҫмалла. Палӑртмалла: Наци радиовне Йӗпреҫре – 72,41 МГц, Ҫӗрпӳре 105,0 МГц, Хӗрлӗ Чутайра 106,7 МГц хумсем ҫинче итлемелле.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Игорь Васильевич Гуляков, Тӗмен облаҫӗнче пурӑнаканскер, Чӑваш Ене ӗҫлеме килме тухнӑ. Анчах вӑл вырӑна ҫитнӗ-ши? Ӑна тӑванӗсем пӗр эрне курман, унран сас-хура ҫук.
Тӑванӗсем Тӗмен облаҫӗнчи полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, Игорь Гуляков Шупашкарта пулма пултарать. Вӑл ҫухалнӑ кунранпа вӗсемпе ҫыхӑнӑва тухмасть. Хальлӗхе 1961 ҫулта ҫуралнӑ арҫын чӑнах та Шупашкарта пулнине палӑртман-ха.
57 ҫултискерӗн пӗрле ҫул сумки пулнӑ. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак. Ҫухалнӑ арҫынна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ.
Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ.
Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет.
Ҫитес ҫул – Сысна ҫулталӑкӗ. Шупашкарта ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх тӗп хулари «Ростелеком» ҫурчӗ умне ҫитес ҫул паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта сысна ҫурине лартӗҫ. Вӑл мӗнлерех пулӗ? Йӑлтах сирӗнтен килет – сасӑлӑр.
Сасӑлав «Открытый город» интернет-лапамра иртет. Хӑвӑра килӗшекен сысна ҫуришӗн сасӑ пама пултаратӑр. Васкӑр! Вӑхӑт нумаях юлман – чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кӑна.
Паян, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ Сергей Кудряшова шаннӑ.
Сергей Кудряшов 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Физика учителӗн профессине алла илнӗ. Каярах РФ вӗренӳ ӗҫченӗсен квалификацине ӳстермелли академийӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗве туптанӑ. Канаш районӗнчи, Шупашкарти шкулсенче вӗрентекен тата директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, Шупашкарти 55-мӗш вӑтам шкулта директорта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ, пӗрремӗш ҫумӗ пулса тимленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккаран пӗр каччӑ 23 флакон шампунь вӑрласа тухнӑ. Унӑн сӑнӗ видеокамера ҫине лекнӗ.
Нумаях пулмасть Франко урамӗнчи лавккаран пӗр ҫамрӑк 11 шампунь вӑрлани пирки хыпарланӑччӗ. Тӗлӗнмелле те, «Пятерочка» лавккаран та ҫав каччах шампунь йӑкӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те вӑл пӗр пек шампуньсем, ««Head & shoulders», вӑрланӑ.
Хальхинче каччӑ 4500 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Аса илтерер: ҫамрӑк 16-18 ҫулти пек курӑнать, хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 62-00-02 е 89278555051 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнать. Кӑларӑмра чуп-чуп уйӑхне ирттермелли путевкӑшӑн каччӑсем мар, хӗрсем тупӑшаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех тупӑшакан пикен туйне ҫитсе ӑна хаклать.
Шупашкарта пурӑнакан 18-ти Софьйӑн Тольяттири Янӑпа (30 ҫулта), Ижевскри Марийӑпа (28-та) тата Рязаньти Настьӑпа (19 ҫулта) тупӑшма тивӗ. Софьйӑн упӑшки – 30 ҫулта, вӗсем тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пике – ялтан, каччӑ – Мускавран.
«Тӑватӑ туй» шоу 19 сехетре пуҫланать. Паян унта шӑпах Шупашкарти мӑшӑр тупӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |