Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ.
Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК.
Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ.
Шупашкара хулари пассажирсене илсе ҫӳрмелли автобуссем ҫитнӗ. Ку – пӗрремӗш парти кӑна-ха. Аса илтерер: Шупашкарта транспорт реформи ирттересшӗн.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ валли кунашкал 38 транспорт илсе килнӗ, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тепӗр 77 автобус ҫитмелле. Ҫӗнӗскерсем тӑхӑр маршрутра ӗҫлӗҫ: 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37-мӗшсем.
Сӑмах май, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18 автобусра рейсран илӗҫ, тепӗр 15-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи килӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Юмахри ҫав сӑнар «Новогоднее путешествие» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ) проекта пурнӑсланӑ май Чӑваш Ен тӗп хулинче пулӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче хӗллехи тапхӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗ. Унтан вӑл Шупашкарти пӗр-пӗр Культура ҫуртне ҫул тытӗ. Ӑҫта каяссине хулари тӳре-шара хальлӗхе пӗлтермен. Шупашкарта пулнӑ май Хӗл Мучи «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче вӑхӑта самай ирттерӗ. Унта унпа сӑн ӳкерӗнме, тӗрлӗ конкурса хутшӑнма май килӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи Шупашкара килнӗ ятпа йӗркеленӗ уяв салютпа вӗҫленӗ.
Тутар Республикин вӗренӳ министерстви пулӑшнипе Пӑва хулинчи Р. Сагдеев ячӗпе хисепленекен шкулта кашни ҫулах ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев конференцийӗ, Шәҗәрәләр — нәсел агачы» (чӑв. Несӗл йывӑҫӗ), иртет. Кӑҫалхипе вӑл 5-мӗш хут пулчӗ. Ку конференцие хутшӑнма малтанах тӗпчев ӗҫне куҫӑмсӑр майпа хаклаҫҫӗ, ҫителӗклӗ баллсем пуҫтарсан куҫӑмлӑ тапхӑра чӗнеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен конкурса 3 ача ҫеҫ кайма тивӗҫ пулнӑ. Шупашкар хулинчи 33-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Бронникова Александра та (тепӗр иккӗшӗ Патӑрьел районӗн тутарӗсем) куҫӑмсӑр этапа хутшӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ертӳҫипе, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Алексеевна Диаровӑпа, Тутар Республикине Пӑва хулине куҫӑмлӑ тапхӑра тухса кайрӗҫ. 2-мӗш тапхӑра 134 вӗренекен тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Конференцире 4 секци ӗҫленӗ. Александра хутшӑнакан секцире пурӗ 54 вӗренекен пулнӑ. Вӗсем — 5–11 классенче вӗренекенсем.
Александра Бронникова «Манӑн ватӑ асанне — тыл ӗҫченӗ» темӑпа хӳтӗленсе призер ятне тивӗҫнӗ. «Маттур вӗренекене тата унӑн вӗрентекенне саламлатпӑр, малашнехи ӗҫсенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ-ха, ҫапах юханшывсемпе пӗвесем хулӑн пӑрпа витӗнме ӗлкӗреймерӗҫ-ха. Пулӑҫсем вара ниепле те килте лараймаҫҫӗ. Вӗсене ҫӳхе пӑр та хӑратмасть.
Шупашкарти кӳлмекре пулӑҫсем сезон уҫнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗркун 15 ҫын вӑлтапа ларнӑ. Арҫынсен хушшинче ҫамрӑксем те, ачасем, пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: хальлӗхе пӑр хулӑнӑшӗ пулӑ тытмалӑхах ҫук-ха. Вӑл 7 сантиметр пулмалла. Халӗ ҫӳхе пӑр ҫине кӗрсе пулӑ тытни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Васильевсем лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулара хӗрӗсем валли хваттер туянасшӑн.
Петрпа Ирина Васильевсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ: Елена, Наталья, Мария. Кил хуҫ хӗрарӑмӗ шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Шӑпах вӑл билет туяннӑ та.
«Эпӗ Шупашкара Мария вӗренекен колледжа ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне кайрӑм. Вокзал ҫывӑхӗнче лотерея киоскӗ куртӑм. Сутуҫӑ пӗр билет кӑна юлнине пӗлтерчӗ. Малтанах туянасшӑн марччӗ, ҫапах туянтӑм. Автобуса лартӑм та кун пирки пӗр эрнелӗхе манса кайрӑм», - аса илнӗ Ирина Васильева.
Лотерея вылявне телевизорпа вӑл пӑхман та. Кайран билета сайтра тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнине курсан ӗненмен те.
Шупашкарта 38 ҫулти арҫынна, хӗрарӑмсен капӑрлӑх япалисене вӑрлаканскере, тытса чарнӑ. Вӑл таксире ӗҫленӗ, ҫакӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ – пассажирсен алки-вӑчӑрисене йӑкӑртнӑ.
Арҫын хӗр-хӗрарӑм машинӑна ларасса каҫхи клубсемпе ресторансен умӗнче кӗтсе ларнӑ. Хайхискере полицейскисем тытса чарни пирки телевизорпа репортаж кӑтартнӑ. Унӑн сӑнне курсан татах хӗрарӑмсем полицие пынӑ, ҫакскер вӗсен алка-вӑчӑрине вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Пӗри ав ҫапларах каласа кӑтартнӑ: арҫын кӗпе ҫухавинчен туртнине ҫеҫ туйса юлнӑ.
Хайхискер чеен хӑтланнӑ: салона ларнӑ хӗр-хӗрарӑма ыталама пикеннӗ, пуҫне вӗсен кӑкӑрӗ ҫине хунӑ. Лешсем хирӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра ку хӑвӑрт кӑна капӑрлӑх япалине хывса илнӗ.
Арҫын коллекци пуҫтарнӑ-ши – унӑн хваттерӗнче темиҫе тӗрлӗ капӑрлӑх тупнӑ. Халӗ полици вӑл тата кама шар кӑтартма пултарнине уҫӑмлатать.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей почтисен ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн регионсен хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Тӗп хулана Чулхула, Киров облаҫӗсенчен Пермь крайӗнчен, Мари Элтан, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчен ҫитнӗ.
Почта ӗҫченӗсем тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ҫыхӑну уйрӑмӗн чи лайӑх пуҫлӑхӗ Ирина Иванова пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарти 26-мӗш уйрӑмра вӑй хурать. Мари Элти Маргарита Мочалова – чи лайӑх оператор. Ҫак номинацирех Чӑваш Енри Елена Репина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен Мускавра иртекен финала хутшӑнма тивӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти Диана Илеменова Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Веста» машина парнеленӗ.
Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Хайхискер ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Ку ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 20 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче арҫын ҫӳлтен персе аннӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл улттӑмӗш хутри чӳречерен простыньсем ҫыхса анма хӑтланнӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ – арҫын аялалла ӳкнӗ.
«Малтан васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Медиксем кайнӑ хыҫҫӑн ритуал служби ҫитрӗ. Вӗсем витнӗ вилене 21 сехет те 15 минутра илсе кайрӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ пӗр ҫын «Про Город» хаҫата.
Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |