Спорт
![]() Чӳк уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев парнисемшӗн ӑмӑрту иртмелле. Ҫавӑн чухне пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокӗшӗн тупӑшӗҫ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртӗ. Михаил Игнатьев кубокӗшӗн Раҫҫейри хӗрарӑмсем ҫеҫ мар, Азербайджанри, Кӑркӑстанри, Беларуҫри тата Монголинчи спортсменсем те кӗрешӗҫ. Медальсен 10 комплектне выляттарӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 17 сехетре финалти ӑмӑртусем иртӗҫ. Ун чухнехи тупӑшӑва спортпа концерт шоувӗ евӗр йӗркелӗҫ. Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнче хушшинче чӑваш эстрада артисчӗсем пултарулӑхӗпе киленме май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |