Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫапкаланчӑк йытӑсем пирки калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3800 яхӑн килсӗр йытӑ шутланать. ЧР Элтеперне ку хисеп сисчӗвлентернӗ, вӑл вӗсене тытас ӗҫе вӑйлатма хушнӑ.
ЧР патшалӑх ветеринари службин инспекторӗ Сергей Скворцов республикӑри районсенче приютсем тӑвас ӗҫре сахал мар тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть чӗрчунсене хӳтӗлекен саккун вӑя кӗнӗ, ҫакӑ та ҫапкаланчӑк чӗрчунсем валли ятарлӑ вырӑн тума хистет.
Сӑмах май, Шупашкарта приют пур, вӑл, Сергей Скворцов каланӑ тӑрӑх, япӑх мар ӗҫлет. Унта нимеҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫав приюта 393 йытӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хуҫа тупнӑ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ваннӑйӗнче вилнӗ. Инкек шыва ӳкнӗ телефона пула сиксе тухнӑ.
Ҫав кун хӗрача ванна кӗме кайнӑ, хӑйӗпне пӗрле телефон илнӗ. Ӑна вӑл заряд илме лартнӑ.
Тахӑш самантра зарядкӑри телефон хӗрачан аллинчен шуса тухса шыва ӳкнӗ. Ҫапла майпа шкул ачи сывлама пӑрахнӑ.
Кунашкал инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача телефона шыва асӑрханмасӑр ӳкернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.
Кӑҫал Шупашкарти Хӗрлӗ лапама ҫӗнетсе юсама палӑртнӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне мероприятисем вара ӑҫта иртӗҫ? Ара, Республика кунне те Хӗрлӗ лапамра паллӑ тума хӑнӑхнӑ вӗт.
Ку ыйтӑва йӗркелӳ комитечӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта мероприятисене Юрламалли уйра, Юханшыв портӗнче тата Анне палӑкӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ. Юлашкинчен йӗркелӳ комитечӗ Анне палӑкӗ умне суйланӑ. Эппин, кӑҫал Республика кунӗнче тӗп мероприятисем ун умӗнче иртӗҫ: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ тата ыттисем те.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче иртӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнче мероприятисем ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пуҫланӗҫ.
Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ.
Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ.
Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ.
Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ.
Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ.
Ку ыйтӑва хула администрацийӗнче тунтикун иртнӗ планеркӑра хускатнӑ. Планеркӑра 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссен маршручӗ улшӑнассине пӗлтернӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче, Андрей Васильев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче контакт сетьне туса пӗтерӗҫ, кун хыҫҫӑн 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссем «Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» чарӑну таран ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна хӑйӗн арӑмне вӗлернӗшӗн тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех хӑйӗн мӑшӑрӗпе харкашса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халат пиҫиххине ярса тытнӑ та унпа арӑмне пӑвнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын йӗркелӗх хуралне хӑех шӑнкӑравласа йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ специалистсем вилене пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма чӑнах та пусмӑрласа вӗлернине палӑртнӑ.
Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май лару-тӑрӑва тӗплӗн уҫӑмлатма тӗрлӗ йышши тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра — медицинӑпа суд тӗпчевӗ те.
Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре сакӑр пушар алхаснӑ. Вӗенчен пӗринче, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнче, икӗ арҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Усал инкексем ытти тӑрӑхра та пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ишеккассинче 74-ри пенсионер вилнӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектенчи 4-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче вара бар ҫунма тапраннӑ. Вӑл виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хучӗсенче вырнаҫнӑ. Инкек вырӑнне ҫывӑхри ҫул-йӗр инспекторӗсем те пырса ҫитнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче унта 30 ҫынна яхӑн пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене тата унта ӗҫленисене киле автотранспортпа кайма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӑ тумтирсӗрех урама тухнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗссен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать.
Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла.
Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей (халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн филиалӗ шутланать) поэзипе музыка каҫӗ ирттерет. «Имена поэтов славьте в песне вы» (чӑв. Поэтсен ятне мухтӑр эсир) ят панӑ мероприяти пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланмалла.
«Сӑвӑ вулама, юрӑ юрлама юратакан тата ҫавна итлеме кӑмӑллакансене пурне те йыхравлатпӑр», — тет музей ертӳҫи Антонина Андреева.
Поэзипе музыка каҫне Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейне 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл урамӗнче уҫнӑ. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан С.В. Черкасов мещен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурта Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомне панӑ. 1921 ҫулхи ҫуркунне унта чӑваш поэзийӗн никӗслевҫи тата паллӑ патшалӑх деятелӗ Ҫеҫпӗл Мишши куҫарупа издательство комиссийӗн тӑлмачи пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.