Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк шӑпине татса парас ыйтупа хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерчӗ.

Ҫынсен самай пайӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, скульптурӑна тӗкӗнме кирлӗ мар. Сасӑлава хутшӑннӑ 2276 ҫынран 72,98 проценчӗ, е 1661 ҫын, бронза палӑк хӑй вырӑнӗнчех юлтӑр тесе каланӑ. 27,02 проценчӗ пасар территорине куҫарса лартмалла тенӗ.

300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, анчах 2017 ҫулта ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ.

Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла.

Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ.

 

Республикӑра
"На связи" форумран илнӗ сӑн
"На связи" форумран илнӗ сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче икӗ маршрут хупӑнни пирки пӗлтернӗ. Вӑл вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх перевозчиксем килмеллине каланӑ. Ку ҫитес эрнерен пулӗ.

«Хӑйне перевозчик текен харпӑр усламҫӑ водительсем ҫитменнине тытнӑ та «Шывпуҫ – Алманчӑ – Шупашкар», «Красноармейски – Шупашкар» маршрутсене хупса лартнӑ. Ҫапла вӑл сахалтан та 236 ҫынна транспорт ҫыхӑнӑвӗсӗр хӑварнӑ.

Олег Николаев прокуратурӑна ҫак перевозчик тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма хушнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарта 16 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтерет.

Кирилл Арменович Кондратьев (Чилингарян) юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, халӗ те таврӑнман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне кӑвак шӑлавар, хура пушмак, сарӑ куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Кирила курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112, +79170640057.

 

Пӑтӑрмахсем
simplereceptik.ru сайтри сӑн
simplereceptik.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ӗҫленӗ вӑхӑтра арҫын суранланнӑ. Вӑл вӑйлах аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 12 сехетре Юханшывҫӑсене лапамӗнчи 5-мӗш ҫуртра юсавпа строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын ҫине стена йӑтӑнса аннӑ.

Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫине стенан пӗр пайӗ ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини килнӗ, пациента пӗрремӗш пулӑшу парса пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫын комӑра та пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74833
 

Хулара

Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хулари 7-мӗш тата 22-мӗш номерлӗ автобуссене пӗрлештерӗҫ.

7-мӗш маршрута «4-мӗш лицей» чарӑну патне ҫити тӑсма палӑртнӑ, 22-мӗшне — пӑрахӑҫлама. Пӗрлештернӗ маршрутпа 18 автобус хутлӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ единица техника асӑннӑ икӗ маршрутпа ҫӳрет. Кирлех пулсан транспорт шутне ӳстерме шантараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ йышӑну ҫынсене Введени соборӗ тата хулари П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница патне ҫитме май парӗ тата Алькеш поселокне хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсемпе ҫыхӑнтарӗ.

Ранее «Правда ПФО» писала о трудностях с проведением в Чувашии конкурсов на перевозки по маршруту «Чебоксары-Новочебоксарск».

 

Республикӑра
@cson_cheb сӑнӳкерчӗкӗ
@cson_cheb сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем професси шайне ӳстерес тӗллевпе Тӗмене вӗренме тухса кайнӑ. Унта вӗсем пӗлӗве «Ҫемье диспетчерскийӗ» социаллӑ службӑна йӗркелес ыйтупа анлӑлатнӑ.

Унти пули-пулми лекеймӗн. Маларах центр «Ҫемье контакт-центрӗ» проектпа Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фондӑн грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ проект учрежденире пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ, вӑл енӗпе центрта 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тимлӗҫ.

Маларах асӑннӑ фонд конкурсра ҫӗнтернисем валли вӗренӳ йӗркеленӗ. Тӗменри «Ҫемье» социаллӑ реабилитаци центрӗ (вӑл ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлет) фондӑн стажировка лапамӗ шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CUm65AgqR1X/
 

Республикӑра

Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Чӑваш Енӗн топоними словарьне пичетлесе кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.

Аса илтерер: унӑн авторӗ — Шупашкарти 387-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов.

Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатра тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ.

Ҫак кунсенче вара Фейсбукра асӑннӑ кӗнекери хӑш-пӗр самант пирки тӑрӑхларах ҫырнине асӑрхама тӳр килчӗ. Поста вуланисем те темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
burobiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ
burobiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ирхине, 9 сехет те 35 минутра, алхасма тытӑннӑ. Инкек вырӑнне вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫийӗнчех персе ҫитнӗ.

Пушар Шупашкарти Ҫул-йӗр проездӗнчи 4-мӗш «А» ҫуртра тухнӑ. Унта сӗтел-пукан туса кӑларакансен производстви вырнаҫнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушар вырӑнӗнче пушара сӳнтермелли тӑватӑ техникӑпа ӗҫленӗ. Вут-ҫулӑма ҫӗнтерме пӗр сехет ҫурӑна яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.

Пушарта ҫынсем шар курман.

 

Хулара

«Начар шӳт-и е лайӑх антитеррор-и? Шупашкарти колледжра никам та пемен». Ҫакӑн пек хыпарланӑ паян кӑнтӑрла «Ҫыхӑнура» форумра «Антидилер» юхӑм пӗлтернине шута илсе.

Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи ҫӗрле темле ҫамрӑк Шупашкарти строительство техникумне пырассине, унта перессине пӗлтернӗ имӗш.

Ҫийӗнчех ку хыпара мӗнпур ятарлӑ службӑсене систернӗ, колледжа

Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.

Хыпара такам шӳтлесе пӗлтернӗ-и е чӑнласах усал тума ӗмӗтленнӗ-и — ҫакна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртӗҫ.

Строительство техникумӗнче паян занятисем иртнӗ. Ҫуртра хӗрарӑм-хуралҫӑсемпе пӗрлех пакунлисем ӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, 253, 254, 255, [256], 257, 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, 266, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть