Паян 11 сехет ҫурӑра Шупашкарта Промтрактор территорийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ енчен, пушар тухнӑ. Цехсене пӗр пайне электричествӑран сӳнтернӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ автопасар та ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пушара 10 ытла техника, васкавлӑ службӑн 40-е яхӑн ӗҫченӗ сӳнтернӗ. Ҫапах темиҫе сехетрен те тӗтӗм тухма пӑрахман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр цехра иккӗмӗш хутра ҫулӑм тухнӑ вырӑнсем пулнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар транспортировка ленти йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ.
Шупашкарта арҫын светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ та ӑна машина ҫапса хӑварнӑ. Куншӑн унӑн штраф та тӳлеме тивнӗ.
Ку чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 20 сехет те 17 минутра Мускав проспектӗнче пулнӑ. Светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне 37 ҫулти арҫын ҫул урлӑ чупнӑ, чутах пӗр машина айне пулман. Юрать-ха, лешӗ чарӑнса ӗлкӗрнӗ. Хайхискер малалла чупса кайнӑ та машина айне пулнӑ.
Арҫынна транспорта ҫӳреме чӑрмав туса хунӑшӑн явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Юрать, хӑй кӑшт ҫеҫ аманнӑ. Ӑна общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн те явап тыттарӗҫ.
Палламан хӗр 37 ҫулти стоматолога улталама пултарнӑ. Арҫын ӑна нумай укҫа куҫарса панӑ.
Тухтӑр полицире каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне темӗнле хӗр шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, такам ун ячӗпе тӑватӑ тӗрлӗ банкра кредит имле хӑтланни пирки каланӑ. Унтан темӗнле арҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл ятарлӑ программӑпа усӑ курса чӑннипех те йӗрке хуралӗн номерӗ пек кӑтартса шӑнкӑравланӑ.
Стоматолог палламан ҫынсене ӗненсе темиҫе банкра кредитсем илнӗ. Ҫапах унӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах ултавҫӑсем ӑна пур-пӗрех ӗнентерме пултарнӑ. Участковӑй алӑкран шаккасан тухтӑр уҫман, мӗншӗн тесен ӑна ултавҫӑсем ӑна кӗртме хушман. Ҫапла стоматолог палламан ҫынсене 2 миллион ытла куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 55 ҫулти арҫын полицие пынӑ та хӑй ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӗллехи шинӑсем илме шухӑшланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ.
Арҫын кирлӗ шинӑсене тупсан сутуҫа 22 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах вӑл шинӑсене илеймен, сутуҫӑ та йӗп пек ҫухалнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ытти чухне вӑл тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне ҫынсем ун пирки мӗн ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Хальхинче вара вӑл ҫакна укҫа куҫарсан ҫеҫ тунӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ.
Шупашкарти Арам Гамбарян «Пятница» телеканалпа пыракан «Кондитер» шоуна хутшӑннӑ. Унӑн торчӗ жюрие килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл финалта та кӗрешӗ.
Арам 25 ҫулта, вӑл Шупашкартан. Кондитер ӗҫӗпе вӑл 3 ҫул аппаланать. Вӑл торт пӗҫерме юратать. Вӑл конкурса чӗре евӗр торт пӗҫерсе килнӗ.
Халӗ Арам Гамбарян финалта Раҫҫейри чи лайӑх халӑх кондитерӗ ята тивӗҫессишӗн кӗрешӗ.
Паян Шупашкарти 28-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ кӑнтӑр поселокӗнче Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ.
Шкулта бомба хуни пирки хыпар килнӗ. Вырӑна Росгварди, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ, пӗлӳ ҫуртне тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Кун валли ҫур сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасем урамра пулнӑ, вӗсене эвакуациленӗ.
Эвакуаци вӑхӑтӗнче нимӗнле пӑтӑрмах та пулман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ачасем каллех парта хушшине ларнӑ та малалла вӗреннӗ.
Шупашкарти Ахазов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тивӗҫлӗ канури икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ватӑ упӑшкипе арӑмне, 80 ҫултан иртнӗскерсене, ҫурла уйӑхӗнченпе курман, вӗсем пирки 3 уйӑх нимӗн те илтмен. Юпа уйӑхӗнче кӳршисем участковӑя тӗрӗслеме чӗннӗ. Анчах алӑка никам та уҫман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ватӑсен хӗрӗ Мускавран килнӗ те ашшӗ-амӑшӗн виллисене хваттерте тупнӑ. Вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмре выртнӑ. Тӗпелте газ конфорки ҫутӑ пулнӑ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем подъездра нимӗнле япӑх шӑршӑ та туйман. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Лапсар проездне юсамалла тесе пӑшӑрханакансем питех те йышлӑ. Асӑннӑ центр специалисчӗсем ун пек ҫырнине 15 хутчен шута илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем кун пирки паллӑ пабликсенче евитлеҫҫӗ иккен. Хула ҫыннисем ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ҫулпа машинӑпа ҫӳреме йывӑр, унта та кунта шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.
«Канаш шосси урамри 7-мӗш ҫурт патӗнчен тытӑнса Лапсар проезчӗпе кайса пӑхма сӗнетӗп. Тивӗҫлӗ мера васкавлӑн йышӑнӑр! Щебень, асфальт вакки, хӑть мӗн те пулин тупса сарӑр. Ҫулпа ҫӳреме май ҫук!», — теҫҫӗ иккен ҫынсем.
Хула ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫула юсассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине хатӗрленӗ, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларма ярса панӑ. Экспертиза витӗр тухсан ҫула юсакана палӑртма аукцион ирттерӗҫ. Ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртаҫҫӗ.
«Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта ҫак кунсенче Николай Ашмарин палӑкӗн шӑпине татса параҫҫӗ. Хула еертӳҫисем патне Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор Николай Ашмарин палӑкне вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ.
«Николай Ашмарин паллӑ тюрколог евӗр ӑсчахсене асра тытмалла. Бюстӑн ӗҫ модельне 3 ҫул каяллах хатӗрленӗ, ӑна Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пухӑвӗнче ырланӑ», — тенӗ хулари тӳре-шарана скульптор. Рабочая модель бюста создана три года назад и поддержана художественным советом и общим собранием ЧРОО ЧНАНИ.
«Уҫӑ хула» порталти сасӑлава хутшӑнакансем «Шупашкарта Николай Ашмаринӗ кирлӗ-и?» ыйтӑва тӑватӑ тӗрлӗ хуравлама пултараҫҫӗ: «Ун пек ҫынна асра тытмалла», «Кирлӗ мар», «Ку ыйтӑва специалистсен татса памалла» е ҫынсем хӑйсен урӑхла шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Кӳкеҫре пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти пӗр общежитире 37 ҫулти пӗлӗшӗ патне хӑнана кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Унпа пӗрле савнийӗ те пынӑ.
Хӑна кил хуҫине савнийӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та 37 ҫулти арҫынна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |