Пӑтӑрмахсем
![]() sunhome.ru сайтри сӑн Ашшӗне вӗлерсе ӑна вакласа шыва пенӗ ҫынна суд тунӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни тинех уҫӑмланнӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк арҫын ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна аптӑрипе темиҫе хут чикнӗ. Лешӗ вилнӗ. Хайхискер вилле пӑчкӑпа касса вакланӑ, кашни пайне полимер хутаҫа чикнӗ те вӗсене Шупашкар районӗнчи пӗве патне виҫӗ кун турттарнӑ. Унта вӑл общество транспорчӗпе ҫитнӗ. Пӗве хӗрринче вӑл хутаҫ ҫумне тимӗр-тӑмӑр ҫыхнӑ та путарнӑ. Йӗр ҫухалтӑр тесе ашшӗн телефонне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса кайса пӑрахнӑ, ашшӗ шапаша кайнӑ тесе ҫӳренӗ. Ҫулталӑкран пӗвери виле пайӗсене тупнӑ. Ывӑлне тискер преступленишӗн 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |