Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи март уйӑхӗн 11-мӗшӗ, эрнекун. Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ.
Ӗнер аптекӑна эмел илме кайрӑм. Анчах, пирӗн Кӑнтӑр-Хӗвел анӑҫ микрорайонӗнче тротуарсем питӗ шуҫлак. Чӑваш радио пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай ҫын шуҫса ӳксе, ури-аллисене хуҫаҫҫӗ. Ҫуран ҫӳреме питӗ хӑрушӑ. Хӑраса ӳксе, каялла килелле кайрӑм.
Паян аптекӑна кукӑр ҫулпа, машинӑсем ҫӳрекен асфальт сарнӑ ҫулпа кайрӑм. Ҫӳллӗ артериллӗ юн пусӑмӗ ан пултӑр тесе, эмел илтӗм.
— Мӗнле, «ятарлӑ ҫар операции» килӗшет-и? — эмел сутакан сутуҫӑран ыйтрӑм.
— Ытла килӗшмест, — хуравларӗ хӗрӗ.
— Апла украинецсен «националистсене» пӗтерме килӗшмест?
— Ку хӑрушӑ!
— Апла тав. Сывӑ пулӑр. Сирӗн тӑвансем лере ан лекчӗр.
— Тавах!
Апат-ҫимӗҫ илмеллеччӗ. «Пятёрочка» супермаркета кӗтӗм. Улма-ҫырла пӗтӗмпех — импортлӑ. Хакӗсем ӳснӗ. Ахаль пенсионерӑн, е ӗҫченӗн нимӗн те илме май ҫук. Помидорсене хамӑр Ҫӗнӗ Шупашкар ҫумӗнчи Ольтикасси теплици хуҫалӑхӗнче ӳстереҫҫӗ пулсан та, курӑнмаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче обществӑлла транспортпа ҫӳрессин хакне ӳстерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Денис Вадимович Спирин ҫул ҫӳремелли хака ӳстересси пирки 624-мӗш постановлени алӑ пуснӑ. Ҫапла вара ырантан Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисен троллейбуссемпе автобуссенче ҫӳренӗшӗн укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ.
Троллейбуссенче карточкӑпа тӳлесен хак 25 тенкӗпе (маларах — 22 тенкӗ) танлашӗ, автобуссенче — 26 тенкӗпе (маларах — 23 тенкӗ). Ахаль укҫапа тӳленӗ чухне — 28 тата 29 тенкӗпе (маларах 26 тата 27 тенкӗ тӳленӗ) пулӗ. Проезднойсен хакӗ те ӳсӗ. Студентсемпе шкул ачисем унччен 725 тенкӗ тӳленӗ пулсан, халь 820 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, ахаль ҫынсемшӗн вара хакӗ 1135 тенкӗпе (маларах — 1000 тенкӗ) танлашӗ.
Влаҫ ҫул хакне ӳстернине запчаҫ тӑкакӗсем ӳснипе, топливо хакланнипе тата транспорта тытса тӑмалли тӑкаксем хӑпарнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Тамара Варинская ӑҫта пулнине тӑванӗсем, тусӗсем пӗлмеҫҫӗ. Икӗ уйӑх ӗнтӗ унран хыпар ҫук.
Ҫухалнӑ 34 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Тамара Варинская ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет.
Хӗрарӑм пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ҫав кунхине вӑл хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура сӑран атӑ тухӑннӑ пулнӑ, шурӑ шарф ҫыхнӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Вӑл ӑҫтине е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 8800 700 5452 е 112 номерпе шӑнкӑравалмалла.
Мускав хулинче пурӑнакан 66 ҫулти арҫын 59 ҫулти шӑллӗне вӗлернӗ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ.
Мускавран килнӗ арҫын шӑллӗн Шупашкарти ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗр хӑна тӑванӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна 124 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе, 7 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни йывӑр сурансене пула вилсе кайнӑ.
Пиччӗшӗ шӑллӗн виллине путвала пенӗ.
Психиатри экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, усалланнӑ арҫын пуҫӗ йӗркеллех ӗҫлет. 66 ҫулти арҫыннӑн ҫитес 10 ҫула ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.
Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ ача пахчин пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех уҫӑлмалла пулнӑ. Анчах вӑл алӑкӗсене нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ.
Ача пахчи "Чечеклӗ хула" ятлӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑсла - "Цветочный город". Унта 240 ача валли вырӑн пур. ЧР вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ тарӑх, унта 6 уйӑхрисенчен пуҫласа ҫулталӑкри ачасене те ҫӳремелле тӑвасшӑн.
Ача пахчинче агрошкул, мультипликаци студийӗ, ӳнер галерейи, финанс пӗлӗвӗн пӳлӗмӗ те пур. Ҫавӑн пекех хальхи йышши техникӑпа, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ.
Сӑмах май, республикӑра тепӗр 4 ача пахчи уҫӑлман: Шупашкарти "Лента", "Благовещенский", "Университет" микрорайонсенче тата Элӗкре.
Президент пепкелӗх центрне реанимобильпе 800 грамм таякан тин ҫуралнӑ ачана илсе ҫитернӗ. Реаниматологсем тата неонатологсем ӑна 10 кун пӑхнӑ. Анчах пепкен сывлӑхӗ йывӑрланса пынӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ.
Операцие Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ирттернӗ. Ӑста тухтӑрсем 20 минут ҫак кӑткӑс ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Малтанлӑха хӗреача ятарлӑ аппаратура пулӑшнипе сывлӗ. Кӑшт вӑй илсен хӑйех сывлама пултарӗ. Халӗ пепке Президент пепкелӗх центрӗн реанимаципе интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче вӑй илет. Хальлӗхе ӑна киле кӑларасси пирки тухтӑрсем каламаҫҫӗ, ӑна пӑхмалла, вӑй илме пулӑшмалла.
Каласа хӑварар: палӑртнӑ кунран пӗчӗк виҫепе чылай маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Кристина ят панӑ.
Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.
Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.
Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.
Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.
Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ талӑкра икӗ пушар пулнӑ. Вӗсенче икӗ ҫын аманнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Гарин-Михайловский урамӗнче мунча ҫуннӑ. Кил хуҫин 65 ҫулти мӑшӑрӗ тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пашар мунчари кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнче пушар ҫурта тӗп тунӑ. 62 ҫулти кил хуҫине ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ. Арҫыннӑн пичӗ тата ҫӳлти сывлав органӗсем пиҫсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |