Шупашкарти 4-мӗш гимнази тата 39-мӗш шкул валли директор тупайман. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫавна май конкурс малалла пырать. Унччен гимназие 6-мӗш шкул филиалӗ тӑвасшӑн пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса унӑн директорӗ хутшӑннӑ.
Халӗ Денис Спирин 4-мӗш гимназин статусне улӑштарасшӑн маррине пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн.
Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ.
Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ.
Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур.
Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109.
Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ.
Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ.
Чук уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Шупашкарта Мускава хушма пуйӑссем ҫӳрӗҫ. Пирӗн патран икӗ хутлӑ пуйӑспа та кайма май пулӗ. Рейс 22 сехет те 10 минутра ҫула тухӗ.
Хальхи вӑхӑтра икӗ рейс пур: 18 сехет те 5 минутра тата 21 сехет те 15 минутра. Чӳк уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче 12 сехет те 55 минутра хушма рейс пулӗ. Билетсен хакӗ – 1,4 пин тенкӗрен пуҫласа 2,4 пин тенкӗ таран.
Сӑмах май, кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекенсене япӑх пахалӑхлӑ какай ҫитернӗ. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ.
Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, сысна ашӗнче сиенлӗ микроорганизмсем, ҫав шутра сальмонелла та, тупнӑ. Унпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмпе 21 килограмм аш пулнӑ.
Россельхознадзор аш-какай комбинатне асӑрхаттару панӑ, хайсен продукцине тӗплӗнрех тӗрӗслеме хушнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансем «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти тӑватӑ чарӑну валли ятсем тупнӑ. Район пысӑкланса пынӑран ҫула тӑснӑ. Унта вара общество транспорчӗ чарӑнмалли 3 чарӑну тунӑ.
Сасӑлав «Уҫӑ хула» микрорайонта иртӗ. Ҫынсем чарӑнусене ҫапла ят пама сӗннӗ: «4-мӗш микрорайон», «Ялав» микрорайон», «Шупашкар проспекчӗ».
Хальлӗхе ку татӑклӑ йышӑну мар. Сасӑлав ку ыйтӑва татса парӗ.
19 ҫулти хӗр чутах суккӑр юлман. Вӑл Республикӑри офтальмологи клиника пульницине пынӑ чухне куҫ ҫивӗчлӗхӗ 1 процент кӑна юлнӑ.
Хӗр линзӑпа ҫӳренӗ. Ӑна вӑхӑтра улӑштарманран унӑн куҫӗ шыҫӑннӑ. Вӑл ыратма тытӑннӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакса пынӑ. Хӗр пульницӑна пынӑ та ӑна часрах стационара вырттарнӑ.
Стационарта выртсан унӑн куҫ ҫивӗчлӗхӗ 50 процента ҫитнӗ. Тухтӑрсем юлашки вӑхӑтра ҫак чирпе аптаракан нумай пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку линза тӑхӑннипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ.
Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та.
Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ.
2021 ҫулта Гвинея арҫынни Шупашкар хӗрарӑмне качча тухма ыйтнӑ. Анчах – укҫалла, 50 пин тенкӗлле. Ҫапла вӗсен арӑмӗпе упӑшки умӗнчи пек парӑмсем те пулмӗҫ тесе ӗнентернӗ. Ку арҫынна Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан вӑхӑтлӑх документсене илме кирлӗ пулнӑ.
Документсене илсен вӗсем уйрӑлма палӑртнӑ. Анчах Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури миграци служби ыйтнипе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсем пӗрле нихӑҫан та пурӑнман, ачасем ҫук, иккӗшӗн хуҫалӑх та ҫук. Хӗрарӑм пачах урӑх арҫынпа пурӑннӑ. Африка арҫынни вара пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. 50 пин тенкине вӑл карточка ҫине куҫарнӑ.
Ленин районӗн сучӗ 28-ти арҫынпа 26-ри хӗрарӑмӑн ҫемйи суя пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм «банк ӗҫченӗ» текен ҫынсене ӗненсе 1,5 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ. Сценари яланхи пекех пулнӑ: палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ.
Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма укҫа-тенке «харушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ нухрат пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл икӗ банкра 300 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫак пӗтӗм укҫана вӑл – 1416 000 тенке - такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Куҫарса парсан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |