Ку вырсарникун Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хуламӑр 553 ҫул тултарать. Уявра пирӗн республика Раҫҫейри рекорда ҫӗнетесшӗн.
Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри кӳлмек тавра карталанса тӑни пулӗ. Кӳлмек тавра лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинчех нимеҫӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем акцие хутшӑнакансене ӑҫта тӑмаллине, мӗн тумаллине ӑнлантарӗҫ. Нимеҫӗ пулас килет-и? Кирек кама та йышӑнӗҫ.
Ку карта Раҫҫейри чи пысӑкки пуласса шанаҫҫӗ.
Паян кӑнтӑрла Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Автобус Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑнура хыпса илнӗ. Малтан хыҫалти пайӗ, мотор вырнаҫнӑ ҫӗрте, ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Транспорт 10 минутра ҫунса кӗлленнӗ.
Пӑтӑрмахра ҫынсем шар курни пирки пӗлтермен.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти уҫӑ бассейнра, аквазонӑра, 5 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл унта амӑшӗпе пынӑ, аслисен бассейнӗнче вӗрсе хӑпартнӑ ҫаврашкапа ишнӗ. Шыв тарӑнӑшӗ 1 метр та 40 сантиметр пулнӑ.
Тӑрук ача путнӑ. Ӑна шыв тӗпӗнчен ҫӑлавҫӑ кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хальлӗхе вӑл тӑна кӗмен-ха, комӑра выртать. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ.
Аквазонӑна вара тӗрӗслӗҫ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ.
Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ.
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян иртнӗ ларура депутатсем.
«Уҫӑ хула» порталта сасӑлава хутшӑнакансен 70 проценчӗ Елена Бадаевӑшӑн сасӑланӑ. Ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен пухура чыслӗҫ.
Аса илтерер: ку ята тивӗҫессишӗн унсӑр пуҫне Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» тӗп директорӗ Александр Черкунов кӗрешнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ.
Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ.
Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен.
Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ.
Паян ирхи 6 сехет те 40 минутра Шупашкарти Гастелло урамӗ патӗнчи чарӑнура Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 220-мӗш маршрутка ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ: пӗтӗмпе 10. 11-мӗшӗ – водитель. Юрать-ха, вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Водитель аманман. Пӗтӗм пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. 4 ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан фурӑна вара 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта тӑнне ҫухатнӑ арҫын патне васкавлӑ медпулӑшу сирена ҫутса хӑвӑрт ҫитнӗ.Сергей Васильев фельдшер тата Кирилл Мясников медбрат арҫын тӑнне кӑна ҫухатманнине, темле япалапа наркӑмӑшланнӑран комӑна кӗрсе ӳкнине ӑнланнӑ. Вӗсем реанимаци тума пуҫланӑ.
Пациент 5-10 минутлӑха сывлама пӑрахнине кура тухтӑрсем унӑн сывлав ҫулне аспираторпа тасатнӑ, сывлама пулӑшакан укол тунӑ. Ҫапах арҫын комӑран тахман. Анчах фельдшерпа медбрат сывлӑх кӑтартӑвӗсене йӗркене кӗртнӗ, унтан пульницӑна илсе кайнӑ. Лере пациента комӑран кӑларнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Дементьев урамӗнчи 15-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш ҫуртӑн подьезчӗ умӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Хӑй 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта Раҫсейре халиччен пулман ӑшӑпа тивӗҫтерекен мультимеди центрӗ ӗҫлӗ. Вӑл ҫынсене ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Ӑшӑ энергетикин музейӗ — мультимеди комплексӗ. Ӑшӑ электричество станцийӗ епле ӗҫленине, хӑш топливо энергие пуринчен ытла упрани ҫинчен, хӗлле хватерте ытла пӑчӑ е ытла сивӗ пулсн камран пулӑшу ыйтмалли таранах ҫынсем унта пӗлейӗҫ.
Стратеги коммуникацийӗсен регионти центрӗн ертӳҫи Олег Сидоров пӗлтернӗ тӑрӑх, кмоплексра ачасем валли интерактивлӑ вӑйӑсем йӗркеленӗ.
Мультимеди центрне тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Унта пулса курас тесен +7 908 840 84 04 телефонпа ирхи 10:00 сехетрен 19:00 сехетчен шӑнкӑравламалла е teplomuseum.ru сайта кӗмелле. Экскурсие ҫырӑнма 3 минутран ытла вӑхӑт иртмӗ.
Интерактивлӑ курав «МегаМолл» суту-илӳ центрӗн аялти парковкинче (Шупашкар хулин, Калинин урамӗ, 105 А ҫурт) вырнаҫнӑ. Музей ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 12 сехетре уҫӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |