Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр.
Ҫак кунсенче, «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Украина культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗн Петр Чичкановӑн (1922-2008) асӑну каҫӗ иртнӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ, писатель, журналист хӑйӗн кун-ҫулне сумлӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 1949 ҫулта, ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухнех, пуҫӑннӑ: сӑвӑҫӑн портретне ӳкерме пуҫланӑ. Каярах Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ тӑрӑхсене — Теччӗне, Кейӗве, Симферополе, Евпаторие, Остера — ҫитсе килнӗ, сӑнӳкерчӗксем тунӑ, асаилӳсем ҫырса илнӗ. Петр Чичканов тӑван чӗлхепе виҫӗ кӗнеке кӑларнӑ; «Кӑвар чӗре» (1965), «Ҫӗн Кун ачи» (1989), «Сенкер Десна» (1992). Йӑхташӑмӑр ҫавӑн пекех асӑннӑ музее йӗркелес ӗҫе те хастар хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Н.Пӑрчӑкан, музей ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑн ветеранӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ орден-медалӗн кавалерӗ, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Михайлович Бурмистров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ.
Владимир Михайлович 1924 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн батальон комиссарӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ҫар хӗсметӗнчи ашшӗпе пӗрле ачаллах тӗнче «касса» ҫаврӑннӑ. Ӑна «халӑх тӑшманӗ» туса аристленӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкассине таврӑннӑ, каярахпа Вӑрмар посёлокне куҫнӑ. Унта вӑтам шкул пӗтерсен хӑйне пӗр ҫул ӳстерсе фронта тухса кайнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йошкар-Олара аслӑ пӗлӳ илнӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Эҫпепе ялӗнче, Шупашкарти 2-мӗш шкул-интернатра, 29-мӗш, 36-мӗш вӑтам шкулсенче 8-мӗш профтехучилищӗре физикӑпа математика учителӗнче тӑрӑшнӑ.
Нумай пулмасть ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци тӗлӗшӗнчи ӗҫсене тӗлӗслекен федераллӑ служба наци радиовне эфира тухма ирӗк паракан лицензи панӑ. Вӑл радиостанцие Шупашкарти эфира тухма май парать. Енчен те республикӑн районӗсенче эфира тухма унашкал лицензи кирлӗ мар пулсан, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче вара унсӑр эфира тухма ниепле те май ҫук.
Халӗ ӗнтӗ Шупашкарти эфирта наци радиовӗн кӑларӑмӗсем тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑмалла!
Ҫӗнӗ ҫул концерчӗ раштавӑн 27-че, «Салют» культура керменӗнче иртӗ.
Кочцерт программинче сире чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата «Янташ» ушкӑн кӗтет.
Хӗл Мучипе Юрпике пурне те парнесем парӗҫ.
Билетсем 200 тенкӗ, тел: 8-919-650-42-93.
«Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ.
Пурӗ 73 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ярса парасса ытларах та ярса панӑччӗ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрисене йышӑнма май килмерӗ. Хайлавсене йышӑннӑ май ҫакӑ сисӗнчӗ — конкурс положенине чылайӑшӗ тимлӗн вуламан. Ӑмӑртун йӗрки-шывӗ тӑрӑх пирӗн пата хайлавне кӑна мар, халапне те ярса памалллаччӗ. Хӑшӗ-пӗри кун пирки манса кайнӑ. Йышӑннисен шучӗ ытла та сахалланса каясран ҫӑлкуҫне те пулин кӑтартнисене пурне те йышӑнтӑмӑр.
Йышӑннӑ хайлавсенчен 6 ушкӑн йӗркелерӗмӗр. Хӑш-пӗр ушкӑнра сӑвӑ сахал ярса панӑран вӗсене ыттисемпе пӗрлештертӗмӗр. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:
* 1 вырӑн. Дарья Мидукова ҫырнӑ «Иртни...» сӑвӑ. Ҫӗмӗрле районӗ, Хутарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ гимнази.
* 2 вырӑн. Надежда Сергеева ҫырнӑ «Пырса курӑр манӑн ялӑма» очерк. Сӗнтӗрвӑрри хули, Атӑлҫи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
* 2 вырӑн.
Ыран чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ ӗҫлеме пуҫлӗ, пӗрремӗш уроксем иртӗҫ. Ача-пӑча академийӗн студинче, 263 пӳлӗмре, ирттерме палӑртнӑ. 10 сехетре пуҫланать.
Ку шкул 3-9 ҫулхи хула ачисем валли уҫӑлӗ. Унта ачасене тӗрлӗ меслетсене усӑ курса (тӗслӗхрен, вӑйӑ мелӗсемпе) чӑвашла вӗрентӗҫ. Шкула йӗркелекенсем уроксене кашни вырсарникун ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Берлинти ирӗклӗ университетри Тюркологи институтӗнче студентсем чӑваш чӗлхине ӑса хываҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем пиллӗкӗн. Раҫҫейрен килнӗ пӗр студент та ҫук. Ҫак ӗҫе Клаус Шёниг доктор, профессор илсе пырать. Чӑваш сӑмахӗсене латин саспаллисемпе ҫырнӑ кӗнекепе вӗренеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курса тӗрӗк чӗлхисен историйӗпе наука ӗҫӗсем ҫыракансем те пур. Темиҫе ҫул каялла пӗр студентка чӑваш чӗлхине лайӑхрах вӗренес тесе Шупашкара та кайса килнӗ.
Шёниг доктор Берлинти ирӗклӗ университетри Тюркологи институчӗпе Чӑваш Республикинчи аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем малашне ҫыхӑнусем йӗркелесен питӗ лайӑх пулӗччӗ тесе шутлать.
Ҫакӑн пирки Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫат редакцине Кёльн хулинчи хаҫат редакцийӗнче стажировка иртекен чӑваш хӗрӗ Наталия Лазарева ҫырса пӗлтерчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр хули
РФ прокуратурин следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти компьютер клубӗнче ӗҫленӗ Виктор Яндуткина икӗ ҫул ҫурӑ парса тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Администратора клубри компьютер ҫине вӑрланӑ Counter Strike вӑййа лартнишӗн айӑпланӑ. Система блокне компьютер клубӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх вӑрланӑ вӑййа лартса клуб 300 пин тенкӗ тӑкакран хӑтӑлнӑ. Халӗ куншӑн клуб администраторӗн явап тытма тивӗ.
Чӳкӗн (ноябрь) 19-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче «Янташ» ушкӑн ҫӗне шоу-программӑпа куракансене йыхравлать. Эсир туяннӑ билетсемпе «Маркиза» илем салонне тӳллевсӗр каймалли парнесем вылляттарӗҫ!
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леня).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |