Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Шупашкарта темиҫе миллиардлӑх транспорт проекчӗсем пурнӑҫа кӗртесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.11.2014 17:12 | 1473 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Шупашкарти темиҫе миллиардлӑх транспорт проекчӗсем Чӑваш Енри малашлӑхлӑ инвестици проекчӗсен шутне кӗнӗ.

Чи пысӑкки — виҫҫӗмӗш ҫурма ҫул ҫаври тӑвасси. Вӑл тӗп хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр районӗсене ҫыхӑнтарӗ. Ку проектӑн хакӗ микрорайон тӑвассипе пӗр тана ларать-мӗн. Укҫа ҫине куҫарсан 37,4 миллиард тенкӗ пулать. Ун пек цифрӑсене Чӑваш Енӗн юсаса ҫӗнетнӗ инвестици стратегийӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Транспортпа ҫыхӑннӑ малашлӑхлӑ пысӑк ҫак плана хула аталанӑвӗн тӗп планне кӗртнӗ. Проекта 2017–2030-мӗш ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.

Ҫул Университет урамӗнчен пуҫланса Эльмен урамӗ урлӑ Б. Хмельницкий урамӗ урлӑ иртсе 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамне тухмалла. Ҫул ҫинче тӗрлӗ шайри транспорт ҫыхӑнтарӑвӗсем туса хӑвармалла. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкара тата «Вятка» ҫул ҫине тухма май туса парӗ.

Тепӗр проект — Мускав кӗперӗ. Унӑн хакӗ 1,4 миллиардпа танлашать. Ӑна 2015–2017-мӗш ҫулсенче тума палӑртаҫҫӗ.

Шупашкарӑн ҫулӗсене юсаса ҫӗнетмешӗн 3,6 миллиард тенкӗ кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне аэропортра авиаци терминалӗ тума ӗмӗтленеҫҫӗ. 600 миллиона ларакан ҫак ӗҫе 2020 ҫулччен пурнӑҫламалла. Хӗрлӗ лапамри инденерипе техника тата коммуналлӑ сечӗсене 2014–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗнетесшӗн. Ӗҫ хакӗ — 1,4 миллиард етнкӗ. Атӑл ҫыранӗн хӗрне ҫирӗплетме 840 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку вӑл — 2014–2019-мӗш ҫулсене палӑртнӑ проект.

#ҫул-йӗр, #транспорт, #Шупашкар, #аталану

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем