Утӑн 9-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ уява пухӑннӑ. Вӗсен те ял кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Уяв «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ «Ай-хай улма йывӑҫҫи» юрӑ юрланипе пуҫланнӑ. Концерта вӗсем К.Иванов ҫулталӑкне тата Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Яланхи пекех мӑнҫырмасене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов саламланӑ.
Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе ӑна аталантарнӑшӑн вулавӑш заведующийне О.Ильинана, клуб заведующине Э.Кузнецовӑна, Л.Романова культйӗркелӳҫӗне грамотӑпа чысланӑ.
Мӑнҫырмасене саламламашкӑн сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем чи маттур та хастар ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Шупашкарти Вӑрмарсен ентешлӗхӗн президенчӗ Юрий Филиппов клуб заведующийне диск тата Мӑнҫырма ялӗн гимнӗн текстне парнеленӗ. Унтан Юрий Михайлович ял гимне пӗрремӗш хут юрланӑ.
Мӑнҫырмасен уявӗнче концерт пуян пулнӑ. Юрӑсем таврана тахҫанчченех янӑраттарнӑ…
Сӑнсем (53)
Питравра Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнче те Питрав кунне ирттернӗ. Пӗчӗк Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем япӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах пӗрле савӑннӑ.
Ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов чунран саламланӑ. Уяв вырсарникуна лекнӗрен ҫынсем пухӑнкаланӑ. Питравра яманкассисем ял кунне паллӑ тунӑ.
Уявра вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ, юратнӑ юрӑсене итленӗ. Вӗсене «Шупуҫ» фольклор ушкӑнӗ шӑрантарнӑ.
Ял ҫыннисем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркеленӗ. Ҫынсем михӗсемпе ӑмӑртса чупнӑ, вӗрен туртнӑ…
Хӑнасем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхнӑ. Ӑна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Уявра кашни килте тенӗ пекех пуян сӗтел хатӗрленӗ, тӑванӗсене хӑналанӑ.
Ӗнер, Питрав кунӗнче, чылай районти ялсенче уявсем йӗркеленӗ. Хӑшӗсем ҫак уява палла тӑвассине йӑлана кӗртнӗ.
Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи ҫынсем те ҫулсерен Питравра пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та уява аслисем те, вӗтӗр-шакӑр та пухӑннӑ.
Пурте уяв лапамне наци тӗррипе илемлетнӗ тумсемпе пынӑ. Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ӗлӗкхи вӑйӑсене вылянӑ. Ватӑсем те ачасем пекех савӑннӑ.
Уяв чӑннипех те лайах иртнӗ, мӗншӗн тесен пурте кӑмӑллӑ юлнӑ. Куншӑн ентешӗсем ял клубӗн культйӗркелӳҫине Елена Степановӑна тата клуб канашне тав тунӑ.
Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Хӑнасене ҫырла кукӑлӗпе сӑйланӑ.
Сӑнсем (15)
Паян, Питравра, Йӗпреҫ районӗнчи Смычка тата Ирҫе Малиновки ялӗсем уява пухӑннӑ. Смычка клубӗ умне ватӑсем те, ачасем те пухӑннӑ.
Уява юнашар ялсенчи ҫынсем те килнӗ. Чи малтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Карсаков тухса калаҫнӑ. Вӑл уява паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине палӑртнӑ, пурне те тулли кӑмалпа савӑнма ӑнӑҫу суннӑ.
Ял ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров та килнӗ. Вӑл вара ҫынсене спорт мероприятийӗсенче ҫитӗнӳсем тума вӑй суннӑ. Николай Петрович Альбина Михетовӑна Йӗпреҫ районӗн грамотине панӑ.
Волейбол лапамӗнче тупӑшу хӗрӳ иртнӗ. Уяв вӗҫӗнче пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе хӑналаннӑ.
Сӑнсем (13)
Улатӑрта Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне хӑйне евер паллӑ тунӑ. Улатӑрсем ҫав кун ҫемйисемпех тухса ӑҫталла ҫул тытнине никам та тавҫӑрас ҫук. Ача ҫуратмалли ҫурт патне!
Ун чухне Кӳмесен парачӗ иртнӗ. Кунашкал уяв Улатӑр хулинче виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Ӑна чиркӳ ҫыннисем йӗркелеҫҫӗ.
Парад ирхине чиркӳ патӗнчен пуҫланнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, кукамӑшӗсемпе кукашшӗсем хула урамӗпе ача ҫуратмалли ҫурт таран утнӑ. Ахальтен мар унталла ҫул тытнӑ вӗсем. Ҫапла майпа улатӑрсем ҫӗнӗ чуна ҫут тӗнчене килме пулӑшакан тухтӑрсене тав тума шутланӑ.
Тухтӑрсем валли вӗсем ятарласа чӗре евӗр пысӑк торт пӗҫернӗ. Вырсарни шкулӗн тата ача пахчин шӑпарланӗсем концерт хатӗрленӗ, вӑйӑ вылянӑ, конкурссем ирттернӗ.
Кӑҫал ҫуралнӑ ачасем те парнесӗр юлман. Вӗсен ашшӗ-амӑшне сувенирсем парнеленӗ. Уяв вӗҫӗнче тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсене вӗҫтернӗ.
Ҫулла республикӑри ялсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ енне саланнӑ ентешсем ҫав кун пӗрле пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче пурӑнакансем та нумаях пулмасть пӗрле пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ял уявне 2001 ҫултанпа уявлаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сорӑмсем ирех савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Яла ҫав кун ҫӗнӗ варкӑш кӗнӗ тейӗн. Килсен умӗнче ватӑсем сак ҫинче ларнӑ, ҫамрӑккисем вӗсем патне пырса сывлӑхӗсемпе кӑсӑкланнӑ.
Сорӑмсем хӑнасене ял пуҫӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте яла пӑхса ҫаврӑнсан уяв лапамне ҫитнӗ те вӑйӑ картине тӑнӑ.
Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов ентешӗсене ырӑ сӑмахсемпе саламланӑ, пурне те пӗрле кар тӑрса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов та пулнӑ. Уявра хӑнасем, Сорӑма килнӗ ытти ҫынсем ял халӑхӗ пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Сӑнсем (69)
Елчӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑвне пурнӑҫлас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче районта нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.
Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Красновсен ҫемйине 798 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗн сертификатне тыттарнӑ.
Паянхи кун тӗлне тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илмелли списока 122 ҫемьене кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ илес кӑмӑллисенчен чылайӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Унта — 40 ҫемье. Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнче — 27 ҫемье.
Районта 85 лаптӑка ҫемьесене пама хатӗрленӗ. Хальлӗхе 74 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнчи ачасем Иван Купала каҫне паллӑ тунӑ. Ку уява тӗрлӗ ҫӗршывра тӗрлӗрен калаҫҫӗ.
Ӗлӗк ҫак кун юханшывсен хӗрринче кӑвайт чӗртнӗ, унта ҫамрӑксем пухӑнса савӑннӑ. Телейлӗ пулас, сывлӑха ҫирӗплетес тӗллевпе хӗрсемпе каччӑсем пӗчченшерӗн е икшерӗн кӑвайт урлӑ сикнӗ.
Ҫатракассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗлӗкхи йӑла-йӗркене аса илес тӗллевпе ҫамрӑксемпе уяв йӗркеленӗ. «Ой, анне, эпӗ Йӑвана юрататӑп!» ят панӑ ӑна.
Каҫхине ҫамрӑксем Кӗнер юханшывӗ хӗррине пухӑннӑ. Хӗрсем сараппан тӑхӑннӑ, уй-хир чечекӗсенчен кӑшӑл ҫыхса тӑхӑннӑ. Каччӑсем вара кӑвайт чӗртнӗ. Тӗттӗмленме пуҫласан ҫамрӑксем выляма, ташлама-юрлама тытӑннӑ. Пурте кӑвайт урлӑ сикнӗ. Каччӑсем килӗшнӗ хӗрӗн кӑшӑлне хывса илме тӑрӑшнӑ. Каҫхи уяв ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Сӑнсем (12)
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗнче Акатуя паллӑ тунӑ. Уява ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Борцов уҫнӑ. Вӑл пурне те ӑнӑҫу сунса малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Унтан кӗлкешсене Вӑрмар район администацийӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Тихонов саламланӑ.
Кайран Г.Н.Ямуков фермер ӗҫ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл кӑҫал фермерсем ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине палӑртнӑ.
Унтан концерт пуҫланнӑ. Кӗлкешсем патне Шупашкартан чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Кӗлкешре пурӑнакан Светлана Ямукова пурне те хашламапа сӑйланӑ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Маттуррисем волейболла вылянӑ, чупнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Каярахпа пуҫланнӑ ташӑ каҫӗ ирчченех пынӑ. Кӗлкешсем Акатуйра пӗрле пухӑнса чунран савӑннӑ.
Сӑнсем (13)
2013 ҫултанпа Красноармейски районӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трак енсем уява пухӑннӑ. Хальхинче вӑл Мӑн Шетмӗ ялӗнче иртнӗ.
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте Анаткас ялне ҫул тытнӑ, унта шит юпине тата этнокартише уҫнӑ. Кайран Мӑн Шетмӗре театрализациленӗ постановка лартнӑ, «Мӑш Шетмӗ ярмӑркки» ятлӑскере истори сӑнарӗсем хутшӑннӑ.
Уява Красноармейски район администрацийӗн пуслӑхӗ Андрей Шестаков, район пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев ытти тӳре-шара килнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин ЧР Правительстин ятӗнчен пурне те уявпа саламланӑ, чи маттуррисене чысланӑ.
Уяв кунӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене, унтан таврӑннисене аса илмесӗр иртмен. Вӑрҫӑра вилнисен тата Совет Союзӗн Геройӗн В.В.Васильевӑн ячӗпе хисепленекен палӑк патне чӗрӗ чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шупашкарти аэроклуб парашютисчӗсем тӳперен сикнине халӑх ҫӑвар карсах пӑхнӑ.
Сӑнсем (149)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |