Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗ чӑваш уявне – Улаха – пухӑннӑ. Малтанах ҫак уява «Юманлӑх» чӑваш фольклор ансамблӗ йӗркелеме шухӑшланӑ. Халӑх тетелӗнче мероприяти пирки пӗлтерсен ытти районтан та ҫитнӗ.
Улах лармаран пуҫланнӑ. Халӑх ахаль те хыттӑн алӑ ҫупнӑ, «Юманлӑх» чӑваш юррисене шӑрантарма тытӑнсан вара ура ҫине тӑрса пӗрле юрланӑ.
Уяв концерта ҫаврӑннӑ. «Ҫеҫпӗл» вокал ансамблӗ сцена ҫине тухсан халӑх ташша яра панӑ.
Виҫӗ сехет пӗр минут пек иртсе кайнӑ, анчах ҫынсем килӗсене саланма васкаман. Ансамбльсен пӗрлешетрнӗ хорӗ тата пухӑннӑ халӑх «Эй, тӑвансем, тӑвансем» юрра шӑрантарнӑ. Унтан Красноярск крайӗнчи ЧНКн президенчӗ Геннадий Храмов 2015 ҫулти плансемпе паллаштарнӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче пурне те Чӑваш чӗлхин кунне уявлама чӗннӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫав кун килмелле.
Акатуя вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче паллӑ тума палӑртнӑ. Мероприяти вӗҫленсен «Юманлӑх» пурне те чей ӗҫме чӗннӗ. Артистсем икерчӗ пӗҫернӗ, чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче сӑра та пулнӑ. Чӑваш юррисем сӗтел хушшинче те шӑпланман.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнипе «Чи лайӑх атте» хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ҫак ята илессишӗн 9 арҫын тупӑшнӑ.
Ашшӗсем ҫемье архивӗнчи кадрсемпе паллаштарса «Эпӗ пурӑнакан тӗнче» темӑпа килӗшӳллӗн роликсем кӑтартнӑ. Финалра вара яланхи пекех «Эпир пӗрле, эпир юнашар» темӑпа килӗшӳллӗн пултарулӑх конкурсӗсем иртнӗ. Унта кашниех хӑйне чи лайӑх енчен кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Антон Бельский хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе тата юрӑсемпе тӗлӗнтернӗ. Алексей Семенов ҫемьери пӗр куна кӑтартнӑ. Эдуард Порфирьев ҫемье чӑмӑртаннӑ историпе паллаштарнӑ. Сергей Михайлов ывӑлӗсене патриотлӑх туйӑмне вӗрентни пирки каласа кӑтартнӑ. Степановсен вара Ҫӑварнине уявласси йӑлана кӗнӗ-мӗн.
Кӑҫал конкурсра «Чи лайӑх атте» номинацире «Элара» савучӗн станоксен операторӗ, виҫӗ ывӑл ашшӗ Серей Михайлов ҫӗнтернӗ.
Паян сутлӑха Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе тепӗр чӑвашла открытка хатӗрлесе кӑлартӑмӑр! Ку уяв хӑш кун уявланине пӗлменнисем ҫук пулӗ те, ҫавах та асаилтерер — вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килет.
Открытка хакӗ ыттисем пекех — 20 тенкӗ. Ӑна А5 калӑпӑшпа хатӗрленӗ, хуҫлатсан А6 пулса тӑрать.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир ҫывхарса килекен Тӑван чӗлхе кунӗ (нарӑс, 21) тата Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ (нарӑс, 23) ячӗпе чӑвашла открыткӑсем хатӗрлесе кӑлартӑмӑр. Вӗсене пурне те «СУМ» лавккара туянма пулать. Ҫавӑн пекех малалла укҫа конверчӗ тата Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тепӗр открытка кӑларма шутлатпӑр.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ.
Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ.
Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ.
Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ.
Сӑнсем (34)
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа район центрӗнче вырнаҫнӑ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Уява килнисем ӑна тӗплӗ хатӗрленине курчӗҫ. Ак, сӑмахран, хӑнасене те фойере «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем кӗтсе илчӗҫ. Кунтах район центрӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ тӗрлӗ куравсем: «Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене вула», «2015 ҫулхи юбиляр писательсем», «2015 ҫулти юбиляр кӗнекесем», «Чӑваш ҫыравҫисем- юбилярсем», «Вырӑнти талантсем» тата ыттисем те. Кунтах Константин Ивановӑн вилӗмсӗр хайлавӗсем. Иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкасен айккинчи стенасем ҫине паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен илемлӗ сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти поэтсемпе ҫыравҫӑсем вара — Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина, Галина Зотова, Лев Медведев, Александр Трофимов, Оксана Коракова — хӑйсен кӗнекисен куравӗсене йӗркеленӗ. Вӗсен кӗнекисемпе хӑнасем интересленех паллашрӗҫ.
Литература ҫулталӑкне уҫма чӑваш халӑх ҫыравҫи, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юхма Мишши килсе ҫитнӗ, вӑл пухӑннисене хӑйӗн сумлӑ хайлавӗсен пуххипе паллаштарчӗ.
Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш енӗ» чӑвашсен культура обществин канашӗ 2014 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Ӑна вӑл Сурхури уявне йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ.
Тӗлпулӑва облаҫри тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, унти тӗрлӗ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш каччисем те хутшӑннӑ иккен. Ҫар чаҫӗсене илсен, 200-мӗш бригадӑна, Сывлӑшран хӳтӗленӳ дивизине, Ҫурҫӗр флочӗн «Совет Союзӗн Адмиралӗ Кузнецов», «Петр Великий» карапӗсене, «Ядрин» гварди тральщикне асӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш суту-илӳ базин ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта чӑваш сӗмӗ кӗмелле лару-тӑру хатӗрленӗ, наци апат-ҫимӗҫне те пӗҫерсе пынӑ.
Чӑвашсен культура обществин иртнӗ ҫулхи ӗҫне тивӗҫтерет тесе хакланӑ. Обществӑн хастарӗсене Хисеп грамотисемпе, чӑвашла кӗнекесемпе, «Акконд» фабрикӑн тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗпе хавхалантарнӑ.
Пуху «Сурхури» уяв ирттернипе, Мончегорскри «Тӑванлӑх» чӑваш вокал ансамблӗн тата тинтерех кӑна йӗркеленнӗ чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ.
Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ.
Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ.
Красноармейски районӗнче кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ Красноармейскинчи Культура ҫурчӗнче те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Фойере Константин Иванова халалланӑ кӗнекесенчен тата вырӑнти авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Кунтах ал ӑстисен кружокне ҫӳрекенсен ӗҫӗсене курма пулатччӗ — «Пӳрнеске» тата «Рукодельница» кружокҫӑсем Жанна Михайлова ертсе пынипе чӑн та илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ.
Уява райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев, райадминистрацин социаллӑ пай енӗпе ӗҫлекен Алексей Васильев хутшӑнчӗҫ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те уява килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш халӑх писателӗ Юрий Сементер сӑвӑҫ, Раҫҫей тата Чӑваш писателӗсен союз пайташӗсем Галина Васильевӑпа (Ордем Гали) Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ), Николай Ершов поэт, вӑрҫӑ ветеранӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Красноармейски районӑн Хисеплӗ гражданинӗ Михаил Прохоров тата ытти ҫыравҫӑсем. Хӑнасем пухӑннисем умӗнче литературӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.
Шупашкарти вулавӑшсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халех хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем «Салтака ҫыру ҫыр» акци пуҫараҫҫӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Акцие ятаралса Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Салтака 10–16 ҫулсенчисем ҫырма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсенче кирек мӗн пирки те шӑрҫалама пултараҫҫӗ: малашлӑх пирки каласа кӑтартма, хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарма, ырӑ сӑмахсем калама…
Ҫырӑва алӑ вӗҫҫӗн ҫырма та, компьютерпа пичетлеме те юрать. Мӗн чухлӗ ҫырас килет — тархасшӑн. Ҫырусене Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча вулавӑшӗсенче йышӑнаҫҫӗ.
Акци пирки тӗплӗнрех mayak.cheb.ru тата vk.com/cheblib21 сайтра пӗлме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |