Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫемье ӑшши» пултарулӑх конкурсӗ пырать. Унта тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илекен ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫемьесен авторитетне хӑпартас, ырӑ ҫынсен тӗслӗхне кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Пултарулӑх конкурсне 4–17 ҫулсенчи ачасене опекӑна илнисем е хӑйсен тӑван ывӑлӗ-хӗрӗ пек документ хатӗрлесе йышӑннисем хутшӑнаяҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ: «Ҫемьен визит карттӑчки», «Ылтӑн алӑ», «Килти Эрмитаж». Паян жюри пӗтӗмлетӳ тӑвӗ. Чи лайӑх ӗҫсене республика шайӗнче иртекен конкурса ярса парӗҫ. Мӗнпур ӗҫе вара Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ирттерекен куравра курма май пулӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарнӑ май ялсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫак уява паллӑ тума 1949 ҫулта йышӑннӑ. Пӗрремӗш хут ӑна 1950 ҫулта паллӑ тунӑ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара пурӑнакансем те ӑна ҫак кунсенче пӗчӗк ачасемпе паллӑ тунӑ. Ача пахчи, шкул, ял вулавӑшӗ клубра «Ачасем ырӑ кулӑпа ҫиҫеҫҫӗ» уяв йӗркеленӗ.
Мероприяти ялти клуб умӗнче иртнӗ. Унта пысӑк концерт иртнӗ, кашниех юрӑ шӑрантарма пултарнӑ. Шапӑрансем чӑвашсен илемлӗ тумне тӑхӑннӑ. Ачасене Алиса тилӗ тата Базилио кушак ӑҫи савӑнтарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе вылянӑ, тупмалли юмахсем панӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, сӑвӑннӑ…
Уявра ачасен куҫӗсем телейпе ҫиҫнӗ. Уяв вӗҫленсен Лаш Таяпари чиркӳ настоятелӗ Силуан иероманах ачасене кучченеҫсемпе хӑналанӑ.
Сӑнсем (17)
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче пӗтӗм тӗнчери чӑваш культурин III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш наци культурин автономийӗ йӗркеленӗ.
Фестивале наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас, чӑвашсем пурӑнакан регионсемпе ытларах туслашас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗ те хутшӑннӑ.
Пенза облаҫӗнче Неверкино районӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Пенза облаҫӗнче 7 пин яхӑн чӑваш тӗпленнӗ. Вӗсенчен 5 пинӗшӗ вара Неверкино тӑрӑхӗнче пурӑнать. Районти 10 ялта чӑвашсем кун кунлаҫҫӗ.
«Илем» фольклор ансамблӗ юрланине халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Фестивале Самар, Саратов, Чӗмпӗр, тӑрӑхӗсенчен те килнӗ.
Малтанах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ.
Пенза чӑвашӗсем пирӗн ентешсемпе сывпуллашасшӑн та пулман. Уявра чӑваш композиторӗсен юррисем нумай янӑранӑ. Концерта «Илем» ушкӑн вӗҫленӗ. Чӑваш ташши вара урамра чылайччен лӑпланман.
Сӑнсем (56)
Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн тата ҫӗршывӑн чрезвычайлӑ ведомстви 25 ҫул тултарнӑ май «Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулатӑп!» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пуҫарнӑ. Ӑна ҫулӑмпа кӗрешекен, кашни кун хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен ҫынсем пирки каласа кӑтартмашкӑн йӗркеленӗ.
Унта хутшӑнас тесен РФ МЧСӗн ӗҫченӗсемпе ӳкерӗннӗ ачан сӑнӳкерчӗкне ярса памалла. Е пушар урапин умӗнче, ятарлӑ техника рулӗ умӗнче, пушарнӑйсен тумӗпе ярса памалла.
Конкурса номинацисемпе пӗтӗмлетӗҫ: «Ҫулӑмпа кӗрешекен пек пулса кур», «Ҫамрӑк пушарнӑйӗн куллине кӑтарт», «Ятарлӑ урапа рулӗ умӗнче». Сӑнӳкерчӗке хӑҫан тунине, вӑл мӗн ятлине ҫырма манмалла мар. Сӑнӳкерчӗкӗн пахалӑхӗ лайӑх пулмалла.
«Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулӑп!» ятлӑ ӗҫсене infa209@yandex.ru электронлӑ почтӑпа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсемпе Ҫӑлавҫӑсен кунӗ умӗн Шупашкарта куравсем йӗркелӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта шӑпӑрлансем ирхине хускану тӑвӗҫ. «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» ятпа иртӗ вӑл.
Мероприяти Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 пин ытла ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче ача пахчине ҫӳрекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем пулмалла.
Уява республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн председателӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ.
Ачасем флешмоба хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Шупашкарти ача пахчисенче репетицисем пуҫланнӑ. Вӗсем валли хусканусене маларах хатӗрленӗ.
Аса илтермешкӗн: ачасен хусканӑвӗ пӗрремӗш хут пӗлтӗр иртнӗ. Унта 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал мероприятие ирттермешкӗн аслисен хусканӑвӗ хавхалантарнӑ. Ун чухне вӑл Гиннесс рекорчӗсен Раҫҫейри тата Европӑри кӗнекисене кӗнӗччӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Славашра ял уявне паллӑ тунӑ. Ирхине ҫумар пӗрӗхнӗ пулсан та славашсен кӑмӑлӗ пӑсӑлман. Ара, пурте пӗрле пухӑнсан мӗншӗн кӑмала хуҫас?
Малтанах славашсене Йӗкӗрвар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Семенов саламланӑ, ырлах-сывлӑх суннӑ. Ҫавӑн пекех ял халӑхне вырӑнти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Людмила Федорова, клуб методисчӗ Татьяна Михайлова ырӑ суннӑ.
Юлия Георгиевӑн алӗҫӗсене хакланӑ, ӑна сувенирпа чысланӑ. Унӑн хунямӑшӗ вара уяв валли тутлӑ апат пӗҫернӗ.
Культура ӗҫченӗсем хӑнасемпе ентешӗсене концертпа савӑнтарнӑ: юрӑ шӑрантарнӑ, ташланӑ, спектакль сценкисем лартнӑ. Унтан уяв сӗтел хушшинче тӑсӑлнӑ. Унта кашниех ял ҫыннисем пӗҫернӗ апата тутанма пултарнӑ.
Сӑнсем (10)
Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи вулавӑш ӗҫченӗ Л.В.Пантелеймонова кӗҫӗн класра вӗренекенсене сирене халалланӑ уяв ирттерме чӗннӗ. Сирене мӗншӗн Ҫӗнтерӳ чечекӗ теҫҫӗ? Вӑл мӗнпе усӑллӑ? Ҫак тӗмме мӗншӗн сирень тенӗ? Ҫак тата ытти ыйтӑва вулавӑш ӗҫченӗ хуравланӑ, ачасене тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Л.В.Пантелеймонова ачасене 1945 ҫулта совет ҫыннисем ҫӗнтерӳпе таврӑнакан салтаксен пуйӑсне сиреньпе пенине каласа кӑтартнӑ. Тата унчченхи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 1945 ҫулта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнтерӳ парачӗчченех (ҫӗртмен 24-мӗшӗ) Мускавра сирень шӑрши тӑнӑ. Ҫак шӑршӑ ҫапла Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ сиренӗн чечекӗ, ҫулҫи, вуллин хуппи, папки усӑллӑ пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна мӗнле пухмаллине, епле упрамаллине ӑнлантарнӑ.
Ҫавӑн пекех ачасем сиреньрен мороженӑй, сироп, варени, салат тунине пӗлнӗ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ юлашки шӑнкӑрав уявне паллӑ тунӑ. Иван Игнатьева ҫакӑнпа саламлама, паллах, ашшӗпе амӑшӗ Михаил Васильевичпа Лариса Юрьевна шкула килнӗ. Иван Шупашкарти 5-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Михаил Игнатьев выпускниксен умӗнче тухса калаҫнӑ, яш-хӗре вӗсен пуласлӑхӗ хӑйсен алинче пулнине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫамрӑксене пулӑшу кӳрессипе республика правительстви нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренсе тухакан ачасем сӑмах илнӗ, концерт лартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Ен шкулӗсенчен 11-мӗш класран 6,5 пин ача вӗренсе тухать, 9-мӗш класран — 11,2 пин.
Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче чӑвашсен юрӑ уявне паллӑ тунӑ. «Хураҫтӳ» уявне паллӑ тума халӑх нумай пухӑннӑ.
Хураҫтӳ – юрӑ, ӗҫ, спорт, вӑйӑ уявӗ. Ӑна ҫураки вӗҫленсен Акатуй пек те уявлаҫҫӗ.
Мӗнпе ҫыхӑнна унӑн ячӗ? Вӑл Хураҫ ялӗнчи арӑмӗнчен тӑлӑха юлнӑ 60 ҫулти арҫынпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Христос тӳпене хӑпарнӑ кун Юпшик Ялтӑрари вилсе чӗрӗлнӗ 18 ҫулти хӗрпе туй тума килӗшнӗ. Ҫавна май ярмӑрккӑна «Хураҫ туй» тенӗ.
Туй кунне Хураҫ ял халӑхне 5 пичке сӑра алтӑрпа ӗҫтернӗ. Туй питӗ лайӑх иртнӗ. Ҫавӑнпа уява «Хураҫтӳ» ят панӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче тутарсем хӑйсен наци уявне Сапантуя паллӑ тӑвӗҫ.
ЧР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чӑн-чӑн праҫник пулӗ-мӗн. Унтан пурте наци вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе чупӗҫ, куҫ хупса куршак ҫӗмӗрӗҫ, вӗрен туртӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Уяв кунӗнче кану паркӗнче тутар апат-ҫимӗҫне сутакан павильонсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех алӗҫӗсене туянма та май пулӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем наци юррине юрлӗҫ, ташлӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |