
Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, вӑл вӗсене 9,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее вӑл террористсен организацине 1 миллион тенкӗ куҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Яваплӑхран тарас тесен «преступление» пӗрле уҫӑмлатма сӗннӗ, мӗн хушнине йӑлтах пурнӑҫлама хушнӑ.
Кинемей пухнӑ укҫине хулари банкоматсенче пайӑн-пайӑн илсе палламан ҫынсене парса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 87 ылтӑн «Георгий Победоносец» инвестици укҫине тыттарса янӑ. Ҫапла вӑл укҫан – 8,5 миллион тенкӗ, ылтӑн укҫапа 1 миллион ытла тенкӗ парса янӑ. Ҫак таранччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине банка юлашки 100 пин тенкине илме килсен пӗлнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ватӑскер пӗччен пурӑнать, ачисем регион тулашӗнче тӗпленнӗ, ҫавӑнпа унӑн никампа та канашлама май пулман.

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа хута кайни пирки унчченех хыпарланӑччӗ. Культура ӗҫченӗсене ялта кӗтеҫҫӗ!
Халӗ хушма конкурс суйлавӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ку программӑна Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен культура сферинче аслӑ е професси пӗлӗвӗ пулмалла. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн специалистсене яла е 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-хулана ӗҫлеме яраҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 специалиста ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ. Кашниех 1-ер миллион тенке тивӗҫӗ.
Заявленисене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428023, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, 133-мӗш пӳлӗм.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра «Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа 8 специалиста ял-хулана ӗҫлеме янӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм шиншилла ӗрчетме йышӑннӑ. Усламҫӑ пулас ӗмӗтлӗскер ҫемье тупӑшне ӳстересси пирки нумай пуҫ ватнӑ. Ун пек шухӑшласа пӑхнӑ, кун пек те. Вара хӗрарӑм шиншилла ӗрчетес тенӗ.
Екатерина Крючкова 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче социаллӑ контракт алӑ пусса патшалӑхран укҫа илнӗ. Шиншилла ҫурине хӗрарӑм ятарлӑ питомникра туянать, вӗсене ӳстерет те кайран сутса ярать. Туянакансене вӑл пӗлтерӳ урлӑ шырать.
Икӗ ача амӑшӗн паянхи кун тӗлне илсен тавар туянакансем те йӗркеленнӗ, шиншиллӑна пӗр ҫынсемех илеҫҫӗ. Ҫапла вара усламҫӑн ӗҫӗ пӗчӗккӗн вӑй илсе пырать.
Хӗрарӑм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнма шикленмелле мар. Унччен малтан, паллах, тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Ӗҫ чуна ҫывӑх пулсан хаваспах тӑрӑшатӑн.

Чӑваш Енӗн тӗп хулине 100 ҫын вырнаҫакан троллейбус илсе килнӗ. УТТЗ 6241.01 «Горожанин» ятлӑ маркӑллӑ ҫак транспорта Шупашкара кӑҫал 10 единица кӳрсе килмелле.
Асӑннӑ троллейбуса 100 ҫын вырнаҫать, ларса пымалли вырӑн шучӗ - 33. Чи лайӑххи вара троллейбус сасӑсӑр тенӗ пек ӗҫлени. Асинхрон двигателе пула вӑл ытлашши шавлӑ мар иккен.
Транспорт тӗрлӗ категориллӗ пассажирсене ларма меллӗ. Салонта кондиционер тата ӑшӑ тытӑмӗ пур. Унсӑр пуҫне валидаторсемпе видеофиксаци камерисем вырнаҫтарнӑ.
Кун йышши модель контакт сечӗсӗр 20 километр каяйрать.
Кӑҫал кӳрсе килме палӑртнӑ 10 троллейбусран пиллӗккӗшне чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен илсе килмелле, тепӗр пиллӗккӗшне — раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен.
Сӑмах май каласан, геопозицие кӑтартса тӳлесен троллейбусри хак 10 тенкӗ йӳнӗрех ларать.

Ялта туса илекен апат-ҫимӗҫ хакӗ яланах йӳнӗ. Апла пулин те ял ҫынни пахчара тӑрмашать, выльӑх-чӗрлӗх тытать. Хак йӳнӗрен те, ӗҫлеме ҫӑмӑл мартан та пулӗ ялта вылӑх-чӗрлӗх тытакансен йышӗ ҫулсерен чаксах пырать. Ҫамрӑк ҫемьесем те унчченхилле ӗне тытса нушаланасшӑн мар. Ҫав вӑхӑтрах ӳрӗк ҫемьесем чӑваш ялӗсенче пӗтмен-ха. Вӗсем ҫак выльӑха усраҫҫӗ, сӗте сутса укҫа тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Канаш районӗнче вара ҫынсем сӗт укҫине виҫӗ уйӑх таран илеймесӗр аптӑраҫҫӗ иккен. Ертӗмен Кушӑк тата Ачакасси ялӗнче пурӑнакансем пӗр литр сӗте 18 тенкӗпе сутса пурӑннӑ. Халӑхран сӗт пухакан усламҫӑсем ӑна та пулин паян кун та тӳлесе татма васкамаҫҫӗ иккен. Ҫӗртме, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсемшӗн ял ҫыннисемшӗн укҫа илеймен. Усламҫӑсем: «Ку эрнере тӳлетпӗр», — тесе шантарса, банк карттипе пӑтӑрмах тесе ӗнентерсе пурӑнаҫҫӗ иккен.
Ял ҫыннисем вырӑнти администрацие те, прокуратурӑпа депутатсем патне те ҫырса пӑхнӑ, анчах вӗсене никам та хӳтте кӗмен.

Республикӑра суйлав кампанийӗ пырать. «Ҫыхӑнура» портал суйлав кампанийӗ ирттерме кандидатсем валли мӗн чухлӗ укҫа уйӑрнине тишкернӗ.
РФ Патшалӑх Думине суйланакан кандидатсен суйлав фондне ахаль ҫынсемпе организацисем 30 миллиона яхӑн тенкӗ хывнӑ. Ҫак укҫан 73 проценчӗ Алла Салаевӑна лекнӗ. Ку кӑтартупа республикӑри суйлав комиссийӗ авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллаштарнӑ.
Алла Салаева валли тӑватӑ организаци тавӑрса памалла мар укҫа куҫарнӑ: НФПР (8 миллион тенкӗ), Чӑваш Енри ФПРСР (8 миллион тенкӗ), Халӑх проекчӗсен фончӗ (2 миллион тенкӗ), «1-мӗш КП» тулли мар яваплӑ общество (1 миллион тенкӗ). Тепӗр 3 миллион тенкӗ физсӑпатсенчен килнӗ.
Анатолий Аксакова 4,5 миллион тенкӗ лекнӗ: «Элара» АОран (3 миллион тенкӗ) тата «3-мӗш стройтрест» СЗ» АОран (1,5 миллион тенкӗ). Владимир Ильина – 1,56 миллион тенкӗ, Александр Андреева 1,25 миллион тенкӗ лекнӗ.
2021 ҫулхи суйлава илес тӗк, Патшалӑх Думине суйланнӑ Анатолий Аксаков валли ун чухне 17 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ, Алла Салаева валли – 28,7 миллион тенкӗ. Ҫапла иккӗшӗн валли – 45,7 миллион тенкӗ. Ытти кандидатсем организацисенчен пӗтӗмпе 127,6 пин тенке тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен премьер-министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче юсав ӗҫӗсем туса ирттересшӗн. Кун валли аукцион пулассине пӗлтернӗ.
Унӑн пӳлӗмӗ Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра 14-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Аукционӑн малтанхи хакӗ — 7 869 550 тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукциона заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукционра пӳлӗм номерне кӑтартнӑ – 17-мӗш. Вӑл – Сергей Артамоновӑн.
Пӳлӗм лаптӑкӗ 45,5 тӑваткал метр. Дизайн-проекта «A la Carte» студи 2025 ҫулта хатӗрленӗ. Вӗсем пӳлӗме виҫӗ зонӑна уйӑрнӑ: йышӑну пӳлӗмӗ, кӗтмелли пӳлӗм тата кухня блокӗ.
Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн кивӗ светильниксене, обойсене, плинтуссене илмелле. Унтан маччапа стенана якатса обой, декоративлӑ штукатурка ҫыпӑҫтармалла. Паркет урая лакпа витӗҫ. Аукцион хакне юсав ӗҫӗсем кӑна кӗнӗ, сӗтел-пукан хакне шута илмен.

Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗрне Пӗлӳ кунӗнче пӗр яш линейкӑна питбайкпа пынӑ. Ун чухне вӑл тепӗр ачана чутах ҫапса кайман. Хӑшӗсем патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине пӗлтерес тенӗ, теприсем вара яша хута кӗнӗ.
Пӑтӑрмах хулан Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ 45-мӗш шкулта пулса иртнӗ.
Апла пулин те ҫемьене йӗрке хуралҫисем чӗнсе илнӗ-илнех. Унта яшӑн амӑшӗ ывӑлне хӳтӗленӗ: «У всех во дворе есть, чем мое дите хуже!» (чӑв. Пурин те картишӗнче ларать, манӑн ачам ыттисенчен мӗнпе кая?).
Линейкӑна пынӑ питбайка амӑшӗ 220 пин тенкӗ кредит илсе туянса панӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫемьене 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, унсӑр пуҫне яшӑн ашшӗ-амӑшне хӑйсен тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн административлӑ май майпа явап тыттарӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ урамра ӳсӗр ҫывӑракан пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсионерка пенсин пӗр пайне кашни уйӑхрах пухса пынӑ. Ӑна вӑл банкра тытман, ялан ҫумра илсе ҫӳренӗ. Пухнӑ укҫапа вӑл хваттер юсас тенӗ.
Пӗр кунхине хӗрарӑм 250 тенкӗ укҫа, карас телефонӗ тата хутаҫри 235 пин тенкине илсе уҫӑлма тухнӑ. «Бистро» кафене кӗрсе икӗ черкке эрех ӗҫнӗ. Тахҫан та пӗрре ҫеҫ ӗҫет-мӗн те часах ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Кафере паллакан хӗрарӑма курсан унпа ӗҫме тытӑннӑ, кайран мӗн пулса иртнине астумасть.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫипуҫӗ вараланса пӗтнӗ пулнӑ, пичӗ суранланнӑ, телефонпа укҫа ҫумра пулман.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Пенсионерка каҫхи 2 сехетре «Турист» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне аптека тӗлӗнчи икӗ машина хушшинче персе аннӑ. Тепӗр сехетрен ӑна малтанхи пӗлӗш-хӗрарӑм тата икӗ арҫын асӑрханӑ. Хӗрарӑм укҫа хутаҫҫине кӗсьене илсе чикнӗ.
Ҫын укҫине илекенни судра ӗнентернӗ тӑрӑх, хутаҫра 30 пин ҫеҫ пулнӑ.

Ыран – аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ, Пӗлӳ кунӗ. Ҫак кун «Чечек вырӑнне – ачасем» акци иртет. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ: класс 30 чечек ҫыххи вырӑнне класс ертӳҫине пӗрре парнелет, перекетленӗ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплемешкӗн Аня Чижова ячӗллӗ фонда парать. Кӑҫал фонд ку акцире 1,5 миллион тенкӗ пухма палӑртнӑ.
Шупашкар хулинчи 59-мӗш шкулта ку акци ырӑ йӑла пулса тӑнӑ. Унти педагогсем, ачасем тата ашшӗ-амӑшӗ Пӗлӳ кунне ку акцисӗр курмаҫҫӗ те. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗрентекенсем «Ырӑлӑх урокӗсем» ирттереҫҫӗ. Фонд вара кашни класа фирмӑллӑ атрибутика парать: открытка, наклейка, хӑмпӑсем е чечек ҫыххи ҫыхмалли хӑюсем. Фонд тулли отчет туса кашни класа электронлӑ почтӑна ярса парать.
Палӑртма кӑмӑллӑ: акцие хутшӑнакансем ҫулран ҫул ӳсеҫҫӗ.
