
Чӑваш ялӗсем илемленсе хитерленсе пыраҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче хальхи вӑхӑтри спорт лапамӗ туса лартнӑ.
«Ӑна пӑхсан куҫ савӑнать», — тесе пӗлтернӗ район администрацийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Спорт лапамне ниме мелӗпе укҫнӑ. Ку вӑл — республика Элтеперӗ йышӑннӑ программа. «НИМЕ — Народный бюджет» ятлӑскерпе ӗҫ тума шутласан укҫан пӗр пайне халӑхран пуҫтараҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Ҫав программа пулӑшнипе чылай ҫӗрте асфальт сараҫҫӗ, ҫӑвасене хӑтлӑлатаҫҫӗ, ача-пӑчана вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Упи ялӗнчи спорт лапамӗн сарлакӑшӗ 43 метр, тӑршшӗ — 47 метр. Ӑна тума 5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Спорт лапамне вырнаҫтараканни — Константин Прохоров усламҫӑ. Укҫан пӗр пайне республика хыснинчен уйӑрнӑ, «Красноармейски тӑрӑхӗнчи чи лайӑх ял» конкурсра ҫӗнтернӗшӗн панӑ укҫана та унта янӑ, Николай Степанов усламҫӑ 250 пин тенкӗ уйӑрса пулӑшнӑ.

Чӑваш Ен Правительстви республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене субсиди уйӑрса пама йышӑннӑ. Укҫана хыснаран кӑларса тыттариччен хайхисене ятарлӑ проектсем ҫыртарнӑ.
Социаллӑ проектсен конкурсне, тӗрӗссипе, тахҫанах ирттереҫҫӗ. Тӳре-шара ырланисене пурнӑҫа кӗртме укҫа параҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 19,9 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Вӑл кӗмӗл 6 организацин 38 медиапроекчӗ валли пулӗ. Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен материалсене кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен кун ҫути кӑтартмалла.
Республика хыснинчен укҫана тивӗҫнисем ҫаксем: «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «ЮТВ» телеканал, «Хыпар» тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани издательство ҫурчӗсем, «Советская Чувашия» хаҫат.

Чӑваш Енре пуҫламӑш классен учителӗсен шалӑвне ӳстерме йышӑннӑ. Ун пек документа республика Элтеперӗ ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«О дополнительной мере поддержки отдельных категорий педагогических работников общеобразовательных организаций» (чӑв. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи педагогика ӗҫченӗсен уйрӑм категорине хушма пулӑшу парасси ҫинчен) тесе ят панӗ 113-мӗш хушура палӑртса хӑварнӑ тӑрах, кӗҫӗн классен учителӗсене уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлеме пуҫламалла.
Элтепер документӗнче республикӑн Министрсен Кабинетне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме каланӑ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртса хӑварар: шалу чӑннипех те ӳссен аван-ха, анчах пур чухне те ун пек пулмасть-ҫке: пӗр енчен хушса параҫҫӗ те типӗр тӳлеве тытса юлаҫҫӗ.

Кун пек те пулать-ши вара тесе тӗлӗнме ан васкӑр. Теплерен ун пекки те пулать иккен.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул укҫи йӳнелнӗ. Малашне вара хак йӳнелмелле: аллӑн укҫа тӳлесен 41 тенкӗ пулӗ, карттӑпа чухне — 37 тенкӗ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш транспорт управленийӗ республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен службӑна хака пӑхса тухма ыйтса ҫыру янӑ иккен.
Пӗрлехи тариф пултӑр тесе республикӑн Министрсен Кабинечӗ хака ҫавӑн пек ҫирӗплетесси ҫинчен йышӑну проекчӗ хатӗрленӗ. Ку вӑл троллейбуспа кайнипе пӗр хак пулассине пӗлтерет. Пӗрлехи проездной хакӗ 2500 тенкӗ пулӗ.
Унччен пассажирсен аллӑн укҫан тӳлесен 60 тенкӗ, карттӑпа чухне 55 тенкӗ кӑларса хума тивет.

Ултавҫӑсенчен темле те шар курма пулать иккен. Кушак ҫухатсан та...
Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑмӑн кушакӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа кушака тупнине пӗлтернӗ, уншӑн укҫа ыйтнӑ. Памасан чӗрчуна ҫывратса ярса вӗлерессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫав ҫын каланӑ счет ҫине виҫӗ хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 14 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн «кушак ҫӑлавҫин» шӑрши-марши те юлман – вӑл ҫухалнӑ.
Ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ хӗрарӑмӑн полицие каясси кӑна юлнӑ. Кушакне те тупайман вӑл, укҫине те ҫухатнӑ.
Полици асӑрхаттарать: ултавҫӑсем кун пек лару-тӑрура ҫын кӑмӑл-туйӑмӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрханӑр, укҫа куҫарма ыйтсан сисчӗвленӗр!

Шупашкарти тирпейлӳҫӗ пуяс тенӗ пулмалла – инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
Ку кӑна мар-ха тӗлӗнмелли. Вӑл ултавҫӑсен аллине иккӗмӗш хут лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хулари пӗр предприятире тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Кӗҫех «менеджерпа» калаҫма пуҫланӑ, лешӗ ӑна телефонӗ ҫине инвестици валли тесе сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм пӗр уйӑх палламан ҫынсем каланӑ счетсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. 2,2 миллион тенкӗ таранах хывнӑ вӑл. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ – кредит тата заем илнӗскерсем.
Анчах шантарнӑ тупӑш пулманнине кура хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
Палӑртмалла: пӗрремӗш хутчен вӑл 2023 ҫулхи хӗлле ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Ун чухне хӗрарӑм такам ун ячӗпе кредит илнине ӗненсе 75 пин тенкӗ «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Паллах, кайран ку укҫана курман вӑл.

Муркаш районӗнчи хӗрарӑм, падагогика тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, прическа улӑштарма шухӑшланӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ултавҫӑсенчен шар курнӑскер полицие заявлени ҫырма пынӑ. Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Хӗрарӑм прическа улӑштарас тесе малтан хӑйне мӗнлереххи кайнине тӗрӗслеме шухӑшланӑ та телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах унӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Хӗрарӑм банк сарӑмне урӑх мелпе кӗнӗ те счечӗ ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнине курнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл телефонӗ ҫине лартнӑ сарӑмра вирус пулнӑ. Ултавҫӑсем укҫа вӑрлас тесе юри ҫапла хӑтланаҫҫӗ.
ШӖМ асӑрхаттарать: сарӑмсене официаллӑ ҫӑлкуҫсем урлӑ кӑна лартмалла. Сиенлӗ программӑсем анлӑ сарӑлнӑ тӳлевсӗр сарӑмсенче «пытанма» пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.
Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

Шупашкарта вокзал умӗнчи лапама юсаса хитрелетме палӑртнӑ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче юсав ӗҫе епле пынине хаклама тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Асӑннӑ ӗҫе «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ-мӗн. Контракт хакӗ – 318,45 миллион тенкӗ. Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсем валли брусчаткӑран тата плиткӑран тротуар сарса парӗҫ, йӗри-тавра ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарса тухӗҫ, тӗрлӗ кӳлепе пулӗ, территорие йывӑҫ-тӗм тата чечек лартса илемлетӗҫ. Унсӑр пуҫне видеосӑнав камерисем те пӑхса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑта илсен инженери коммуникацийӗсен ҫӑлӗсене юсанӑ, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласа ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов каланӑ тӑрӑх, вокзал умӗнчи лапама йӗркене кӗртме хула ҫыннисем хӑйсем ыйтнӑ. Ҫавӑншӑн 34 пин ытла ҫын сасӑланӑ.

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.
