
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ ултавҫӑсене 28 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах икӗ эрне каялла пуҫланнӑ, ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, банк унӑн счечӗ ҫинчи укҫана Украинӑна куҫарассине чарса лартнӑ. Ӗнентерме транзакци докуменчӗн сӑн ӳкерчӗкне те ярса панӑ. Кайран хӗрарӑмпа «ФСБ ӗҫченӗ» ҫыхӑннӑ: вӑл ӑна кивӗ счета хупса укҫана ҫӗнни ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫитменнине, хӑратса пӗтернӗ: хушнине тумасан тӗрмене хупаҫҫӗ, ачине туртса илсе ача ҫуртне ӑсатаҫҫӗ-мӗн.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн банка кайнӑ, счечӗ ҫинчи 20 млн тенке илнӗ. Унти ӗҫченсене вара суйнӑ: упӑшкинчен уйрӑлать, ҫавна май укҫана урӑх счет ҫине куҫарать-мӗн.
Кайран ҫак хӗрарӑм тата 8,7 млн тенкӗ кредит илнӗ. Ӑна та палламан ҫынсем каланӑ темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Ултавҫӑсем татах чарӑнман: тепӗр 5 млн тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ

Ҫӗрпӳ округӗнчи хӗрарӑм сывлӑхӗ хавшасан ӑрӑмҫӑ патне кайнӑ та шар курнӑ, аяк пӗрчине хуҫнӑ. Кайран вӑл ҫав ӑрӑмҫӑран суд урлӑ 100 пин тенкӗ шыраса илнӗ.
Ку 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пулнӑ. Сеансра ӑрӑмҫӑ унӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх утма, аякран аяк ҫине ҫавӑрма тытӑннӑ. Хӗрарӑм темӗн ыратнине туйсан чарӑнма ыйтнӑ. Унтан сеансшӑн укҫа тӳленӗ те тухса кайнӑ.
Каярахпа пульницӑра вӑл аяк пӗрчи хуҫӑлнине пӗлнӗ. Судра ӑрӑмҫӑ айӑпне йышӑнман. Ҫапах суд хӗрарӑм енче пулнӑ.

Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм ултавҫӑсене укҫа парас тесе Мускавах самолетпа вӗҫнӗ.
Ку Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Вӑл ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне домофон улӑштармалла тесе шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн даннӑйӗсене пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн унпа темиҫе палламан ҫын ҫыхӑннӑ: опер, юрист... Вӗсем ӑна хӑратса, пӑрахнӑ. Ҫапла вӑл мӗн хушнине пурнӑҫланӑ. Ӑна 75-ри арҫынпа тӗл пулма хушнӑ, унран 1 миллион тенкӗ илме ыйтнӑ. Ҫак арҫын та улталаннӑ. Унтан хӗрарӑма хӑйӗн укҫине хушса курьера парса яма каланӑ. Унӑн укҫа татах пуррине пӗлсен ултавҫӑсем ун валли Мускава самолетпа вӗҫме билет туянса панӑ.
Хайхи «юрист» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан тин хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен 19 ҫулти хӗр патне икӗ эрне каялла ют ҫын шӑнкӑравланӑ та ҫӗнӗ саккун йышӑннине, ҫавна май абонент номерӗпе усӑ курма май пулмассине пӗлтернӗ. Хӑнӑхнӑ номере упраса хӑварас тесен хӑш-пӗр даннӑя пӗлтерме ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне смс ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ.
Унтан пике патне тата теприсем шӑнкӑравланӑ, хайхи патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ. Хӗр пурне те ӗненнӗ. Ӗненнине пула вӑл банкран 300 пине яхӑн кредит илсе пӗлмен-туман ҫынсене укҫа куҫарса панӑ.

Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре яла ӗҫлеме каякан тренерсене хавхалантарма тытӑнӗҫ: вӗсене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.
2026 ҫултан Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программ ӗҫлеме пуҫлӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан тренерсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парӗ.
Ку программӑпа усӑ курас тесен условисем пур: тренерӑн физкультурӑпа спорт енӗпе аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ пулмалла. Юлашки курсра вӗренекен студентсем те вӗренӳ заведенийӗ ходатайство тунипе ку программӑпа килӗшӳллӗн яла ӗҫлеме каймашкӑн пултараҫҫӗ. 1 миллион тенке илнӗ специалистӑн ялта сахалтан та 5 ҫул ӗҫлеме тивӗ.

Чӑваш Енре нумай ҫемьеллӗ ачасене 300 пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан тивӗҫӗҫ. Ку 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене пырса тивет.
Ку пулӑшӑва сахал тупашлӑ ҫемьесем, ашшӗ-амӑшӗ 35 ҫултан иртмен пулсан, тивӗҫме пултарӗҫ.
Ку йышӑвнӑва паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2025-2028 ҫулсенче вӑйра пулӗ. Кӑҫал 300 ҫемьене пулӑшма палӑртнӑ, ку тӗллевпе 30 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.

Преступленисен йышӗ чакнӑ, анчах вӑрланӑ укҫа хисепӗ ӳснӗ. Ҫапла пӗлтерет республика прокуратури.
Кӑҫал 9 уйӑхра Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫасене 780 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Шел те, кунашкал преступленисене уҫӑмлатас шанчӑк пӗчӗк, мӗншӗн тесен чылай чухне палламан ҫынсем ют ҫӗршывсенчен шӑнкӑравлаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра дропперсем (ултавҫӑсем ҫак ҫынсем урлӑ ӗҫлеҫҫӗ) тӗлӗшпе суда тавӑҫсем тӑратаҫҫӗ. Паянхи кун 219 ӗҫ (пӗтӗмпе 61,5 млн тенкӗ шыраса илме) пӑхса тухасса кӗтет.

Кӑмӑллӑ хыпар: 72 ҫулти Герман Лебедев «Кӗмӗл старт» федераци программин регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтерсе 150 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ.
Вӑл вӗлле хурчӗсем тытать, пыл туса илет. Кунсӑр пуҫне Герман Лебедев йывӑҫран мини-рамӑсем хатӗрлет. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫавнашкал рамӑсем продукцин пахалӑхне упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

Шупашкарти техникумра вӗренекен 18-ти студента палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене ӗненсе ҫӗрле Хусана таксипе кайнӑ, банкомат урлӑ 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне «техникум администрацийӗнчен» шӑнкӑравланӑ, смспа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗ» унпа ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна хӑратса пӗтернӗ: унӑн даннӑйӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ имӗш, ҫавна май ашшӗ-амӑшӗн укҫине такамсем вӑрлама пултараҫҫӗ. «Украина ҫарӗсене пулӑшнӑшӑн» мӗнле явап тыттарассине те аса илтернӗ.
Палламан ҫынсем кун пирки никама та шурлама хушман. Хӑраса ӳкнӗ студент ашшӗ-амӑшӗн пухнӑ укҫине илсе таксипе Хусана кайнӑ, унта ӑна банкомат урлӑ палламан ҫынсем пӗлтернӗ счет ҫине куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем хӑпман — кредит илме хушнӑ. Студент тинех хай ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм 200 пин тенке микроволновкӑна чиксе почта урлӑ ултавҫӑсем патне ярса панӑ.
Палламан ҫынсем ӑна анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах улталанӑ. Малтан стационар телефонӑн килӗшӗвне тӑсмалла тесе суйнӑ, паспорт номерӗсене ыйтса илнӗ. Кайран вара даннӑйсем ултавҫӑсем патне лекнӗ тесе хӑратма пуҫланӑ.
Ҫав палламан ҫынсемех пулӑшма шантарнӑ. Ҫапла кинемее укҫана счет ҫинчен илме хушнӑ, ӑна «деклараци» тума ямалла-мӗн. Анчах «хӑрушлӑх сиксе тухасран» тесе ултавҫӑсем 200 пин тенке микроволновкӑра пытарса почта урлӑ яма хушнӑ.
