Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ. 27-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Пётр Степанович 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Философи наукисен кандидачӗ. 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 2 кӗнеке авторӗ.
Пётр Краснов хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацине ертсе пынӑ, социаллӑ политика министрӗ, культура министрӗ пулнӑ. Чӑвашстатра ертӳҫӗн заместителӗнче те ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета та ертсе пынӑ.
Чӑваш Енре премьер-министра тата министрсене хваттер тара илсе пурӑннин тӑкакне хыснаран саплаштарӗҫ. Ҫавӑн пек йышӑну проектне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ йӗрке Министрсен Кабинечӗн Председательне, премьер-министрӑн ҫумӗсене, министрсене, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн полпредне пырса тивӗ. Вӗсене тӑкака патшалӑх должноҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра саплаштармалла.
Хваттер тара илсе пурӑнас, ҫавӑншӑн хыснаран укҫа илес текен тӳре-шаран социаллӑ килӗшӳ мелӗпе е харпӑрлӑхри ҫурт-йӗр пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Асӑннӑ пурлӑх Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, ӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулсан тара илнин тӑкакне спалаштармӗҫ.
Чӑваш Енре Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсене тата сенатора республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа машинӑпа илсе ҫӳрӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Депутатсемпе сенаторсене хыснаран уйӑрнӑ укҫапа республикӑра илсе ҫӳрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн алӑ пуснӑ килӗшӳ 2022 ҫул вӗҫлениччен вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Алена Аршинова, Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Ирина Филатова лекнӗ. Федераци Канашне Николай Владимиров суйланнӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ прталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Паянхи куна илсен, Эмир Бедертдинов министрӑн ҫумӗсем иккӗн: Елена Хомченко (пӗрремӗш ҫум) тата Елена Дымза. Кунсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Марина Запасова.
Пӗлтӗр Шупашкарти юра Промтрактор ҫывӑхӗнчи лапама илсе тухнӑччӗ. Ҫав купа ҫуллачченех ирӗлчӗ. Кӑҫал унта пӗр купа та ҫук. Мӗншӗн? Реагентлӑ юр ирӗлсе унти пӗчӗк юханшыва лекнӗ-мӗн. Тавралла курӑк та ӳсмен. Ҫавна май "Дорэкса" штрафланӑ.
СанПинпа килӗшӳллӗн, халӗ юра шыв витмен япала сарнӑ ятарлӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухма юрать. Шупашкарта вара унашкалли хальлӗхе ҫук. Ку ыйтӑва юр ирӗлтерекен ятарлӑ япала вырнаҫтарса татса парасшӑн. Ӑна" Дорэкс" туяннӑ, ӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл 1 сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерӗ.
Малтан тӳре-шара хулари юра Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона илсе тухасси пирки шухӑшланӑ. Анчах ку хака ларнине кура кун пек йышӑну туман.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуларан юр илсе тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӑрлач уйӑхӗн вӗҫҫӗччен татса парасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» компание ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе тӑма тытӑннӑ. Тилхепене Зоя Санджиевӑна тыттарнӑ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян пӗлтернӗ.
Зоя Санджиева предприяти директорӗ пулса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен те вӑл ҫав компанирех тӑрӑшнӑ. Маларах хӗрарӑм компанин «Хевел Региональная генерация» хушма организацине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти заводӑн хӗвел модулӗсене 2021 ҫулта Калмӑк Республикинчи, Свердловск тата Оренбург облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Казахстанри хӗвел электростанцийӗсене тума ӑсатнӑ. Хӑш-пӗр продукципе хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи уйрӑм ҫынсен килӗнче те усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ.
Чӑваш Енри икӗ театрӑн ертӳҫисем Раҫҫейри наци театрӗсен ассоциацийӗн конференцине хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Юрий Владимиров тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева. Пирӗн тӑрӑхран унта, тен, тата такам кайнӑ пулӗ, анчах эпир Ҫамрӑксен театрӗ Фейсбука лартнӑ сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх ҫавӑн пек ӑнлантӑмӑр.
Карелин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртекен мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи театрсен директорӗсем, тӗп режиссёрӗсем, илемлӗх ертӳҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫӗнӗ института йӗркелессипе ҫыхӑннӑ конференцие 31 театр хутшӑнать. Форум темиҫе куна пырӗ. Унта Наци театрӗсен ассоциацийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелес сӗнӳпе 2019 ҫулта Раҫҫейӗн наци драма театрӗ тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Урал тӑрӑхӗнчи Пермь хулинчен килнӗ Андрей Попов ертсе пыма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Фейсбукри культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ертӳҫӗ хӑйӗн малашлӑх планӗсемпе «Советская Чувашия» хаҫата паллаштарнине сӳтсе яваҫҫӗ. Мӗншӗн шӑпах вӑл кӑларӑма тесе мар-ха. Андрей Поповӑн ӗмӗт-шухӑшне.
Ҫамрӑк ертӳҫӗ кураканӑн «портретне» ӑнланасшӑн, театрӑн ребрендингне ирттересшӗн, брендбукне йӗркелесшӗн. «Бренд» сӑмаха пирӗнтен чылайӑшӗ ӑнлананать ӗнтӗ, хайхи-майхи «ребрендинг» вара «брендбука» улӑштарса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пынӑ Сергей Лукишин ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Хӑй кӑмӑлӗпе. Ку хыпара эпир хула администрацийӗн сайтӗнчи информацирен пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ хулара паян Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ.
Паянах Сергей Анатольевича Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх сехетпе чысланӑ. Республика ертӳҫи ячӗпе Сергей Лукишина республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Евгений Таланов чысланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха суйличчен Улатӑрӑн сити-менеджерӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Марунина пурнӑҫлӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акци кӑҫал та иртрӗ. Унта хутшӑнса тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти Мария Самыковӑна савӑнтарас тенӗ.
Пике сӑвӑсем ҫырать, живопись историйӗпе кӑсӑкланать. Мария 13 ҫулта чухне Мускавра пулса курнӑ-ха. Ун чухне вӑл бочче енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Халӗ вӑл Мускаври Третьяков галерейинче пулса курма ӗмӗтленнӗ.
Владимир Васильевич пикепе амӑшне ҫула пуйӑсри ятарлӑ купепе тухма, Мускаври паллӑ вырӑнсемпе паллашма билет туянса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |