Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ тата актерӗ Георгий Васильевич Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлама филологи енӗн ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗсемпе студенчӗсем, журналистсем пухӑнчӗҫ.
Ирина Кириллова Г.Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен аса илтерчӗ, В.Г. Родионов Георгий Васильевичӑн чӑваш литература историйӗнчи вырӑнӗ пирки калаҫрӗ, В.В. Никифорова ҫыравҫӑн драматургири пултарулӑхне тишкерчӗ, Ирина Софронова Г.Тал-Мӑрса поэзийӗнчи тухӑҫ лирикин традицийӗсене шырарӗ, Е.Р. Якимова ӑна чӑваш историллӗ трагедине пуҫарса яраканӗ пек хакларӗ.
Георгий Тал-Марса Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, интернет технологийӗсемпе вӗренӳре усӑ курассине аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Вӗренӳ институчӗ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш ачисен интернет-олимпиадине ирттернӗ.
Интернет-олимпиадӑна хамӑр республикӑра тата унӑн тулашӗнчи 7–9 классенче вӗренекен 1253 ача хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен 150 ытла ача пулнӑ.
Чӗлхе, литература, культура тата тӑван ен историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чӑваш шкулӗнчи 490 тата вырӑс шкулӗнчи 763 ача хуравланӑ.
Олимпиадӑра мала тухнисене дипломсем парса чыслӗҫ, ыттисем хутшӑннине ӗнентерекен сертификат илӗҫ.
Темиҫе уйӑх каяллахи ҫак ӗҫ пирки паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — республикӑн Наци вулавӑшне уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын 503 кӗнеке парнелени пирки.
Наци вулавӑшӗн фондне пуянлатаканни — чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров. Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Иван Егоровӑн хӑйӗн кӗнекисем те пур, унӑн аслӑ пиччӗшӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Михаил Сениэлӗн суйласа илнӗ хайлавӗсем те. Вӑл шутра — сӑвӑсем, поэмӑсем, «Альма-матер» роман, «Листья на ветру», «Предвечерний свет» сӑвӑсен пуххисем тата Иван Егоровӑн «Ҫут тӗнче» виҫӗ томлӑ пӗрремӗш романӗ те.
Михаил Сениэльпе Иван Егоров Тутарстанри Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралнӑ. Иван Павлович тӗрлӗ район хаҫатӗнче, «Коммунизм ялавӗнче» (хальхи «Хыпар») литература ӗҫченӗнче, куҫаруҫӑра тӑрӑшнӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. Унӑн паллӑ хайлавӗсен шутне «Лайǎх ача», «Виҫӗ чарлан», «Куҫ ҫути», «Инҫет кӑваклӑхӗ», «Ҫут тӗнче», «Тӗтреллӗ Лондон», «Хурал пӳрчӗ» ятлисене кӗртмелле.
Михаил Сениэль пирки ытлашши каласа кайни кирлех те мар-тӑр.
Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнах мар пулин те виҫҫӗмӗш йышӑнни те — пысӑк ҫитӗнӳ.
«Нумай енлӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 35 регион 750 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем, Хусанти телерадиокомпани пӗлтернӗ евӗр, Раҫҫей пекех тӗрлӗ енлӗ пулнӑ.
Ҫак кунсенче Пӗтӗм ҫӗршыври ҫав конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ шутне Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат та кӗрейнӗ. Сӑмах май каласан, пӗрремӗш парнене «Пирӗн кил — Тутарстан» журнал тивӗҫнӗ. Федераци конкурсӗн Гран-прийӗ Курска ӑсаннӑ. Унӑн хуҫи — унти «Раҫҫей туризмӗ» информаци порталӗ. Чӑвашла хаҫат та сумлӑ конкурсра палӑрнипе пичет кӑларӑмне вулакансем те, ӑна кун ҫути кӑтартакансем те хӑпартланма тивӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫченне Тутарстанри чӑвашсем Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫак хисепе Елена Федотова тивӗҫнӗ. Тутар Республикинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн чыславӗ Елена Владимировнӑна кӳршӗллӗ ҫав регионти Нурлат районӗнче чӑваш фольклорне упраса хӑварассипе ҫине тӑнишӗн лекнӗ.
Елена Федотова — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Нурлат районӗнче пурӑнакан чӑвашсен фольклорне пухассипе тата ӑна упраса хӑварассипе вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутчӗ хӑйӗн ӗҫченне Тутар Республикинче пурӑнакансен чӑвашсен автономийӗн чыславне тивӗҫнӗ ятпа саламланине, малашне те ӑнӑҫу суннине пӗлтерет.
Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Чемен» фольклор ушкӑнӗ Иван Яковлевӑн тӑван ялӗнче — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче — пулнӑ. Ушкӑна республикӑн Культура министерствин пай ертӳҫи Сергей Казаков ертсе пынӑ.
Хӑнасене кӑнна кушкисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн, Теччӗ район администрацийӗн ертӳҫисем ҫакӑн пек тӗлпулусем тӑванлӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Кӑнна Кушки шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анатолий Байдеряков шкулпа паллаштарнӑ. Шкул ачисем вырӑнти поэтсен чӑвашла сӑввисене вуланӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Иван Яковлевӑн музейӗпе паллашнӑ, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче лартнӑ часавая ҫитсе курнӑ. Мероприяти ялти культура ҫуртӗнче тӑсӑлнӑ.
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.
Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.
Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.
1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ.
«Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен.
Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ.
Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар.
Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те.
Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ кам пуласси пирки тӗрлӗ сас-хура ҫӳрени пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов чирлет, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫрен кайма шутланӑ тесе калаҫма тытӑннӑччӗ. Ку вырӑна информаци политикин министрне Александр Иванова лартасси пирки калаҫакансем тупӑннӑччӗ. Анчах ку хыпар тӳрре килменни ӗнер паллӑ пулчӗ.
Вадим Ефимова, сӑмах май, ӗнер Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пани пирки пӗлтерчӗҫ. Ҫакна сӑнавҫӑсем ку вӑл должноҫрен каяссине пӗлтерекен паллӑ тесе ӗнерех йышӑнчӗҫ. Чӑн та, ҫавсем тӗрӗсех тӗшмӗртрӗҫ. Культура министрӗн тивӗҫне Константин Яковлев пурнӑҫласси паянтан паллӑ пулчӗ. Вӑл Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑччӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |