
Сӗнтӗрвӑрринчи алӑ ӑсти картонран мини-хула тӑвать. Вӑл культура ҫуртӗнче ӗҫлет.
Светлана картонран хула урамӗсенчен ҫухалнӑ истори пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене тӑвать. Ахаль макетсем мар, чӑн-чӑн шедеврсем пулса тухаҫҫӗ.
Светлана ансат материалсемпе усӑ курать: косметика, гирлянда, эмел курупкисене. Календарьпе те усӑ курать.
Светлана Тогаев композиторӑн тата Атӑлӑн истори пӗлтерӗшлӗ пайне тӑвасшӑн. Ку ӗҫ уншӑн – чун киленӗҫӗ.

Чӑваш Енри 9 территори туризм маршрутне кӗрӗ. Кун пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Шупашкарпа Йӑлӑм — санаторипе курорт туризмӗ валли юрӑхлӑ вырӑнсем. Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем юханшыв туризмӗн центрӗсем пулса тӑрӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче этника туризмне аталантарасшӑн, Етӗрне тӑрӑхӗ — юханшывпа агротуризма. Улатӑр тӑрӑхӗ паломниксене илӗртесшӗн. Муркаш тӑрӑхӗ Атӑл хӗрринче туристсем валли инфраструктурӑна аталантарӗ. Красноармейски тӑрӑхӗ юханшывсемпе тата кӳлӗсемпе хӑпартланасшӑн, Йӗпреҫ тӑрӑхӗ — кемпингпа глэмпинглӑ вӑрманлӑ вырӑнсемпе.

Сӗнтӗрвӑрринчи 19-мӗш ӗмӗрте тунӑ кивӗ ҫурта реставрацилеме палӑртнӑ. Саккас параканӗ – Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗ.
Ҫуртӑн тӑррине, чӳречисене юсӗҫ, фасадне ҫӗнетӗҫ, коммуникацисене, урая улӑштарӗҫ, никӗсне ҫирӗплетӗҫ.
Вырӑнти ҫынсем реставраци ҫуртӑн истори сӑнне упраса хӑварасса шанаҫҫӗ.

Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.

2023 ҫулта Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне ҫак шӑпа кӗтет.
Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр пек специальноҫсене пӗтерӗҫ. 2030 ҫулччен влаҫ вӗренӳ корпусӗсене тӗпрен юсама, техника базине ҫӗнетме, вӗренӳ пахалӑхне лайӑхлатма палӑртнӑ. 5 ҫултан техникумра 4,5 пин ҫын вӗренмелле. Хальхи вӑхӑтра – 3 пин студент.

5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.
Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».

Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Ломоносов урамӗнчи 8А ҫуртран пуҫласа Котовсий урамӗнчи 41-мӗш ҫурт патне ҫитиччен ҫутӑ пулман. Кун пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев ирттернӗ.
Йӗркене пӑснине палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ муниципалитет органне асархаттару хучӗ ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн урама ҫутӑпа тивӗҫтернӗ.

Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.
Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.
«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.

Чӑваш Енри шкулсемпе Раҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ирина Филатова кӑсӑкланнӑ. Вӑл Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен ҫӑхав нумай ҫитнӗ.
Депутат Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов патне информацие ҫитернӗ, хӑш-пӗр объекта тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ.
«Унти хӑш-пӗр шкул тӗлӗшпе ҫивӗч ыйту пур. Шкулсенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ, пӗрне халь ҫеҫ тума тытӑннӑ», — тесе пӗтӗмлетнӗ Ирина Филатова.
Тӗслӗх вырӑннӗ вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи К.Д. Ушинский ячӗллӗ шкула илсе кӑтартнӑ. Ӑна уҫнӑ, анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енчен кӑлтӑксем тупӑннӑ. Район прокуратури хула администрацине ҫыру ҫырса янӑ, анчах вырӑнти тӳре-шара хускалма васкамасть-мӗн.
Е тата Шупашкарти Таллеров урамӗнчи шкул. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ӑна тума хула администрацийӗ ирӗк паман иккен, анчах строительствӑна пуҫӑннӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ватӑ сакӑрвунна ҫитсен кӗнеке пичетлесе кӑларма шут тытнӑ. Ҫавӑн пек талпӑнуллӑ хӗрарӑм — Сӗнтӗрвӑрринчи 80 ҫулти Любовь Тихонова. Любовь Васильевна «Улыбаясь навстречу ветрам» сӑвӑ кӗнеки кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗрремӗш сӑввӑмсене 1991 ҫулта ҫырма тытӑнтӑм. Чӑваш Ене эпӗ Кавказран куҫса килнӗ. Тарса тенӗ пек. Чӑваш Енри вокзалта мана ҫамрӑк чӑваш хӗрарӑмӗ пулӑшрӗ. Ун чухне эпӗ тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр маррине туйса тата ӑнланса илнӗччӗ. Унтан эпӗ Сӗнтӗрвӑррине кайрӑм. Унти туберкулез диспансерне санитаркӑна ӗҫе вырнаҫрӑм. Унта 20 ҫул ытла ӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. .
Унӑн малтанхи сӑввисене кӳршисем итленӗ, унтан — ӗҫтешӗсем. Кӗҫех Любовь Васильевнӑна тӗрлӗ мероприятие йыхравлама тытӑннӑ.
