Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринче чӑннипех те хӗрӳ кун пулнӑ. Ҫук, шӑрӑх ҫанталӑка пула мар. Хула пристаньне каллех «Георгий Жуков» теплоход чарӑннӑ. Пӗтӗмпе 180 ҫулҫӳревҫӗ Сӗрнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫине аннӑ.
Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ. Хусан Турӑ Амӑшӗн чиркӗвне, Ю.А.Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, Иван Филиппович Соснин купса ҫуртне ҫитсе курнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Чулхуларан, Кировран, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуласенчен.
«Экскурсишӗн тав тӑватпӑр. Вӑл Атӑл хӗрринчи ытти хулара ирттернӗ экскурси пек мар. Купсасен ӗлӗкхи ҫурчӗсем, хӑйне евӗр йӑла-йӗркеллӗ хула пирки каласа кӑтртни хӗпӗртеттерет, кунта тепре килес шухӑш та ҫуралать», — ҫапла ҫырса хӑварнӑ «Георгий Жуков» теплохопа килнӗ туристсем.
Паян Сентӗрвӑрри районне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Культура ҫурчӗн электрон почтине «ПАРИ агентствисем» Президентӗнчен, «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекин» тӗп редакторӗнчен Алексей Свистуновран ҫыру килнӗ.
Мӗн пирки пӗлтернӗ-ха унта? Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫырӑва культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хумаханса та савӑнса вуланӑ. Ҫырура Сӗнтӗрвӑрри хули «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине» кӗнине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть Акатуйра, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулинче 1679 ҫын алӑран тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр тунӑ. Эппин, Сӗнтӗрвӑрри – рекордсмен!
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ.
Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать.
Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.
Республика кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫре палӑрнисене Раҫҫей тата Чӑваш Ен наградисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Сутесов та.
«Дорисс» АУОра кран машинистӗнче ӗҫлекенскере Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир Николаевич ҫак ӗҫе 1978 ҫулта вырнаҫнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Сӗнтӗрвӑррине куҫнӑ, «Сӗнтӗрвӑрри» ПМКра автокранщик пулнӑ. «Дорисс» АУОна вӑл 2000 ҫулта иккӗмӗш хут лекнӗ. Кӑҫал вӑл руль умне ларнӑранпа 34 ҫул ҫитнӗ.
Юлашки 10 ҫулта Владимир Николаевич хӑйӗн автокранӗпе ҫур Раҫҫейре пулса курнӑ, чылай объектра тӑрӑшнӑ, федераци пӗлтерӗшлӗ чылай автоҫул строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ.
Кирек мӗнле пулсан та Владимир Сутесов ӗҫе тӗплӗн тата вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята ахальтен паман.
Чӑваш наци музейӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Музей туризмӗ, музейсемпе территорисен туризм хӑватне усӑ курасси» ятпа семинар ирттернӗ. Мероприятие республикӑри 17 районтан 53 ӗҫчен хутшӑннӑ.
Музейҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри Арбатӗнче «Новинский починок» ансамбль тата районти таврапӗлӳ музейӗ кӗтсе илнӗ. Унтан асӑнӑн музейпа паллаштарнӑ.
Семинара Наци музейӗн ерсте пыракан методисчӗ Татьяна Орлова уҫнӑ. «Музей ҫынсене илӗртекен вырӑн пулмалла», — тенӗ вӑл. Апла тӑк кашни музейӗн хӑйӗн тӗшши пулмалла. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина Чӑваш Ене илсен туризма аталантарассипе ҫур утӑм маларах пыраҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен. Труизма аталантарассипе ведомствӑсем хушшинче йӗркеленӗ канаш та (ӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗ) Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пухӑннӑран та ҫапла мӑнаҫланать иккен Сӗнтӗрвӑрри тӳри. Тепӗр енчен, маларах асӑннӑ краведени музейӗ «Пӗчӗк хуласемпе ялсен культура мозаики» Раҫҫейри проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Туризма аталантармалли пирки семинара хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов та палӑртнӑ.
Кӑҫал ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ. Пултаруллӑ мусӑкҫӑна, хор дирижёрне халалласа Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв каҫӗ йӗркеленӗ.
Анатолий Николаевич музыка вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ май хор ушкӑнӗсем йӗркелесе вӗсен ертсе пынӑ. Вӑл сӗрме купӑс питӗ юратнӑ. Уявра тӗрлӗ ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ: оркестр, чӑваш юррин халӑх хорӗ, вырӑс халӑх хорӗ, ветерансен хорӗ, «Нухрат» фольклор ансамблӗ…
Анатолий Тогаев ҫамрӑк мусӑкҫӑсене яланах хапӑл пулнӑ, вӗсемпе хӑйӗн килӗнче те тӗлпулусем ирттернӗ. Концерта А.Тогаев ячӗллӗ ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Шуршӑлти «Звездный» ташӑ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Голыгин, чӑваш юррин халӑх хорӗн юрӑҫи Л.Григорьева аса илӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Уявра «А.Н.Тогаев — композитор 130 ҫул тултарнине халалласа» мультимеди хӑтлавӗ кӑтартнӑ. Коцерт хыҫҫӑн Анатолий Тогаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Сӗнтӗрвӑррисем «Чӑваш Республикин чӗлхе саккунне» тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ачасене шкул ӳсӗмне ҫитиччен чӑвашла вӗрентмелле.
Нумаях пулмасть, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, районти Культура ҫурчӗн чӑваш юррин халӑх хорӗ «Пилеш» ача пахчинче пулнӑ, пӗчӗкскерсене чӑваш халӑх юрри-ташшипе паллаштарнӑ. Роза Ракова ертӳҫӗ мультимеди слайчӗ пулӑшнипе юрӑ жанрӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Раков ертсе пыракан хор хӑна, туй юррисене шӑрантарнӑ, такмак каланӑ.
Ачасем те карталанса тӑрса вӗсемпе пӗрле ташланӑ. Мероприятире чӑваш композиторӗ А.Н.Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тӗпе хурса пысӑк вырӑн уйӑрнӑ. Интерактивлӑ пособисем пулӑшнипе ача пахчин педагогӗсем чӑваш чӗлхипе, унӑн историйӗпе, чӑваш ҫӗрӗн паллӑ ывӑлӗсен — Иван Яковлевӑн, Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Никита Бичуринӑн — пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Ку кӑлтӑка прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫапла кӑлтӑка Сӗнтӗрвӑрринчи Геркен ячӗллӗ пульницӑра асӑрханӑ.
Унта наркоманипе чирлисене хӑйсенчен ирӗк ыйтмасӑрах сипленӗ пулать. Наркоманипе чирлисен тӗлӗшпе процедура ирттерес умӗн хайхисен шухӑш-кӑмӑлне ыйтманни сиксе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне нарколог пӳлӗмӗ официаллӑ требованисене тивӗҫтерсе тӑмасть иккен.
Сиплев учрежденийӗнче ытти ҫитменлӗхе те асӑрханӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен 18 водителе ятарлӑ ҫи-пуҫпа тивӗҫтермен.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ ҫитменлӗхсене пӗтермелли пирки пульницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |