Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри

ҪУ
28

16 пляж уҫӗҫ
 Вера Эверкки | 28.05.2013 17:57 |

Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.

Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.

 

Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм
Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм

Ҫак кунсенче Атӑл юханшывӗнче сивӗ шывра ишессипе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхри 70 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. 25 метра ишессипе хӗрарӑмсен хушшинче шалти службӑн капитанӗ Светлана Ерпылева пӗрремӗш вырӑна тухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Хастар хӗрарӑм Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче юрисконсульт пулса тӑрӑшать. Триатлонпа тата ишессипе профессилле майпа ҫине тӑраканскер Чӑваш Енри ӑмӑртусенче 10 хут та чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй те кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑлавҫӑ пек те палӑрчӗ. Ун чухне вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулинче бассейнра шыва путма пуҫланӑ хӗрачана ҫӑлнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/980604/
 

Пӗрле тухсан ӗҫ те каять
Пӗрле тухсан ӗҫ те каять

Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ.

Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.

 

Уяври самант
Уяври самант

Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать.

Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.

Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Малалла...

 

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.

Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…

 

Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ
Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.

«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.

 

Ӑмӑртури самант
Ӑмӑртури самант

Сӗнтӗрвӑрринче нумай пулмасть шкул ачисем хушшинче район шайӗнче вутпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта Октябрьски шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ.

Ачасен хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тиврӗ — чӑнкӑ пусмапа хӑвӑрт хӑпарма, йывӑрлӑхсен сукмакӗпе тухма, эстефатӑра вӑй кӑтартма. Теори енчен те тӗрӗслерӗҫ.

Октябрьски ачисем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ:

• Тимофей Фонариков кӗҫӗн ушкӑнра йывӑрлӑхсен сукмакӗпе ыттисенчен хӑвӑртрах тухса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ;

• теори шайӗнче те Октябрьски ачисем малта пулчӗҫ;

• эстафетӑра 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Октябрьски шкулӗн ачисем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

 

Акан 17-18-мӗшӗсенче «Мир» телеканал «Хранители рун» тата «Ҫулҫӳревсем» ятлӑ телекуравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Курас тесен эсир ӑна ҫав кун http://mirtv.ru адреспа пӑхайратӑр. «Раҫҫей пӑлхарӗсем» ятлӑ фильмсен пухӑвне Владимир Путин тытса пыракан «Вырӑс географи ӑсчахӗсен ушкӑнӗ» хатӗрленӗ. Операторсем пӗлтӗр Чӑваш Енре иккӗ килсе кайнӑччӗ — авӑнра тата раштавра. Палӑрӑмлӑ пуҫарӑва республика элтеперӗ Михаил Игнатьев, халӑхӑмӑр паллӑ ӑсчахӗсем, аластисем, халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх Раҫей халӑхне хальхи чӑвашсем авалхи йӑла-йӗркисене тирпейлӗн сыхласа аталантарма тӑрӑшнине кӑтартмалла. Тӑван енӗн сыхланса юлнӑ ҫутҫанталӑкӗ, авалтан пыракан йӗрки, ҫухалман алӑсталӑхӗ ҫак проектра чи паллӑ вырӑн йышӑнмалла тет.

Комсомольски районӗнчи «Каҫал» фольклор ушкӑнӗ чӑваш туйӗн илемлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фильм авторӗ Елена Заднепровская хӑй туйӑмӗсене пытараймасӑр «эпӗ нихӑҫан та ниҫта та ҫакӑн пек илемлӗ туй ӳкерменччӗ», — тесе каланӑ.

Малалла...

 

Галина Зотова. Однокласникинчи сӑн
Галина Зотова. Однокласникинчи сӑн

«Сообщество учителей английского языка Tea4er.ru» интерактивлӑ ӑслӑлӑхпа меслетлӗх журналӗ Раҫҫей вӗрентекенӗсем хушшинче космоса халалласа «12.Space-Age.12» конкурс ирттернӗ.

Ку конкурса пирӗн республикӑри акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем те хутшӑннӑ. Сӗнтӗрвӗрри хулинчи шкулта ӗҫлекен Васильева Елена Александровна 2-мӗш, Шупашкарти 40-мӗш шкулти Мареева Ирина Анатольевна тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнчи акӑлчан чӗлхи учителӗ Зотова Галина Вячеславовна 3-мӗш вырӑншӑн диплом илме тивӗҫнӗ. Зотова Г.В. конкурса Андриян Григорьевич Николаева халалланӑ «Our countryman Andriyan Nikolayev» ӗҫ тӑратнӑ, космонавт пурнӑҫпе паллаштарма хитре хӑтлав хатӗрленӗ.

 

Тунтикун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем хушшинче шашкӑлла ӑмӑртӑвӑн финалӗ иртрӗ.

Ҫак ӑс-тӑн вӑййине 5-9 классенче вӗренекен 102 ача хутшӑнчӗ. Чи малтанах кашни класри икӗ ҫӗнтерӳҫе палӑртрӗҫ — пӗршер хӗрачапа арҫын ача. Вӗсен вара хӑйсен ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне финалта кӑтартма тиврӗ.

Чи маттуррисем 8-мӗш класра вӗренни палӑрчӗ. Арҫын ачасем хушшинче мала Сергей Тарасов тухрӗ (вӑл пур ӑмӑртуҫа та ҫӗнтерме пултарчӗ), хӗрачасем хушшинче — Наталья Львова. Иккӗшӗ те 8-мӗш класра пӗлӳ пухаҫҫӗ.

Классем хушшинчи ӑмӑртура ҫапла май 8-мӗшсем мала тухрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта 6-мӗш класрисем пулчӗҫ, виҫҫӗмӗш вырӑнта — 7-мӗш класрисем. 9-мӗшсем, аслӑрах пулин те, выран йышӑнаймарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын