Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 75 ҫулти арҫынна тухтӑрсем 54 хутчен пулӑшнӑ.

20 ҫул каялла арҫын пӗрене ҫӗкленӗ хыҫҫӑн радикулитпа чирлесе ӳкнӗ, унтан эмеле пула аллерги пуҫланнӑ, кайран инфекци ҫакланнӑ. Арҫыннӑн хырӑмӗ калама ҫук япӑхса кайнӑ, хытӑ апат ҫисенех ун юн кайма тапранса каять.

«Мана кунта 54 хутчен йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнма пулӑшрӗҫ!» — тет иккен арҫын. Вӑл каланӑ иккен, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин хирургри уйрӑмӗн врачӗсемпе медсестирисем уншӑн тахҫанах ҫывӑх ҫынсем пулса тӑнӑ. Нумай пулмасть арҫын хурлӑхан ҫинӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем патне лекнӗ.

 

Сывлӑх
www.orthoscheb.com сӑнӳкерчӗкӗ
www.orthoscheb.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн коллективне Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе тав тунӑ. Коллектив ҫав чыса «сывлӑх сыхлав ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн» тивӗҫнӗ.

Центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хаклав — медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине тата медицина практикине инновацилле технологисем кӗртессипе туса ирттерекен ырми-канми ӗҫӗн кӑтартӑвӗ. Пысӑк шайра тав туни малашне те талпӑнса ӗҫлеме хавхалантарать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шӑматкун Ҫӗрпӳ хулинче виҫӗ ҫулти ача машина умне чупса тухнӑ. Пуҫне амантнӑ тесе шухӑшланӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Пӑтӑрмах хулари Терешкова урамӗнче, универмага хирӗ лапамра, 21 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Машина парковкӑран хускалма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра ун умне пӗчӗк ача чупса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра автомобиль пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайман. Водитель урах пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Унта икӗ ачана ҫӑлма тивнӗ.

Инкек Афанасьев хулинчи 9-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнчи хваттерте пулнӑ. Улттӑмӗш хутри хваттерти 12 ҫулти арҫын ача пиҫсе кайнӑ, ӑна халӗ тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.

Кӳршӗсен хваттерне вара тӗтӗм-сӗрӗм тухса тулнӑ. Унта 8 ҫулти хӗрача пулнӑ, ӑна та ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ. Ача шар курман.

Пушара сӳнтерме 8 машина пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетре сӳнтернӗ.

Пушар карса тунӑ маччари светильникран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/6783
 

Сывлӑх
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Чӑваш Ен ют ҫӗршыври ҫынсемшӗн илемӗпе, пуян историйӗпе кӑна мар, тивӗҫлӗ шайри медицина пулӑшӑвӗ кӳнипе те паллӑ», — тесе ырланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.

Иртнӗ 5 ҫулта пирӗн республикӑна чикӗ леш енчен 32 пин ҫын ҫав тӗллевпе килнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 7 пин те 500 ҫын сипленнӗ.

Медицина туризмӗ уйрӑмах Чӑваш Ене терапи, хирурги, офтальмологи, эндокринологи, гинекологи енӗпе уйрӑмах илӗртет-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1324
 

Сывлӑх
t.me/pss_202 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем
t.me/pss_202 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енри пӗр арҫын Шупашкарти Аш-какай комбиначӗ проездри «Ивушка» дача поселокне кайсан ҫырмара урине хуҫса пӑрахнӑ.

Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Апла пулин те вӑл хӑйӗн дачине ҫитсе пӗтнӗ-пӗтнех. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрайман енне васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.

Анчах тухтӑрсем дача патне пырайман, мӗншӗн тесен унта урамсем ансӑр пулнӑ, ҫурт ҫырмара вырнаҫнӑ. Тухтӑрсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем арҫынна ансӑр урампа йӑтса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pss_202/54
 

Сывлӑх
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан 45–64 ҫулсенчи арҫынсем сасартӑк вилме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Правительствин паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Унта халӑха диспансеризаци кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта диспансеризаци тухнисенчен сыввисем — 19,8 процент, чир-чӗр сарӑлас хӑрушлӑх пысӑккисем — 9 процент, сывлӑхӑн виҫҫӗмӗш ушкӑнӗнчисем – 71,2 процент.

Ҫынсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе, вар-хырӑм чирӗпе, сахӑр диабечӗпе чирлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
magmer.ru сайтри сӑн
magmer.ru сайтри сӑн

Ыран, шӑматкун, республикӑра йӑлана кӗнӗ сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫавна май ҫынсем спорт комплексӗсенче тӳлевсӗрех бассейнра ишме, конькипе ярӑнма, тренажер залӗнче кӗлеткене пиҫӗхтерме пултараҫҫӗ. Вӗсенче мӗнлерех мероприятисем ирттерме палӑртнине тӗплӗнрех спорт шкулӗсен, ФОКсен сайтӗнче пӗлме пулать.

Сӑмах май, сывлӑхпа спорт кунне кашни уйӑхрах 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫав кун республика тата муниципалитет учрежденийӗсенче пуриншӗн те алӑк уҫӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 4 сехет те 20 минутра, Пӑрачкав муниципаллӑ округра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.

«Кожевенное-Сиява» автоҫул ҫинче «ВАЗ-2114» автомбиль ҫул айккине чӑмнӑ. 24 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ виҫӗ хӗр, ҫав шутра 16 ҫулти шкул ачи те, аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе вырттарнӑ. Водительпе юнашар ларнӑ тепӗр ҫынна тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.

Руль умӗнчи водитель Ҫӗмӗрлерен пулнӑ, унӑн водитель удостоверенийӗ пулман. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна автоинспекторсем руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти пӗр поликлиникӑра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм Энгельс урамӗнчи поликлиникӑн 3-мӗш хутӗнче алхасма тытӑннӑ.

Пушар утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехетре тухнӑ. Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен машинӑсем, васкавлӑ пулӑшу машини тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.

Пушара сӳнтерекенсем виҫҫӗмӗш хута вӑрӑм картлашкапа хӑпарнӑ. Вут-ҫулӑма часах сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/98570
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 235
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем