
РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 7 тухтӑр пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх стоматолог» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хулин стоматологи поликлиникинчи Лилия Гафурова мала тухнӑ. Раҫҫейри чи лайӑх офтальмолог Республикӑри клиника офтальмологи пульницинчи Татьяна Николаева пулса тӑнӑ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Надежда Серафимова чи лайӑх лаборант ятне тивӗҫнӗ.
Травматолог-ортопедсен йышӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи тухтӑр Игорь Ластухин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Медицинӑра ҫӗнӗ направлени шухӑшласа кӑларнӑшӑн Андрей Дьячкова, Вера Ивановӑна тата Татьяна Винокура ятарлӑ премипе палӑртнӑ. Вӗсем инсульт пулнӑ пациентсене пулӑшмалли виҫӗ уровеньлӗ система хатӗрленӗ.
Раҫҫей конкурсӗнче мала тухнӑ тухтӑрсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ, профессие парӑнса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Санитари вертолечӗ каллех ҫула тухнӑ. Хальхинче вӑл ҫул-йӗр ҫинчи аварире шар курнӑ 23 ҫулти пациента Улатӑр хулинчен Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Арҫын аварире пуҫне амантнӑ, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ури хуҫӑлнӑ, пилӗкӗ тата ҫурӑм шӑмми суранланнӑ. Сиплевсӗр пуҫне ӑна тӗплӗнрех тӗрӗслемелле те пулнӑ. Ҫавӑнпа сывлӑхӗ кӑшт йӗркеленсен ҫамрӑк арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитерме санавиаци чӗнсе илме заявка панӑ.
Паллах, тӳпере вӗҫекен вертолет, машинӑпа танлаштарсан, пациента Шупашкар хулине хӑвӑртрах илсе ҫитернӗ. Ҫулпа силленсе пырсан унӑн сывлӑха япӑхланма та пултарнӑ. Республикӑри клиника пульницинче ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Чӑваш Енре 44 ҫулти хӗрарӑм хырӑмӗ ӳссе пынине шута хуман, пульницӑна кайман. Нумаях пулмасть унта ҫитмех тивнӗ: хырӑмӗ вӑйлӑ ыратма тытӑннӑ.
Вӑл тухтӑр патӗнче 2007 ҫултанпа пулман иккен. Шупашкарти Хулари клиника пульницинче ӗҫлекен специалистсем тӗрӗсленӗ те унӑн ҫӑмарталӑхӗнче тем пысӑкӑш мӑкӑль ӳссе ларнине асӑрханӑ. Ҫийӗнчех операци тунӑ.
Операци вӑхӑтӗнче ҫӑмарталӑхӗнчен пысӑк мӑкӑль, ҫуралас патне ҫитнӗ ача пысӑкӑшскере, касса кӑларнӑ. Унтан 5 литр шӗвек тухнӑ.
Юрать, вӑхӑтра операци туса ӗлкӗрнӗ. Унсӑрӑн пациенткӑн капсула ҫурӑлма е перетонит пулма пултарнӑ.
Уйрӑм заведующийӗ Ирина Едифанова вӑхӑтра пулӑшни унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панине палӑртнӑ.

Чӑваш Енри санитари авиацийӗ Ҫӗмӗрле хулинчи хӗрарӑма Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ӑна Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем йышӑннӑ.
Хӗрарӑм районти тӗп пульницӑн терапи уйрӑмне килнӗ, пуҫ ыратнине, сулахай алӑ-ури вӑйсӑрланнине каланӑ. Тухтӑрсем компьютер томографийӗ тунӑ та пуҫӗнче темле пысӑк япала ӳснине палӑртнӑ. Унтан специалистсем Шупашкарти тухтӑрсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ. Вӗсем хӗрарӑма профильлӗ стационара илсе кайма йышӑннӑ, вертолет чӗнсе илнӗ.
Санавиаци хӗрарӑма Шупашкара ҫав кунах илсе ҫитернӗ. Республикӑри клиника пульницинче ӑна малалла тӗрӗслӗҫ, сиплев палӑртӗҫ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна кайран реабилитаци те кирлӗ пулма пултарать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта кашни ир зарядкӑран пуҫланать. Кунта сӑмах асӑннӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансем пирки пырать.
Стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан кинеми-мучие кашни кунах, ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, хӑтлӑ музыка залне йыхравлаҫҫӗ. Унта ватӑсем ларса зарядка тӑваҫҫӗ. Ҫапла-ҫапла. Мӗншӗн тесен тӑрса хускану тума вӗсене ҫӑмӑл мар: пуҫ ҫаврӑнса кайма пултарать, сулӑнса каясран хӑрамалла. Ҫавӑнпа та ларса тумалли хусканӑва пурнӑҫлаҫҫӗ. Мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине специалист кӑтартса пырать.
Ҫынсен ҫулне кура ирттерекен хускану ватӑсен шӑм-шакне ҫӑмӑллӑх кӳрет. Хӑйсем калашле, ытлашши хытса ларасран пулӑшать. Зарядка тума ӳркенекенсене е вӑй ҫуккисене вара хистемеҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Республикӑри клиника пульницине вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ ачана илсе килнӗ. Унӑн кӗлеткин 45 проценчӗ сиенленнӗ. Чылай чухне кун пек самантра пациентсен шалти органӗсемпе кӑлтӑксем сиксе тухаҫҫӗ.
Чи малтан тухтӑрсем терапи тунӑ, антибиотиксемпе сипленӗ, сурансене ҫыхнӑ, ытти процедурӑна пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк пациента хирургсемпе педиатрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Темиҫе эрнерен сывлӑхӗ операци тумалӑх йӗркеленнӗ.
Ҫапла тухтӑрсем операци вӑхӑтӗнче кӗлеткин ытти пайӗнчен ӳте илсе сиенленни вырӑнне сыпнӑ. Процедура ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи пиҫсе кайнине сиплекен уйрӑм Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре шутланать. Ҫулсерен унта 350 ытла пациент сипленет, 150 ытларахӑшӗ – ачасем.

Самолетпа вӗҫнӗ чухне пассажирсенчен пӗрине, арҫынна, тӑрук япӑх пулса кайнӑ. Вӑл йывӑррӑн сывлама тытӑннӑ, артери юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сивӗ тар тапса тухнӑ, чӗри кӑлтӑклӑ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Самолет экипажӗ пассажирсенчен кам тухтӑр пулнине ыйтнӑ. Шупашкар хулинчи тухтӑр, «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн тӗп директорӗ Дмитрий Арсютов пулӑшма васканӑ. Вӑл ун чухне шӑпах командировкӑран таврӑннӑ.
Арҫын сахӑр диабечӗпе тата гипертонипе аптӑрать иккен. Ҫитменнине, самӑртарах хӑй.
Дмитрий Арсютов пассажирӑн юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑнӑ, самолет анса ларичченех ун ҫумӗнче пулнӑ. Арҫын йывӑр самантра пӗччен юлман.

Чӑваш Енре пурӑнакан 43 ҫулти арҫын 150 килограмм тайнӑ. Хӑй 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл самӑрлӑхпа чылай ҫул кӗрешнӗ.
Арҫын чылай вӑхӑт сывлӑхне тимлемен, апатлану йӗркине пӑхӑнман, сахал хускалнӑ. «Пурӑна киле сывлӑх хавшанине туйма тытӑнтӑм, хам тӗллӗн начарланма хӑтлантӑм: рациона улӑштартӑм, диетологсенчен пулӑшу ыйтрӑм. Анчах пӗр хушӑ тытӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн каллех ҫапла ҫиме тытӑнаттӑм. Нумайран та 10 килограмм чакма пултараттӑм, вӑл вара уйӑхран каялла таврӑнатчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.
Шупашкар хулинчи Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем операци туса хырӑмлӑхне пӗчӗклетме йышӑну тунӑ. Кӑтарту нумай кӗттермен – виҫӗ уйӑхран тараса 105 килограмм кӑтартнӑ. Ҫапла арҫын 45 килограмм чакнӑ.
Тухтӑрсем пациента малалла сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енри пӗр ҫемьере наркӑмӑшлӑ кӑмпа ҫисе шар курнӑ. Шӑматкун больницӑна пилӗк ачапа икӗ аслӑ ҫынна илсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӑрманта пуҫтарнӑ кӑмпана ҫинӗ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ. Аслисенчен пӗрне тухтӑрсем килте сипленме янӑ, улттӑшӗ больницӑра сипленеҫҫӗ.
Токсикологсем пули-пулми кӑмпана татма хушмаҫҫӗ. Хаш-пӗр кӑмпа ҫиелтен пӑхсан ҫимелли евӗрех курӑнать. Ҫавӑнпа та наркӑмӑшлӑ кӑмпа ан лектӗр тесен пӗлнине ҫеҫ татмалла. Ача-пӑча организмӗ тата вӑйсӑртарах. Ҫавна май тухтӑрсем ачасене кӑмпа ҫитерме сӗнмеҫҫӗ.
Кӑмпа ҫинӗ хыҫҫӑн ӑш пӑтранма, хӑсӑк килме, хырӑм ыратма пуҫласан тӳрех васкавлӑ пулӑшу тухтарӗсем патне шӑнкӑравламалла, часах иртсе кайӗ тесе килте лармалла мар.

Паян Шупашкарта самай ҫулланнӑ водитель велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Инкек Гагарин урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 6 сехет те 45 минутра ҫурт умӗнчи территоринчен тухнӑ чухне электровелосипедпа пыракан 41 ҫулти арҫынна асӑрхаман та вӑл ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шар курнӑ арҫынна ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ. Ӑна унта тӗрӗсленӗ тата пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Сӑмах май каласан, ҫул ҫинчи инкеке лекнисенчен иккӗшӗ те урах пулнӑ.
Ку тӗслӗх ҫула тухсан питех те асӑрханса ҫӳремелли пирки аса илтерет. Тепӗр тесен, ҫуран ҫӳрекенсем тимсӗр пирки те пӑтӑрмах сиксе тухать. Апла пулин те водителех айӑплаҫҫӗ, мӗншӗн тесен машина пысӑк хӑрушлӑх кӳрекен транспорт шутланать.
