Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри пӗр арҫын ӑнсартран шал протезне ҫӑтса янӑ.
Арҫын шӑл протезне астумасӑр ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн тӳрех больницӑна васкаман-ха — вӑл сахалтан та сӑвӑн пек пӗр 10 кун пурӑннӑ. Тата ниҫта та каймастчӗ пуль-ха: ӑна сӑлтавсӑрах ӳслӗк пӗрмай тапӑнни канӑҫсӑрлантарнӑ. Вара вӑл тухтӑрсем патне кайса пӑхас тенӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинчи тухтӑрсем арҫынӑн бронхӗнче темӗскер пуррине асӑрханӑ. Малтан вӗсем томографи туса тӗрӗсленӗ, кайран — рентген. Ҫавӑн чухне вӗсем 5 шӑлтан тӑракан протез сылтӑм енчи бронхра ларнине асӑрханӑ.
Протеза арҫын ӳсӗрсе ҫӳреме пуҫличчен кӑшт маларах ҫухатнӑ иккен. Епле ҫӑтса янине хӑй те сисмен, протез ҫухалнине асӑрхасан та ним пулман пекех пурӑннӑ.
Тухтӑрсем 55 ҫулти арҫыннӑн протезне туртса кӑларма пултарнӑ.
