Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк автостоп мелӗпе ҫӗршыв курса ҫӳрет. Чипер-йӗркеллӗ ҫӳрекенскер, никама та чӑрмантарманскер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗнче пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ вӑл.

Пакунлисене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартнӑ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен килнӗ-мӗн. Унта вӑл ҫула май каякан пӗр урапана чарнӑ. Пӗр заправкӑра каччӑ «нушапа» тухнӑ. Водитель вара меллӗ лару-тӑрупа усӑ курнӑ — вырӑнтан тапраннӑ та кайнӑ. Салонра лешӗн япаласем чикнӗ рюкзакӗ, 10 пин тенкӗ ытла тӑракан телефонӗ юлнӑ.

Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66783
 

Раҫҫейре Антон Батраков
Антон Батраков

Тӗнче тетелӗнче 20 ҫулти Антон Батракова, Шупашкарти тӑлӑха, питӗ вӑйлӑ сӳтсе яваҫҫӗ. МИХсенчен пӗри ҫамрӑка ҫынна вӗлернӗ тесе пӗлтернӗ, ку информацие тӗрӗслемесӗрех пичетленӗ.

Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Антон АПШра хӑйне усрава илнӗ амӑшне вӗлернӗ имӗш. Куншӑн вӑл тӗрмере темиҫе ҫул ларнӑ-мӗн, психиатри клиникинче, ытти ятарлӑ учрежденире пулнӑ.

Антон кӑна куҫ хупса ирттермӗ. Вӑл Сочири хаҫата суда парасшӑн. Аса илтерер: Антона 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Анчах темиҫе ҫултан вӑл каялла таврӑннӑ. Ун чухне вӑл усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗ унран мӑшкӑлланине пӗлтернӗччӗ.

Халӗ Антон Андрей Разинпа Сочире пурӑнать. Паллӑ продюсер ӑна Адлерта, тинӗс хӗрринче, хваттер туянма пулӑшнӑ. Антон тӑлӑхсен прависене хӳтӗлес енӗпе хастар ӗҫленине те палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1976
 

Раҫҫейре

«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Калуга облаҫӗнче ҫул ҫине ҫӗнӗ паллӑ сӑнав тумашкӑн вырнаҫтарасшӑн. «Чарӑнмалли зона» ятлӑ вӑл.

Ку палла Калугӑри патшалӑх автоинспекцийӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна светофор ҫук ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнтан 100 метр маларах, инкек ытларах пулакан ҫӗре, лартасшӑн.

ҪҪХПИ инспекторӗсем каланӑ тӑрӑх, ку водительсене тимлӗрех пулма хистет. Палла вырнаҫтармашкӑн РФ ҪҪХПИн хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен тӗп управленине заявка янӑ. Ӑна ырланӑ ӗнтӗ.

Документсене хатӗрлесе пӗтерсен паллӑсене ятарлӑ вырӑнсене лартӗҫ. Малтанлӑха 5 вырӑнта пулӗ. Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан кунашкаллисене Чӑваш Енре вырнаҫтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66775
 

Сывлӑх «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Раҫҫейре кӗҫех васкавлӑ медпулӑшу бригадисене пырса тивекен ҫӗнӗ правилӑсем йӗркене кӗрӗҫ. Ку 2,5 уйӑхран пулӗ. Документра шурӑ халатлисен пациент патне миҫе минутра ҫитмеллине палӑртнӑ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.

Ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Наци Медицинин палатин съездӗнче васкавлӑ медпулӑшу парасси пирки калаҫнӑ. Ертӳҫӗсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Бойков каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу хӑш вӑхӑтра ҫитмеллине пӗрремӗш хут документра палӑртнӑ. Ку вӑхӑт 20 минутран ытларах пулмалла мар.

Ҫавӑн пекех водитель фельдшер тата водитель санитар пулмасть. Ун вырӑнне медицина сестри пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82145
 

Раҫҫейре

Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк Муз-ТВ телеканалти сумлӑ премие тивӗҫме пултарать. Анна Иванова (Ханна) «Потеряла голову», «Мама, я влюбилась в него» юрӑсемпе палӑрнӑ.

Шупашкар пики «Прорыв года» номинацие лекнӗ. Сӑмах май, телекурав премийӗ Мускавра кӑҫалхипе ҫӗртме уйӑхӗнче 14-мӗш хут иртӗ. Ханна ытти паллӑ юрӑҫпа тупӑшӗ: Alekseev, Artik&Asti, Время и стекло и Юлиана Караулова.

Ханна – юрӑҫа тата телеертӳҫӗ. Илемлӗх конкурсӗсенче хастар хутшӑннӑ. Ханнӑшӑн premia.muz-tv.ru сайтра сасӑлама пулать. Конкурса ҫӗртмен 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/relax/view/1438
 

Раҫҫейре "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн
"Про Город" хаҫат тунӑ сӑн

Раҫҫейре ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пысӑклатасшӑн. Ку виҫене 21 процент хӑпартма палӑртнӑ.

РФ Правительствинче саккун проектне ырланӑ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫатӗнче» пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи (МРОТ) 6204 тенкӗпе танлашать. Саккун проекчӗ вара ку виҫене 1296 тенкӗ ӳстерме сӗнет. Ҫапла кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа ӑна 7500 тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ.

Ҫапла майпа утӑ уйӑхӗнчен МРОТ Чӑваш Енре, Раҫҫейри пекех, 20,9 процент ӳсме пултарать. Ку виҫе ӳсӗ-и е ҫук-и — саккун проектне йышӑннипе йышӑнманнинчен килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82105
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларма тытӑнасшӑн. Ку ӗҫе ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Кун пирки журналистсене Тӗп банкӑн пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина пӗлтернӗ.

Хальлӗхе кунашкал укҫасем мӗнле пуласси паллӑ мар. Ӑна халӑх шухӑшне шута илсе хатӗрлӗҫ. Ҫапах ун ҫине Раҫҫейри регионсен символӗсене кӑтартӗҫ. Ку — йӑла ӗнтӗ.

Халӑх шухӑшне палӑртас ӗҫе темиҫе уйӑхран пуҫласшӑн. Кунашкал купюрӑсем ҫынсене тавар туяннӑ чухне ҫӑмӑллӑх парӗ. Ытларахӑшӗ 100, 500, 1000 тата 5000 тенкӗллӗххисемпе усӑ курать-ҫке-ха.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен уҫӑ даннӑйӗсен аудитне ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн танлаштарӑм хатӗрленӗ.

Танлаштарӑма Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗсем те лекнӗ. Пӗтӗмпе администрацисен 166 сайтне тишкернӗ. Вӗсенчен 73-шӗ ҫеҫ уҫӑ даннӑйсене пичетлет-мӗн.

Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗсем танлаштарӑмра 72-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна хатӗрленӗ чухне специалистсем темиҫе саманта шута илнӗ: муниципалитет технологи лапамӗсене йӗркеленӗ чухне требованисене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине, уҫӑ даннӑйсен тытӑмӗнче право акчӗпе усӑ курнипе курманнине, сообществӑпа сарӑм хатӗрлекенсем ӗҫленипе ӗҫлеменнине.

Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чылай администраци уҫӑ даннӑйсене пичетлемест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82070
 

Раҫҫейре

«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей чукун ҫулӗ билетсене 50 процент йӳнӗрехпе туянма май туса панӑ. Ку 10–17 ҫулсенчи шкул ачисене пыса тивет.

Ку ҫӑмӑллӑхпа ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен усӑ курма май пур. Чӑваш Енри кассӑсенче кунашкал билетсене ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен сутма пуҫланӑ. Акан 18-мӗшӗнчен вара вӗсене тӗнче тетелӗ урлӑ туянма пулать.

Ку таранччен шкул ачисем билетсене ҫур хакпа вӗренӳ вӑхӑтӗнче ҫеҫ илме пултарнӑ. Кӗҫӗн класра ӑс пухакансем ҫеҫ билета каникулта 65 процент хакпа туяннӑ. Ку ҫӑмӑллӑхсем юлӗҫ. 5 ҫул тултарманнисем те тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ.

Ҫулла билет туяннӑ чухне шкултан панӑ справкӑна ыйтмӗҫ. Ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство е паспорт та ҫителӗклӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81978
 

Спорт

Ҫак кунсенче Сургут хулинче ҫамрӑксем хушшинче, 1994–1997 ҫулсенче ҫуралнисен йышӗнче, кире пуканне йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Тӳрех палӑртар: пирӗн спортсменсем унта виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 26 регионти 180 яхӑн спортсмен ҫитнӗ. Чӑваш Ен чысне ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Борис Глинкин патӗнче ӑсталӑхне туптакан тӑватӑ спортсмен хӳтӗленӗ.

68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Александрова Анастасия 123 хут ҫӗклесе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Павлов Александрпа Иванов Алексей та кире пуканне пуринчен ытларах йӑтса малти вырӑна йышӑннӑ.

Малинников Евгений икӗ енлӗ кӗрешӳре 100 очко пухнӑ, РФ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, [71], 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, ... 113
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 10

1931
95
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть