Чӑваш Ене кӳршӗ регионсемпе пӗрлештерме сӗннӗ. Ку шухӑш — РФ Федераци Канашӗн пайташӗн Сергей Калашниковӑн.
Калашников Раҫҫейри регионсене пысӑклатма сӗннӗ. Сапла майпа унӑн шухӑшӗпе регионсем вӑйланӗҫ.
Сергей Калашников Смоленск, Брянск, Калуга, Орел облаҫӗсене тата Воронеж, Липецк, Рязань облаҫӗсене икӗ пысӑк регион туса хума сӗннӗ. Чӑваш Ен пирки те каланӑ вӑл. Вӑл ӑна Мари тата Мӑкшӑ республикисемпе пӗрлештересшӗн. Ҫак шухӑша сӗннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку «наци сӗмӗсӗр» административлӑ субъект пулӗ.
Ҫула велосипедпа тухма юратакан Никита Васильев темиҫе кун каялла Раҫҫей чикки урлӑ каҫнӑ. Халӗ вӑл Алтай крайӗнче.
Никита унччен Вӑтам Азире пулнӑ. Хальлӗхе вӑл Алтай крайӗнчи Рубцовское хулинче чарӑннӑ. Ыранах малалла ҫула тухма палӑртнӑ вӑл.
Никита Раҫҫейри ҫулсем, Казахстанрипе танлаштарсан, япӑхрах пулнине палӑртнӑ. Уйрӑмах — хуласенче.
Ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ҫивӗч пулнине кура чикӗре тӗплӗн тӗрӗсленине каланӑ Никита. Паспортри пичетсене тӗплӗн пӑхнӑ, ҫулҫӳревре мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнипе кӑсӑкланнӑ. Чикӗ хуралҫисене Никита ҫулҫӳреве велосипедпа мӗнле парӑнтарни ытларах интереслентернӗ.
Никита Васильев Чӑваш Енрен ҫур ҫул каяллах кайнӑ. Хальлӗхе ҫур ҫула ҫеҫ парӑнтарнӑ вӑл. Ҫулӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне выртӗ. Сивӗтиччен Владивостока ҫитесшӗн. Ӑҫта хӗл каҫассине хальлӗхе палӑртман вӑл.
Шупашкарти аэропорта федераци пӗлтерӗшлисен списокне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Хушӑва ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, федераци пӗлтерӗшлӗ аэропортсен йышне 91-ен кӗнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти те.
Списока Мускаври тӑватӑ аэропорт, Питӗрти, Раҫҫей субъекчӗсен тӗп хулисенчи аэропортсем кӗнӗ. 13-ӗшӗн тӗнче шайӗнчи статус ҫук.
Мускава пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ӗҫлеме кайнине пӗлетпӗр-ха. Анчах пурте тар тӑкассишӗн ҫӳремеҫҫӗ курӑнать. Теприсем усал шухӑшпа та палӑраҫҫӗ унта.
Мускавӑн Хӗвелтухӑҫ администраци округӗн полици ӗҫченӗсем хӗрарӑма вӑрланӑ тата унран укҫа тапӑннӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫын, тепри Липецк облаҫӗнчи 39 ҫулти унччен судпа айӑпланнӑ этем пулнӑ.
Хайхисем Мускаври урамсенчен пӗринче хӗрарӑма хӑйӗн урапинчен туртса кӑларса «Ленд Ровера» ирӗксӗр кӗртсе лартнӑ. Хайхинчен вӗсем 700 пин тенкӗ тапӑннӑ-мӗн.
Усал шухӑшлӑ ҫынсен хӑтланкаларӑшне курнисем ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем тепӗр 20 минутран урапана тытса та чарнӑ.
Хӗрарӑма вӑрланӑ тата укҫа тапӑннӑ арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, куҫне яланлӑхах хупнӑ. Павел Усанов «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ пулнӑ.
Павел Усановпа Мускавра сывпуллашӗҫ. Анчах ӑна тӑван тӑрӑхӗнчех, Ҫӗнӗ Шупашкарта, пытарӗҫ. Мускаври сывпуллашу ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Павел Усанова пульницӑна ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче илсе пынӑ. Унӑн пуҫӗ вӑйлӑ суранланнӑ, хӑй тӑнне ҫухатнӑ. Ӑна такам ҫапӑҫнӑ тесе калаҫаҫҫӗ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Шупашкарти виҫӗ ача пахчи Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра палӑрнӑ. Ака уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче Мускавра регионсен хушшинче «Эврика – Авангард 2016» конференци иртнӗ. Ӑна «Вӗренӳ, XXI ӗмӗр: проект, аталану» темӑпа йӗркеленӗ.
Конференцире вӗренӳ организацийӗсен хушшинче ҫулсерен иртекен конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Конкурсра, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари виҫӗ ача пахчине палӑртнӑ. 146-мӗш, 130-мӗш тата 178-мӗш ача пахчисем мала тухнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн юстици министерстви крым тутарӗсен меджлисне экстремизмла ӗҫлеҫҫӗ тесе хупнӑ, унашкал организацисен йышне кӗртнӗ. Ҫакна Крым республикин прокурорӗ Наталия Поклонская йышӑнӑвӗпе тунӑ.
Иртнӗ эрнере Крым республикин прокурорӗ меджлис ӗҫне чарса лартнӑ, ҫакна вӑл федераллӑ саккунсене пӑсасран тунӑ тесе пӗлтернӗ. Вӗсем «Экстремизма хирӗҫлесси ҫинчен» федераллӑ саккунӑн 9-мӗш тата 10-мӗш статьисене пӑсаҫҫӗ иккен.
Крым тутарӗсен меджлисне 1991 ҫулта йӗркеленӗ. Ертӳҫисен — Рефат Чубаровпа Мустафа Джемелевӑн — Крым ҫурутравне пӑрахса кайма тивнӗ, вӗсем халь тӗнче шайӗнчи шыравра. Крыма гражданла хупласа хурассин координаторне Ленур Ислямова та шыраҫҫӗ — федераци шайӗнче. Организацине хупнӑран вӗсен ӗҫне МИХсенче ҫутатма юрамасть, меджлисӑн массӑллӑ мероприятисем ирттерме, банксенче укҫа-тенкӗ тытма юрамасть.
Ку акцие кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарнӑ май ветерансене инҫе ҫӳрекен пуйӑспа тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗҫ.
Кунашкал акцие Раҫҫейӗпех ирттереҫҫӗ. Билетсене купе вакунӗсем е «Сапсан» пысӑк хӑвӑртлахлӑ пуйӑсӑн эконом-класӗ валли илме май пур.
Документсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркелеме тытӑннӑ. Тӳлевсӗр билет илмешкӗн ҫак документсем кирлӗ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ е сусӑрӗ пулнине ӗнентерекен удостоверени, е «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» удостоверени.
Ветеранпа пӗрле каякан ҫыннӑн та кассӑна хӑйӗн ячӗ-шывне ӗнентерекен документсем илсе килмелле. Акци ҫу уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк автостоп мелӗпе ҫӗршыв курса ҫӳрет. Чипер-йӗркеллӗ ҫӳрекенскер, никама та чӑрмантарманскер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗнче пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ вӑл.
Пакунлисене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартнӑ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен килнӗ-мӗн. Унта вӑл ҫула май каякан пӗр урапана чарнӑ. Пӗр заправкӑра каччӑ «нушапа» тухнӑ. Водитель вара меллӗ лару-тӑрупа усӑ курнӑ — вырӑнтан тапраннӑ та кайнӑ. Салонра лешӗн япаласем чикнӗ рюкзакӗ, 10 пин тенкӗ ытла тӑракан телефонӗ юлнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче 20 ҫулти Антон Батракова, Шупашкарти тӑлӑха, питӗ вӑйлӑ сӳтсе яваҫҫӗ. МИХсенчен пӗри ҫамрӑка ҫынна вӗлернӗ тесе пӗлтернӗ, ку информацие тӗрӗслемесӗрех пичетленӗ.
Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Антон АПШра хӑйне усрава илнӗ амӑшне вӗлернӗ имӗш. Куншӑн вӑл тӗрмере темиҫе ҫул ларнӑ-мӗн, психиатри клиникинче, ытти ятарлӑ учрежденире пулнӑ.
Антон кӑна куҫ хупса ирттермӗ. Вӑл Сочири хаҫата суда парасшӑн. Аса илтерер: Антона 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Анчах темиҫе ҫултан вӑл каялла таврӑннӑ. Ун чухне вӑл усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗ унран мӑшкӑлланине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Антон Андрей Разинпа Сочире пурӑнать. Паллӑ продюсер ӑна Адлерта, тинӗс хӗрринче, хваттер туянма пулӑшнӑ. Антон тӑлӑхсен прависене хӳтӗлес енӗпе хастар ӗҫленине те палӑртмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |