
Шупашкарта правасӑр водителӗн машинине туртса илнӗ.
Хулара пурӑнакан арҫынна водитель прависӗр руль умне ларнишӗн унччен икӗ хутчен явап тыттарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл йӗркене пӑснӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем виҫҫӗмӗш хутӗнче Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Haval F7X» машина рулӗ умне арӑмӗ ыйтнӑран ларнӑ, хӗрарӑм хӑйӗн савнӑ упӑшкин водитель удостоверенийӗ ҫуккине (тӗрӗсрех, ӑна туртса илнине) пӗлмен имӗш.
Суд 34 ҫулти арҫыннӑн машине туртса илме йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264,3 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 240 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине тата тепӗр 1 ҫул тата 8 уйӑхсӑр памалла мар тунӑ.
Мӑшӑр пӗрле пулса туяннӑ машинӑна вара конфискацилеме йышӑннӑ. Машина сутса тунӑ укҫа патшалӑх хыснине кайӗ.

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хулинче 3-мӗш хутран 2 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ.
Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртра пулнӑ. Ача пӳлӗмре пӗчченех юлсан чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Паллах, вӑл ӑна чӑтайман, ача аялалла вирхӗннӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ пӗчӗкскере тухтӑрсем пулӑшу параҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш хулинче 4 ҫулти арҫын ача 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл та чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра вӑл уҫӑ тӑнӑ.

Шупашкар округӗнчи Ҫутпылӑх ялӗнче 59-ти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем кӑларнӑ.
Вӑл вырсарникун тусӗсемпе шыв хӗррине килнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, анчах ҫавӑн пекех шыва кӗрсе кайнӑ. Кӗҫех юлташӗсем ӑна куҫран ҫухатнӑ та хыпаланса ӳкнӗ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар ялӗнче пурӑнакан 44-ри арҫын путса вилнӗ. Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн япалисем ҫыран хӗрринче выртнине ҫав кунах асӑрханӑ. Вилене водолазсем тепӗр кунхине тупса кӑларнӑ.

Шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай округӗнче 44 ҫулти арҫын путса вилнӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пӗве хӗрринче Атнар ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫыннӑн япалисене курнӑ. Паян вара водолаз-ҫӑлавҫӑсем пӗвере шыранӑ та унӑн виллине тупнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Палӑртмалла: ҫав вырӑна шыва кӗме ятарласа хатӗрлемен. Эппин, унта шыва кӗме юрамасть. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа 8 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 4-шӗ -ачасем. Пӗр ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Рудольф Селиванов ӗҫрен пӑрахнӑ.
Аса илтерер: Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри кроссоверпа аварие лекнӗ. Машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫын тупса та хунӑ-мӗн. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ.

Канаш муниципалитет округӗнче паян ҫӗрле пушар пулнӑ. Унта 200 ытла рулон утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар Пукӑртан ялӗнче пулнӑ. Ҫулӑм 240 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунах Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Канаш хулинче тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче мунчасене ҫулӑм ярса илнӗ.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнче вара трактор хыпса илнӗ. Пушара ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм мотор отсекне тата кабинӑна сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Ӗнер каҫхине Канаш хулинче 4 ҫулти ача нумай хваттерлӗ ҫуртӑн 4-мӗш хутӗнчен тухса ӳкнӗ.
Инкек «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти 28-мӗш ҫуртра каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Вӑл вара ӑна чӑтайман. Ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем медпулӑшу параҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла: чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра чӳрече уҫӑ тӑнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Республикӑра каллех ача путса вилнӗ. Инкек Вӑрмар округӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пулнӑ.
Район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 ҫулти арҫын ача Кӗтеснер ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере путса вилнӗ. Вӑл виҫӗ тантӑшӗпе юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Прокуратура халӗ тӗрӗслев ирттерет, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун хыҫҫӑн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата ача ҫемйин ӗҫне хак парӗҫ.
Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере Сӑр юханшывӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилни пирки паян кӑна пӗлтернӗччӗ.

Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ те кайран виллине ейӳ шывӗпе тулнӑ тӗп сакайне пенӗ. Кун пек тискер тӗслӗх Етӗрне округӗнчи Кӑмаккасси ялӗнче пулнӑ.
Куншӑн 64 ҫулти арҫыннӑн уйрӑм режимлӑ колонире 8 ҫул ларма тивӗ. Суд тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче арҫын ӳсӗр пулнӑ. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайсан ӑна 30 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ кӑштахран вилнӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын хӗрарӑм виллине тӗп сакайне пенӗ. Унта вара ейӳ шывӗ пулнӑ. Ҫапла вӑл хӗрарӑм сарӑмсӑр вилнӗ пек туса яваплӑхран тарма хӑтланнӑ.
Палӑртмалла: арҫын унччен те ҫакнашкал преступленишӗн явап тытнӑ.

Республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрле округӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ.
Инкек ӗнер кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ каччӑ понтон кӗпер патӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Анчах пӗри вӑйлӑ шыв юххине пула вӑйран кайнӑ та путнӑ.
Ӑна иртен-ҫӳрен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑна ҫитсен реанимаци тунӑ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, кайран пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти тухтӑрсене пулӑшма Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем килнӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫамрӑка ҫӑлма май килмен.
Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра тӑватӑ ача путса вилнӗ.
