Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне хулинче пурӑнакан икӗ карчӑк вӑрҫса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пӗрне-пӗри унчченех килӗштермен иккен-ах. Кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех харкашмалли тупӑннӑ. 73-ри кинмейрен пӗри теприн ҫынсен умӗнчех усал сӑмахпа вӑрҫса пӗтернӗ иккен.

Унӑн тантӑшӗ те аптӑраса ӳкекен йышши пулман, вӑл лешне телефонти видеопа ӳкерсе илнӗ. «Вӑл мана кӳрентерчӗ», — тесе ватӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ.

Йытӑпа кушак пек пурӑнаканскерсен тавлашӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ малтан прокуратурӑна, кайран суда ҫитнӗ. Тантӑшне усал сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ карчӑка суд административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. Халӗ ватӑ ҫыннӑн кӗсьене ҫӳхетме тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.

«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.

Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.

Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче паян пулӑҫ путса вилнӗ. Инкек Паваркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Ҫакна ял ҫыннисем курнӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ. Ҫапла пӗлтерет Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Ишек ялӗ патӗнче хӗрарӑм вилнӗ: ӑна икӗ машина ҫапса кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каҫхи 6 сехетре хӗрарӑм «зебра» тӑрӑх каҫма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне ӑна «Киа Спортейдж» машина, Ҫӗмӗрле хули енчен Шупашкар еннелле каяканскер, сулахай тӗкӗрпе лекнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫул ҫине ӳкнӗ те «Лада Приора» айне лекнӗ. Унта руль умӗнче 2001 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ.

Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Вӑл кам иккенне тӳрех палӑртайман, вӑл 65-70 ҫулсенчи пек курӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://vk.ru/wall-43618728_6039770 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.ru/wall-43618728_6039770 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Казахстан президенчӗ оборона министрне отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва Касым-Жомарт Токаев алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ ҫӗршывӑн оборона министрне Даурен Косанова Каспи тинӗсӗнчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн отставкӑна яма йышӑннӑ. Каспи тинӗсӗнчи Ҫарпа тинӗс вӑйӗсен вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ҫавӑн чухне ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен япӑхнӑ, 14 ҫар ҫынни вилнӗ.

Ведомство пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларса янипе пӗрлех Оборона министерствинчи пысӑк должноҫре ларнӑ пилӗк ҫынна тытса чарнӑ.

Сӑмах май каласан, Казахстан президенчӗ 1953 ҫулта Алма-Ата (халӗ Алматы) хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – Кемель Токаев (1923-1986), Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, казах литературинче детективпа приключени жанрне пуҫарса янӑ. Амӑшӗ – Турар Шабарбаева (1931-2000), Алма-Атари ют чӗлхесен педагогика институтӗнче ӗҫленӗ. К.К. Токаев 1975 ҫулта Мускаври халӑхсем хушшинчи патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-43618728_6039770
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пушар тухнӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑрӑм ялӗнче мунча тата пӳрт ҫунать. Малтан пушар мунчара тухнӑ, кайран вут-ҫулӑм пӳрте тата хуралтӑсене ярса илнӗ.

Пушара 1-БИС текен ранг панӑ. Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пушар тухнӑ ҫуртпа юнашар пӳрте вут-ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ. Инкекре ҫынсем пиҫсе кайса е сӗрӗмпе наркӑмӑшланса шар курман.

Пушар мӗнрен тухнине специалистсем палӑртӗҫ.

Пушара пула шар курнине укҫа ҫине куҫарса хакласан, вӑл кил хуҫисене калама ҫук пысӑк хуйхӑ илсе ҫитернине тавҫӑрма йывӑр мар. «Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть», — тесе ваттисем ахальтен каламан.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaDipY9OWKE
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри пӗр студент хӑйӗн банк карттисене ют ҫынсене панӑ.

Республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан 19 ҫулти каччӑ банк карттисене ют ҫынсене 8500 тенкӗпе сутса янӑ.

Асӑннӑ карттӑсем пулӑшнипе ултавҫӑсем Чулхула арҫыннине 2 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.

Пуҫиле шырав ӗҫӗн ӗҫченӗсем банк карттисен хуҫине, Чӑваш Енри студента, тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 187-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку вӑл укҫана саккуна пӑсса куҫарнишӗн тенине пӗлтерет.

Шупашкарти каччӑна 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Пӗр енчен, пӗчӗк ача та мар пек, банк карттине ҫынна сутса лармалла маррине ӑнланмалла пек. Ун пирки йӗрке хуралҫисем те час-часах асӑрхаттараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре автобус рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑра «Автобус» рейд иртнӗ. Ҫавӑн чухне ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Вӑл тухтӑр патӗнче тӗрӗсленме килӗшмен. Ҫавна май Раҫҫейӗн правӑна административлӑ майпа пӑснин ҫинчен калакан кодексӗн 12.26-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 45 пин тенкӗ таран штрафлама тата водитель прависӗр ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа 2 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ.

Рейд вӑхӑтӗнче 597 автобус тӗрӗсленӗ, 108 материал ҫырнӑ. 19 тӗслӗхре водительсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхмасӑр ҫӳренӗ, пассажирсене турттармалли правилӑна 6 хутчен пӑснӑ, техника енчен кӑлтӑк 6 хутчен тупса палӑртнӑ.

Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра автобуспа ҫыхӑннӑ инкекре 2 ҫын вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче Ленин Комсомолӗн урамӗнче «зебра» ҫинче хӗрарӑмпа хӗрачана таптаса кайнӑ автокран водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 36 хутчен явап тыттарнӑ. Ытларахӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.

Аса илтерер: инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.

Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын ӳсӗр пуҫпа артистланма тапранса кайнӑ.

«Ауди» ҫулпа унталла та кунталла пӑрӑнса кайса пынине асӑрхасан пакунлисем ӑна чарнӑ. Руль умӗнчине алкотестерпа тӗрӗсленӗ те пӗр литр юнра 1,430 миллиграмм спирт пулнине палӑртнӑ. Водитель тухтӑрсем патне кайса тӗрӗсленме килӗшмен, хӑйӗн вара водитель удостоверенийӗ те пулман.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем умӗнче арҫын хытах артистланма тапранса кайнӑ: ӳкӗннӗҫи те пулнӑ, унтан пакунлисене кӳренсе кӑтартнӑ, ҫул ҫине тухса ларнӑ. Анчах машинӑна пӗрех штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Кайран арҫын йӗрке хуралҫисем машинӑна хӑйсене ӗҫпе кирлӗ пулнӑран илсе кайрӗҫ тесе евитлесе шӑнкӑравланӑ.

Халӗ ӑна суйса шӑнкӑравланӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaDSGogOOcM
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 479
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть