Пойковскинчи (ХМАО) наци культурисен центрне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ халӑх культурине ҫутатакан пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗнӗ баянсем калама, параппан ҫапма пултараҫҫӗ.
Центрта славян нацисен тата Ҫурҫӗр Кавказ, Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан халӑхӗсен пӗрлешӗвӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тӗнчери халӑхсен культурине, йӑли-йӗркине, историне уҫса кӑтартакан мероприятисем ирттереҫҫӗ, наци организацийӗсемпе тата ҫамрӑксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ.
Халӗ наци культурисен центрӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗ — Раҫҫей кунӗ — валли хатӗрленеҫҫӗ. Центр ӗҫтешӗсем курав залӗн ӗҫне йӗркелесшӗн. Экспозицире наци костюмӗсене кӑтартӗҫ. Пуш уйӑхӗнче Чӑваш Енрен пирвайхи костюмсем ҫитмелле. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пойковскинче «Алӗҫ картишӗ» ярмӑрккӑ та йӗркеленмелле.
Пӗлтӗрсене эпир Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗн ҫуртне сутса яма шухӑш тытни пирки пӗлтерсеччӗ. Юнкун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ та имӗш — ҫурта Нефтекамск хулинчи усламҫӑна Марат Хафизова сутса янӑ.
«Коммерсант-Уфа» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртшӑн ыйтнинчен икӗ хут пысӑкрах хак панӑ — пурӗ 5,23 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ пулать. Ҫапла май ҫурта 25 ҫуллӑха Марат Хафизова тара парӗҫ. Аукционра пурӗ тӑваттӑн хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче малтан «Лукойл-Уралнефтепродукт» топ менеджерӗ пулса ӗҫленӗ Марат Хасановӑн компанийӗ те пулнӑ имӗш.
Аса илтеретпӗр, аукционра ҫӗнтерекене ҫурта 25 ҫуллӑха тара парӗҫ, хакӗ — пӗр тӑваткалшӑн 1 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле ҫурт 728 тӑваткал метр йышӑнать. Марат Хафизовӑн халь икӗ ҫул хушшинче ҫак ҫурта юсаса ҫӗнетме тивӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуртӑн 1-мӗш хучӗ — 187, 7 тв. м. — Чӑваш вырсарни шкулне куҫмалла. Ытти лаптӑкпа ҫӗнӗ хуҫа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарӗ — офиссем йӗркелеме, усламҫӑсене тара пама. Хальхи вӑхӑтччен вара пӗтӗм ҫуртпа Чӑваш вырсарни шкулӗ усӑ курнӑ.
Ку ҫурта 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ пулнӑ.
Кӑҫал ҫӑмарта хакланса кайнине ӑна лавккара илекенсем сисрӗҫ ӗнтӗ. Сутакансемшӗн лайӑх ҫакӑ, анчах укҫа парса илекенсене «ҫыртать». Ара, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӑмарта 14 процент хакланнӑ, ҫурла–юпа уйӑхӗсенче хак 35 процент хӑпарса кайнӑ. Раҫҫейӗн кайӑк-кӗшӗк союзӗнче ҫакна сезонлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, комбикорм хакланнипе тата суту-илӳ предпрятийӗсем самай ӳстерсе сутнипе сӑлтавланӑ.
Ҫапах та ытти апат-ҫимӗҫпе танлаштарсан ҫӑмартана специалистсем ытлашши питӗ хакланаканнисен шутне кӗртмеҫҫӗ. Ҫапах та монополипе кӗрешекен служба ҫак ҫимӗҫ хакланнин сӑлтавне тӗрӗсленӗ май Иваново облаҫӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикисем тата Пушкӑртстанри курттӑм туянакансемпе пысӑк сутуилӳ сечӗсем хака каварлашса хӑпартнине асӑрханӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе парсан вӗсене штрафлӗҫ.
Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ.
Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ.
Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш).
Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ.
Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ.
Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ.
Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ.
Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ.
Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.
«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.
Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулне вырӑнти влаҫсем сутас шухӑш тытнӑ иккен. Паян унта 100 ытла ача ӑс пухать-мӗн. Унта пӗлӳ илес кӑмӑллисем татах пур иккен, анчах вырӑн ҫитменнине кура мӗн пуррипе ҫырлахма тивет.
Шкула мэри йӳнӗ хакпа такама тара парасшӑн имӗш. Ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрне пӗр тенкӗпе хаклаҫҫӗ пулать. Ҫапла утӑм патне ҫитнине хула влаҫӗсем ҫурт киввипе, вӑл ишӗлме тытӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Ӗпхӗвӗн арххӳтӗлевӗ» юхӑмӑн ертӳҫи Владимир Захаров апла пӗтӗмлетнипе килӗшмест. «Ҫурт ҫирӗпех ларать, васкавлӑ юсав кирлӗ мар ӑна», — ӗнентерет иккен вӑл. Владимир Захаров шучӗпе ҫурта илем кӳме юсани те ҫителӗклӗ.
Вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов вара шкул ҫуртне сутлӑха кӑларасси пирки хальлӗхе вӗсене официаллӑ майпа никам та систерменнине палӑртнӑ. Анчах шкула такамсем вӗҫӗмех пырса пӑхаҫҫӗ, сӑн ӳкерсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Ҫурта тул енчен илем кӗртмеллипе, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Иван Тарасов килӗшет. Кун валли укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗр пуянсем те пур-мӗн: нефть комапнийӗсенчен пӗри «кӗмӗлпе» пулӑшма шантарать иккен.
Шкул ҫурчӗн историне илсен, ӑна 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен.
«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ.
Нумаях пулмасть Ӗпхӳ хулинчи вырсарни шкулӗнче кӑҫал ҫичӗ чӗлхепе пичетленнӗ «Нарпси» поэмӑн хаклавне ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫичӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ кӗнекене вырӑсла (Б. Иринина куҫарнӑ), тутарла (Ш. Муддарис), пушкӑртла (Мустай Карим хутшӑннипе Р. Кали куҫарнӑ), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Рона-Таш хутшӑннипе А. Беде куҫарнӑ) кӑҫал пичетленӗ. Ҫапла кӑларма Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай шут тытнӑ иккен. Вӑлах — кӗнекене хатӗрлекенӗ тата редакторӗ.
Кӗнеке хуплашкине Чӑваш халӑх ӳнерҫи Владимир Агеев 1973 ҫулта ӳкернӗ «Нарспипе Сетнер» ӳкерчӗк илемлетет. Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ тата публицист Атнер Хусанкай ҫырнӑ «Нарспи ҫути» статья вӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |