Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр.
Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).
Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать.
//сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районне Пушкӑртстанри делегаци килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ятарласа «Бичурин тата хальхи самана» музейре экскурси йӗркеленӗ. Ҫак музейре ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем час-часах пулаҫҫӗ.
Пушкӑртстанпа Чӑваш Ен тахҫантапах туслӑ пурӑнать. Пушкӑрт Республики Чӑваш Енпе экономикӑри, сут-илӳри чылай тытӑмра ҫыхӑнса ӗҫлет. Кӳршӗ республикӑра 120 яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти чӑваш диаспори — Раҫҫейре нумай йышлисенчен пӗри.
Сӑмах май, 1994 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку историри ҫӗнӗ страницӑна уҫнӑ.
Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчен килнӗ хӑнасем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлахӗпе Г.И.Егоровӑпа музей залӗсенче пулнӑ, ӗлӗкхи чӑвашсен культурипе, йӑлипе, Шупашкар районӗн историйӗпе, пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗрти хресчен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗпе паллашнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хӑнасене Сандра Пиклӑн скульптура композицийӗ уйрӑмах килӗшнӗ.
«Тӑван халӑх историне упранӑшӑн тав тӑватпӑр» — ҫапла ҫырнӑ хӑнасем музей кӗнекинче. Шупашкар районӗпе Пушкӑртстанри Аургазинск районӗ социаллӑ экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи Чунҫӳрев ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫула тухать. Чӑваш халӑхӗпе тата унӑн авалхи историйӗпе ҫыхӑннӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен тата пултаруллӑ интеллигенцийӗн ҫулҫӳревне чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ 25-мӗш хут ирттерет.
Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).
Хутшӑнас тесен аслисем валли хакӗ 14 пин, студентсемпе ачасемшӗн — 5 пин. Ыйтусем пулсан 8-927-667-93-23 номерпа шӑнкӑравласа ыйтма пулать.
Нумаях пулмасть Питӗр хулинчи Наци литературисен вулавӑшӗнче кӑсӑклӑ каҫ иртнӗ. Унта Дина Гаврилова (унӑн чӑн ячӗ Надежда Григоренко иккен) ҫыравҫӑн хӑйӗн кӗнекисем пирки калса кӑтартнӑ, пултарулӑхри ӑнӑҫсемпе паллаштарнӑ. Дина калавсемпе шӳтлӗ хайлавсем ҫырать-мӗн.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хаваслӑ лару-тӑрура иртнӗ. Унта Питӗртен пурӑнакан тӗрлӗ ӑрури чӑвашсем пухӑннӑ. Красноярскра ҫуралнӑ эстони хӗрарӑмӗ, хӑйӗнпе Вера тесе паллаштарнӑскер те унта пулнӑ-мӗн.
Дина Гаврилова пирки каласан, вӑл Пушкӑртстанри пысӑках мар чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫырма иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тытӑннӑ. Малтан ҫывӑх ҫынсем валли шӑрҫаланӑ. Калавсен шучӗ йышланса кайсан кӗнекене пухса кӑларнӑ. Паянхи кун тӗлне вӑл виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
Уява «Парне» ансамблӗн чӑвашла юррисем тӑснӑ. Гурий Жачев ятлӑ ҫамрӑк фортепианӑпа каланӑ.
Чӑвашсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери ассамблейин VI Курултайне хутшӑннӑ. Пуху ҫу уйӑхӗн 23–27-мӗшӗсенче Казахстанри Туран хулинче иртнӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат мероприятие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Чӑвашсен ушкӑнне хӑй вӑхӑтӗнче Тольяттинче чӑвашсен наципе автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Алексей Глухов ертсе пынӑ иккен. Форума пӗтӗмпе 200-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Грузирен, Канадӑран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Молдавинчен, Таджикистанран, Узбекистанран пухӑннӑ.
Пирӗн Раҫҫее илсен Курултая Пушкӑртсан, Тутарстан, Хакаси, Якути, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкеск, Дагестан республикисенче, Ставрополь енӗнче, Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗсем пырса ҫитнӗ. Официаллӑ ӗҫре тӑрӑшакансен ячӗпе пухӑва Азербайджанпа Молдави парламенчӗсен депутачӗсем хутшӑннӑ-мӗн. Сӑмах май, унта пирӗн республикӑн ертӳҫисене те чӗннӗ пулать, анчах вӗсем вӑхӑт хӗсӗккине кура каяйман имӗш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Николай Угасловӑн та инҫе ҫула ҫывӑхлатма май килмен-мӗн.
Паян Владимир Путин вӑхӑчӗ ҫитмен пулин те Чулхула облаҫӗн кӗпернаттӑрне Валерий Шанцева тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхне Рустэм Хамитова отставкӑна янӑ. Тӗллевӗ — иккӗшне те кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава хутшӑнма май туса парасси.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе тӗл пулнӑ май Шанцев хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫ-пуҫ лайӑх пыни пирки пӗлтернӗ — регионти пӗтӗмӗшле продукци шайӗ, ҫурт-йӗр хӑпартасси ӳснӗ имӗш. Владимир Владимировичӑн «ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсене» те пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Валерий Шанцевӑн калаҫӑвне итленӗ хыҫҫӑн Президент ун шухӑшӗпе хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ.
Рустэм Хамитов вара хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫсӗррисен йышӗ пӗчӗк пулнине пӗлтернӗ, социаллӑ кӑтартусем вара — пысӑк шайра. Ҫакна шута илсе Владимир Путин хальхи пуҫлӑхӑн суйлавра ҫӗнтерме шанчӑкӗ пысӑк пулнине пӗлтернӗ, отставкине йышӑннӑ.
Ака тата ҫу уйӑхӗнче Раҫҫейри тата темиҫе тӑрӑх пуҫлӑхӗсем отставкӑна кайнӑччӗ — вӗсем те авӑн уйӑхӗнчи суйлава хутшӑнма тӗв тӑваҫҫӗ. Ҫаксен йышӗнче Егор Борисова (Якути), Алексей Орлова (Калмыки), Юрий Берга (Ӗремпур облаҫӗ), Олег Кувшинникова (Вологда облаҫӗ), Марина Ковтуна (Мурманск облаҫӗ), Олег Королева (Липецк облаҫӗ), Александр Михайлова (Курск облаҫӗ) тата Владимир Якушева (Тӗмен облаҫӗ) асӑнма пулать.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррин регионсем хушшинчи XIX фестивалӗ иртмелле. Кӑҫал унта Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр тата Сарӑту облаҫӗсенчи, Красноярск енӗнчи тата хамӑр тӑрӑхри (Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи) юрӑҫсем хутшӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем пурӗ 27 заявка ҫитнине хыпарлаҫҫӗ. Фестивале 16 ҫултан пуҫласа 35 ҫул таранхисене пухма шутланӑ иккен.
Конкурса пынисен чӑвашла икӗ юрӑ шӑрантармалла. Жанрӗ тӗрлӗрен пулма пултарать: хальхи вӑхӑтри эстрада юрри те, автор юрри те, аранжировкӑпа поп, рок, хип-хоп, джаз евӗр илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри те.
Юрӑҫсен ӑсталӑхне «Гран-при», «Чи лайӑх вокалист», «Хӗрарӑмсен чи лайӑх вокал ансамблӗ», «Арҫынсен чи лайӑх вокла ансамблӗ», «Чи лайӑх вокалпа инструмент ансамблӗ» номинацисемпе хаклӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк хуласен кинематографне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери VII кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче чысланӑ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн 50 ытла мероприяти пулнӑ: кино кӑтартасси, тӗлпулусем, ҫавра сӗтелсем, пресс-конференцисем. «Чи лайӑх фильм» номинацире Марина Калинина режиссерӑн (Якути) «Семенчик» вӑйӑ картини ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире Сергей Потаповӑн (Якути) «Подснежники» фильмӗ мала тухнӑ.
«Чи лайӑх оператор ӗҫӗ» номинацире «Булаг» фильмӑн операторӗ Дмитрий Ильков (Буряти) ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх актер ӗҫӗ» номинацире «Подснежники» фильмра тӗп роле вылякан Геннадий Турантаев (Якути) палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценарий» — Айнур Аскаровӑн «Горький мед» фильмӗ (Пушкӑртстан). Андрей Васильевӑн «Нарспи» фильмӗ жюрин ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ (Чӑваш Ен).
Наци киностуди фильмӗсен конкурс программинче «Белый день» фильмӑн операторӗ Иннокентий Амосов (Якути) тивӗҫнӗ.
Вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗнче жюрин ятарлӑ парнине «Летящие по ветру листья» фильм (Раҫҫей) тата «Деливеранс» фильм (Раҫҫей) тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн Курултайӗ Пушкӑртстанри тутарсем пурӑнакан пая Тутарстанпа пӗрлештерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Съезд резолюцине ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Звезда Поволжья» хаҫатра пичетленӗ.
Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче тутарсен йышӗ — иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗш вырӑнта, паллах, Тутарстан). Съезд шухӑшӗпе, тутарсен ушкӑнне культурӑпа вӗренӳ ыйтӑвӗсене уҫӑмлатас, республикӑн политика ертӳлӗхӗн шайӗнче вӗсен ыйтӑвӗсене шута илес ҫӗрте хӗсӗрлеҫҫӗ-мӗн.
«Пушкӑртстанри тутарсен йышӗ Тутарстанра пурӑнакансеннипе танах. Анчах вӗсем хӑйсен нацине аталантарас тӗллевпе патшалӑх тата ытти пулӑшупа усӑ курманпа пӗрех. Курултай кунашкаллине хирӗҫ. Тутарсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ тата пайланман халӑхӗ. Вӗсем нацие аталантармашкӑн Раҫҫейӗн ытти халӑхӗпе танах тивӗҫлӗ», — тенӗ резолюцире.
Ҫавӑнпа Курултай, пӗрремӗшӗнчен, Пушкӑртстанра тутар чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хума тӗллевленнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, референдум йӗркелесшӗн («тутар халӑхӗллӗ Уфимск кӗпернин пайне Тутарстанпа пӗрлештересси»).
Аса илтермелле: 2012 ҫулхи кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашне республика чиккине пӑхса тухма сӗннӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнче кинофестивалӗ уҫӑлнӑ. Унпа килӗшӳллӗн халӑх фильмӗсен конкурсӗ иртет. Ку — пӗрремӗш хут.
Наци киностудисен конкурсне Якути, Хакаси, Пушкӑртстан, Буряти, Тутартсан, Чаваш Ен авторӗсем хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе 12 фильм, 14 картина кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурса хутшӑнман 40 ытла картина курма май пулӗ.
Конкурс жюрийӗсем — Глеб Панфилов режиссер, Инна Чурикова актриса, Корейӑри кино тӗпчевҫи Хонг Сангву, Узбекистанри режиссер тата сценарист Камара Камалова, Чилири кинорежиссер тата сценарист Себастьян Аларкон. Ыран Шупашкара фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров тата Александр Панкратов-Черный актер килӗҫ.
Фильмсене Шупашкарта, Улатӑрта, Патӑрьел тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кӑтартӗҫ. Фестиваль программин директорӗ Сергей Лаврентьев киновед пресс-конференцире темиҫе ҫул каялла кинематографи ытла аталанманнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Якутире, Хакасире. Тутарстанпа Пушкӑртстанра та ку енӗпе ытлах ӗҫлемен-мӗн.
Сергей Лаврентьев каланӑ тӑрӑх, халӑх киновӗсен суйлавӗ пулман. Чи лайӑххисене суйласси пӗлтерӗшлех мар-мӗн. Чи кирли — ҫак тӑрӑхсенче кинопроизводство «ӗҫлеме» тытӑнни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |