
Муркаш районӗнчи прокуратура ачасем валли чарӑну тума хистенӗ.
Калайкассинчи вӑтам шкул умӗнче автобус кӗтсе тӑма ятарлӑ вырӑн пулман. Юр-ҫумӑр ҫунӑ чухне автобус кӗтсе тӑма пушшех те япӑх.
Прокуратура шкул умӗнче чарӑну туса пама хистенине кура халӗ район администрацийӗ ӑна вырнаҫтарнӑ.

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.
Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.
Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

Паян Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ку инкек кӑнтӑрла Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота Камри» пӑрӑнма тӑнӑ чухне машинӑсем пуррипе-ҫуккине лайӑх пӑхман, ун ҫине «Форд» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑнсан «Камри» тротуар ҫине тухса кайнӑ та мороженӑй сутакан павильона пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта 13 ҫулти хӗрача пулнӑ.
Телее, ача вӑйлӑ аманман, ҫапах ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ.

Канашри «Хуҫалӑхпа эксплуатаци служби» унитарлӑ пердприяти ертӳҫи шанӑҫран тухнӑ. Ҫавна пула ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Муниципалитетӑн хысна учрежденийӗн директорӗ 2023 тата 2024 ҫулсенче илнӗ тупӑш, пурлӑх пирки пӗлтермен.
Коррупцие хирӗҫ тӑрассипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнманшӑн прокуратура вырӑнти администрацие асӑннӑ пуҫлӑха ӗҫрен кӑларма ыйтса асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.

Паян Канашра Йӗпреҫ ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӗ гаражра икӗ арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки хыпар экстреннӑй службӑсене 11 сехетре ҫитнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1962 ҫулта ҫуралнӑскерсем сӗрӗмлӗ газпа наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсем гаражри нӳхрепрен бензин насосӗпе шыв кӑларнӑ.
Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Канашри районсен хушшинчи прокурорӗ Сергей Алексеев вырӑна ҫитнӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.
Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

Етӗрнере пурӑнакан пер хӗрарӑм налук тӳлемен. Ӑна вырӑнти прокуратура РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Хӗрарӑм 2022 ҫулшӑн налук тӳлемеллине пӗлнӗ пулин те тӳлеме васкаман. Унран та ытларах — пурлӑха сутса тунӑ тупӑша пӗчӗклетсе кӑтартнӑ. Ҫапла вара вӑл 3,5 миллион ытларах тенкӗ налук тӳлемен.
Суд ӑна 100 пин тенке штраф хурса панӑ. Налука вара тӳлемех тивӗ.

Шупашкарти «Спартак» стадиона укса тӳлесе кӗмелле. Чупма юратакансем унччен тӳлевсӗрех кӗнӗ, чун каниччен чупма пултарнӑ. Халӗ вара 1 сехетшӗн 130 тенкӗ тӳлемелле.
Ҫӗнӗ йӗрке ута уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Стадиона чупма пырас тесен малтан регистрациленмелле тата укҫа тӳлемелле иккен.
Чӑваш Ен прокуратури стадион укҫа тӳлеттерме йышӑнни саккунпа килӗшӳллӗн пулса пынипе пыманнине тӗрӗслеме йышӑннӑ.

рокуратуру Шемуршинского района обратились два пенсионера, прожШӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан икӗ ватӑ ҫын пластик чӳрече ларттарас тенӗ. Усламҫӑпа вӗсем сӑмахпа калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.
Хайхи ватӑсен килӗсенчи чӳречесене пластикран лартса пама шантарнӑ. Ӗҫшӗн пӗри 65 пин тенкӗ тӳлесе хунӑ, тепри — 40 пин.
Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, чӳрече лартакан килмен те килмен. Ҫавна хайхи этем укҫа-тенкӗ енчен йыварлӑха кӗрсе ӳкнипе сӑлтавланӑ. Анчах ватӑсем алӑ усса ларман, йӗрке хуралҫисен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура вӗсене хӳтӗлесе Патӑрьел районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Ватӑсене укҫана тавӑрса памалла тунӑ.
