Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Прокуратура

Шупашкар район прокуратури Шемшер ялӗнчи шкула уҫтармалла тунӑ. Ялта хӑтлӑ шкул пур ҫинче ачасен урӑх ҫӗре вӗренме ҫӳреме тивни пирки Ювеналий Скворцов хастара вӑл тӑрӑхри ҫынсем систернӗ-мӗн. Кӗҫех ҫак пулӑмпа Шупашкар район прокуратури кӑсӑкланса каять, тӗпчеме пуҫлать иккен.

Шемшер шкулне икӗ ҫул каялла, авӑн уйӑхӗнче, хупса хунӑ. Унччен ҫавӑнта 7–15 ҫулсенчи 30 ача ӑс пухнӑ. Шкулӑн ӗҫлеме лицензи пулнӑ, ҫурт санитари тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн нормисемпе килӗшсе тӑнӑ. Ачасене вырӑнти шкулсӑр хӑварни пирки ашшӗ-амӑшӗ республикӑн Вӗренӳ министерствине те евителнӗ иккен, анчах вӗсене унтан Шупашкар район администрацийӗ ӑнлантарнине тӗпе хурса хуравланӑ пулать. Ҫынсем вара шӑпах ҫав йышӑну пирки ҫӑхавланӑ-мӗн те...

Шемшер тӑрӑхӗнчи ачасен интересне хӳтӗлесе прокуратура судах ҫитнӗ. Унта шкула уҫмалла тесе йышӑннӑ. Йышӑнӑва вӗҫне епле ҫитерессине район прокурорӗ тӗрӗслесе тӑрӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Вӗренӳ министерствин виҫӗ ӗҫченне ачасен тӗп гарантийӗсене тата ҫынсен ҫырӑвӗсене пӑхса тухассин йӗркине пӑснишӗн штрафлама йышӑннӑ иккен.

Малалла...

 

Канашлура
Канашлура

Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем надзор органӗсем тӗрӗслесе халтан яраҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнине нумаях пулмасть федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров патӗнче иртнӗ канашлура та палӑртнӑччӗ. Паян, ав, ку ыйту патне тӗрӗслевпе надзор органӗсен тухӑҫлӑхне сӳтсе явакан ведомствӑсен хушшинчи канашлура хускатнӑ иккен. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Унта пухӑннӑ тӳре-шара прокуратурӑна тата монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службӑна уйрӑмах ӳпкеленӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем ытларах тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.

Хӑйсен сӑмахне ҫирӗплетме муниципалитетсем цифрӑсемех илсе кӑтартнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта муниципалитетсенче тӗрлӗ орган 10 пин ытла тӗрӗслевпе надзор мероприятийӗ ирттернӗ. Вӗсен шутӗнче 7,9 пин хутчен ыйтса ҫырнӑ хутсем ҫитнӗ иккен. Вӑл шутран 600 тӗслӗхӗнче кирлӗ информацие уҫӑ ҫӑлкуҫсене вырнаҫтарнӑскерсем пулнӑ иккен.

Муниципалитетсене пӗтӗмпе 133 хутчен 1,085 миллион тенкӗлӗх штарфланӑ иккен. Ҫав шутран 41 процентне монополипе кӗрешекенсем ҫырса панӑ, 38 процентне — прокуратура, ӳркенмесӗрех шутланӑ муниципалитетсем.

Малалла...

 

Ҫак материала ҫырма пуҫлас умӗн совет саманинчи паллӑ пӗр камитри персонаж: «Эпӗ айӑплӑ мар. Вӑл хӑй килчӗ», — тени асӑма килчӗ. «Пире айӑпламалла мар, пулӑшмалла», — тӗмсӗлнӗ иккен тӳре-шара тӗрӗслев органӗсене — прокуратурӑна, Федерацин монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службине, Роспотребнадзора — федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров патӗнче иртнӗ кӗҫнерникунхи канашлура.

Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев тӗрӗслевҫӗсем профилактика енӗпе ытларах ӗҫлеме тытӑннине палӑртнӑ. Ҫапах та ял тӑрӑхӗсене ҫӑмӑлах мар иккен. Кӑҫалхи ҫур ҫула илсен тӗрӗслевсен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ — планпа палӑртманнисем. Пӗтӗмпе 133 хутчен миллион тенкӗ ытлалӑх административлӑ штраф ҫырса панӑ.

Профилактика пирки калаҫнӑ май, ку енпе ӗҫлессине тимлӗх нумай уйӑратпӑр тесе палӑртнӑ монополипе кӗрешекенсем. Тӳре-шара сехрине хӑпартас мар тесе тӗллев лартнине Чӑваш Ен прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев та палӑртнӑ. Унтан та ытларах — прокуратура ытти надзор органӗ пули-пулми тӗрӗслеменнине те сӑнаса тӑрать-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/rnews.html?id=52495
 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та