Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Районти Акатуя ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти.
Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра...
Гран-прие Ехремкасси ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене Мӑн Вылӑ, Питӗшкасси, Ураскилт, Тенеяль ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӑлкӑш, Крымсарайкӑ, Чӑваш Сурӑм, Юнтапа. Тавӑтпа Шӗмшеше виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫ тесе палӑртнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, никама та кӳрентермен — пурне те вырӑн парса тухнӑ. Элӗк ял тӑрӑхӗн куравне куракансене килӗшни тесе хакланӑ.
