Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Чӑвашавтотранс ҫӗнӗ рейс уҫнӑ. Вӑл Шупашкартан Питӗре ҫӳрӗ. 700-мӗш номерлӗ автобус кашни эрнекун ирхи 8 сехетре Шупашкартан тапранса кайӗ. Паян вӑл ҫула тухнӑ ӗнтӗ.
Автобус ҫул ҫинче 24 сехет пулать. Билет хакӗ – 2500 тенкӗ. Ҫурҫӗрти тӗп хулана ҫӳрекен рейса ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен янӑ.
Автобус Питӗртен вырсарникун ирхи 8 сехетре тухӗ. Сӑмах май, Шупашкарти тӗп автовокзалтан та Питӗре кайма пулать. Унтан автобус ытларикун ирхи 9 сехетре ҫула тухать.
Тӗрлӗ шайри тӳре-шарана Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑнни тӑрӑх «Медиалогия» компани рейтинг вӗҫӗмех хатӗрлет. Ҫу уйӑхӗнче чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов ака уйӑхӗнчинчен 7 йӗрке чакнӑ. Ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи пуш уйӑхӗнчинчен 8 утӑм чакнӑ.
Танлаштарӑмра Питӗр спикерӗ Вячеслав Макаров, Мускаври Алексей Шапошников тата Крымри Владимир Константинов малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи сахал асӑнаканни — Мари Элти Юрий Минаков.
Маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗнче 2 йӗрке ҫухатнине пӗлтернӗччӗ. Малтан вӑл 34-мӗш йӗркере пулнӑ тенӗччӗ вӑл хыпарта. Ун чухне МИХсем пуринчен ытла Мускав мэрне Сергей Собянина, Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова асӑннине пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн обществӑлла палати чи ыркӑмӑллӑ 10 хула ятне пӗлтернӗ. Вӗсен шутне Шупашкар та кӗнӗ. Танлаштарӑма ҫуркунне пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртнӗ «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» экологи акцийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. «Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хула ҫыннисем экологи мероприятийӗсене ыттисенчен ытларах йӗркеленӗ», — обществӑлла палатӑн пресс-службинче ҫапла пӗлтернӗ.
Чи ыркӑмӑллӑ хула шутне Питӗр хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Мускав облаҫӗнчи Химки хули. Виҫҫӗмӗш — Кронштадт. Шупашкар ҫиччӗмӗш йӗркене тивӗҫнӗ. Мускав вара — саккӑрмӗш кӑна. Унсӑрӑн пуҫне чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен йышне Хусанпа Чӗмпӗр (4-мӗшпе 5-мӗш вырӑнсем), Чулхула (10-мӗш вырӑн) кӗнӗ.
«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ регионсен тасалӑхне тишкернӗ. Хальхинче вӗсем ҫуркуннехи кӑтартусене шута илнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи таса регионсен танлаштарӑмне кӗнӗ. Чӑваш Ен чи таса пилӗк регион йышне лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Малти вырӑна кам йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Алтай крайӗпе Алтай Республики пайланӑ. Чӑваш Ен — 4-мӗш вырӑнта.
Малти 10 регион йышне Чӗмпӗр, Белгород облаҫӗсем, Мускав, Питӗр хулисем, Ростов тата Курск облаҫӗсем лекнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Курган, Иркутск облаҫӗсем, Бурят Республики, Севастополь хули, Ӗренпур, Мускав облаҫӗсем тата Ленинградпа Свердловск, Челепи облаҫӗсем.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене парӑма парса татасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурне те шалу тӳлесе татнӑ.
Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева шӑнкӑравласах пӗлтернӗ. Ара, Михаил Васильевич Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче вӗт.
Аса илтерер: предприяти ӗҫченсен парӑмне татас тесе банкран 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑ. Ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче укҫа куҫарса панӑ. Предприяти кредита мӗнле парса татасси пирки нимӗн те паллӑ мар.
Чӑваш Ен инвестици енчен илӗртӳллӗ регион шутланать. Ҫакна паян Питӗрте иртекен пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче пӗлтернӗ. Инвестици енчен илӗртӳллисен наци танлаштарӑмӗнче пирӗн республика унчченхи ҫул улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан, халӗ вӑл — иккӗмӗш. Стратегилле пуҫарусем енӗпе ӗҫлекен агентствӑн тӗп директорӗ Светлана Чупшева Чӑваш Ен ку танлаштарӑмра мӗнпур кӑтартупа лайӑх енпе палӑрнине асӑнса хӑварнӑ.
Ҫӗршыври 85 регион хушшинче пирӗн тӑрӑх 2-мӗш вырӑн йышӑннинче усламҫӑсене пусахламанни те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Ку шухӑша Сколково шкулӗн президенчӗ Андрей Шаронов пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев усламҫӑсене питех те хакланине тата вӗсене аталанма май туса панине асӑнса хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Канаш районӗнчи Юмансарта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Г.И. Филиппов тӑван ялӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗпер тунӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. Аланьева, Карӑклӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е. Козлов пулнӑ. Ял халӑхӗ те пуҫтарӑннӑ.
«Ҫӗруш кӗперне», объекта ҫапла калаҫҫӗ (вӑл пилӗк пӗр тӑванран чи кӗҫӗннин ячӗ, вӑл пӗчӗкле вилнӗ), тума 360 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Укҫана ял халӑхӗ нимелле пухнӑ. Укҫа парса пулӑшнисен шутӗнче — маларах асӑннӑ Г.И. Филиппов, Мускавра пурӑнакан В.И. Филиппов тата О.В. Филиппов, Питӗрте тӗпленнӗ Н. Яковлева тата С.Г. Филиппов, Юмансарти Г.К. Кириллов. Вӗсем пурте — Юмансарта ҫуралса ӳснӗскерсем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче ҫӗнӗ рейс хушӑнӗ. «РусЛайн» авикомпани самолетсене тунтикунпа юнкунсерен ҫӳреттерме тытӑнӗ.
«Шупашкар — Питӗр» 7R-234-мӗш маршрутпа Пулково аэропорта каякан самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен 16 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 19 сехетре унта ҫитӗ. «Питӗр, Пулково — Шупашкар» маршрутпа 13 сехет те 50 минутра хускалӗ, Шупашкара 16 сехетре ҫитӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолет 2 сехет те 10 минут вӗҫӗ.
Шупашкарти аэропорт пӗлтерни тӑрӑх маларах эпир самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерессине хыпарланӑччӗ.
Сӑмах май, «Псковавиа» компани самолечӗсем те Питӗре унчченхиллех ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |