Чӑваш Ен ҫӗршыври таса регионсен шутне кӗнӗ. Экологи танлаштарӑмне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пирӗн республика ҫӗршывра экологи енӗпе чи таса 10 регионтан тӑххӑрмӑшне йышӑннӑ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркере тӑраканни — Тамбов облаҫӗ. Алтай Республикипе Алтай крайӗ малти иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Курск, Белгород, Мурманск облаҫӗсем, Питӗр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики тата Крым Республики пыраҫҫӗ.
Свердлов облаҫӗнче экологи тӑрӑмӗ пуринчен начарри. Челепирсене те ӑмсанмалла мар — вӗсем 84-мӗш вырӑнта. Мускав облаҫӗ — 83-мӗш йӗркере. Ҫӗршывӑн тӗп хули — Мускав — 23-мӗш йӗрке йышӑннӑ.
Шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Питӗрти чӑвашсен пӗр ушкӑнӗ унти Пески районӗнчи Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчи кӗлле хутшӑннӑ. Ҫав кун ваттисен праҫникӗ пулчӗ.
Питӗр чӑвашӗсем Сергий ҫар ҫыннине (сӑмах чӑвашсенчен пуҫласа Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Сергей Николаевич Бутяков пирки пырать) халалласа литурги, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ чӑвашсен ҫар ҫыннисен ячӗпе панихида иртнӗ.
Питӗрти чӑвашсем кӗлле пынӑ чиркӗве 1781—1787 ҫулсенче П.Е. Егоров архитектор классицизм мелӗпе тунӑ. 1934 ҫулта чиркӗве сирпӗтсе янӑ.
Петр Егоров Чулхула кӗпӗрнийӗнчи Етӗрне уесӗнче 1731 ҫулта ҫуралнӑ.
Питӗрти чӑвашсем халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӳре халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ӑна малтанхи евӗр сӑн кӗртесшӗн.
Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе Наци танлаштарӑмӗнче малти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Вӑл – 8-мӗш вырӑнта.
Танлаштарӑма стратеги пуҫарӑвӗсен агентстви Питӗрти экономика форумӗнче хатӗрленӗ. Малти виҫҫӗмӗш вырӑнсене Тӗмен облаҫӗ, Мускав хули тата Тутарстан йышӑннӑ. Унтан – Питӗр, Тула облаҫӗ, Краснодар крайӗ, Воронеж облаҫӗ, Чӑваш Республики, Мускав облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, Чӑваш Ен танлаштарӑмра 6 йӗрке аяларах аннӑ. 2016 ҫулта вара 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫапах хурламалли ҫук: пирӗн регион танлаштарӑмра темиҫе ҫул ӗнтӗ ТОП-10 списока кӗрет.
Ҫу уйӑхӗн 24–26-мӗш кунӗсенче Питӗр хулинче халӑхсем хушшинчи экономика форумӗ иртнине, унта Чӑваш Енӗн делегацийӗ те хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ӗҫлӗ йышра, аса илтерер, — Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, усламҫӑсемпе «Эсӗ – предприниматель» федераци программине кӗнӗ ҫамрӑк предпрнимательсем.
Питӗрти экономика форумне хутшӑнма пӗр ҫынна 380 пин тенке ларать иккен. Унсӑр пуҫне самолетпа вӗҫнишӗн, хӑна ҫуртӗнче пурӑннишӗн, ресторанта апатланнишӗн тӳлемелле-мӗн. Ҫакна форума хутшӑнакан тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗ Андрей Иванов ҫырса пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗ Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне халалласа укҫа кӑларнӑ. Вӑл — полимертан. Банкнота номиналӗ – 100 тенкӗ. Тираж 20 миллиона яхӑн экземпляр тесе пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ укҫа кӑвакрах симӗс тӗслӗ. Укҫан пиччен енче пултаруллӑ вратарьсем пек пулма ӗмӗтленекен арҫын ача. Тӳнтер енче — ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр футбол мечӗкӗ. Ун ҫинче Раҫҫей картти курӑнать. Футбола юратакансене Раҫҫей ялавӗн тӗсӗпе сӑнланӑ тата тӗнче чемпионачӗ иртекен хуласене асӑнса кайнӑ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Мускав, Питӗр, Калининград, Волгоград, Хусан, Чулхула, Самар, Саранск, Дон ҫинчи Ростов, Екатеринбург тата Сочи хулисенче иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 24–26-мӗш кунӗсенче Питӗр хулинче халӑхсем хушшинчи экономика форумӗ иртӗ. Унта Чӑваш Енӗн делегацийӗ те хутшӑнӗ. Инҫе ҫула республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкӑн тухса кайнӑ. Йышра — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, усламҫӑсемпе «Эсӗ – предприниматель» федераци программине кӗнӗ ҫамрӑк предпрнимательсем.
Михаил Игнатьев ӗҫлӗ тӗл пулусене хутшӑнӗ, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа курнӑҫса ӗҫлӗ ыйтусене сӳтсе явӗ.
Питӗрти форума 1997-мӗш ҫултан йӗркелеме пуҫланӑ. 2006 ҫултанпа ҫак ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ тӑтӑшах хутшӑнать. Ҫирӗм ҫулта форум шайӗ те ӳснӗ, унта тӗрлӗ шайри ҫынсем сӳтсе явакан ыйтусем те экономикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Питӗр хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ хӗвел батарейин модульне вырнаҫтарнӑ катамаран ҫула тухӗ.
Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӗвел элеменчӗллӗ катамаран халиччен те пулман. Катамарана Питӗр хулинче кӑларнӑ, унӑн ҫивиттине ҫурма авӑнакан хӗвел модульне вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модульне тума Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ гетеротытӑмлӑ хӗвел элеменчӗсемпе усӑ курнӑ.
Хӗвел модулӗллӗ катамаран маршручӗ ҫапларах пулӗ: «Питӗр – Мускав – Аҫтӑрхан». Маршрутӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 5 пин км ытла. Инҫе ҫула катамаран Нева, Ока, Атӑл, Кама юханшывӗсемпе кайӗ.
«Эковолна» (чӑв. Экохум) экспедицие Инженер конкурсӗсемпе ӑмӑртавӗсен наци центрӗ йӗркеленӗ.
«Тӗслӗхлӗ ача пахчи» Пӗтӗм Раҫҫейри смотр-конкурсра
Питӗрти Нева районӗнчи 35-мӗш ача пахчи «лауреат-ҫӗнтерӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение чӑваш хӗрарӑмӗ, Елена Архипова, ертсе пырать.
Елена Алексеевна 1964 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапашра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн Питӗре тухса кайнӑ. Унта вӑл 8-мӗш педагогика училищинче вӗреннӗ. Икӗ ача амӑшӗ. Малтан ача пахчинче воспитательте ӗҫленӗ. 2000 ҫулта вӑл А.И. Герцен ячӗллӗ педагогика университетӗнчӗн вӗренсе тухнӑ. Вӗренӳ сферинче 1988 ҫултанпа ӗҫлекенскере ача пахчин пуҫлӑхӗн тилхепине 2002 ҫулта шанса панӑ. Ентешӗмӗрӗн тӗрлӗ Хисеп грамоти, ытти чыслав чылай.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Питӗр хулинче гастрольте пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти артистсем Литейнӑй проспектӗнчи Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине ҫине тухнӑ. Гастрольти пӗрремӗш кун вӗсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кӑтартнӑ, ӗнер — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камите.
Артистсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен яман, «Маттур, маттур!» — тесе пӗр саслӑн кӑшкӑрнӑ. Чӑваш спектаклӗшӗн тунсӑхланӑ куракансем Шупашкарти драма театрӗн артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑлтан киленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |