Питӗрте пурӑнакан Алена Татамирова Шупашкарта иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑннӑ. «Питӗртен ҫак конкурсра юлашки хут 10 ҫул каялла хутшӑннӑ пулнӑ. Малашне кашни ҫул хутшӑнӑпӑр! Пикесем хатӗр пулӑр!» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче асӑннӑ хулари чӑвашсем.
Аленӑна конкурса яма Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Артемий Павлов) тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) хатӗрленӗ.
Тӗнче тетелӗсенче ҫырнине тишкерсен аякри йӑхташӑмӑрсем конкурспа кӑмӑлли сисӗнет. Питӗрсем те, Иркутск тӑрӑхӗнчисем те ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхрисем конкурса тупӑшса тенӗ пек хурлаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хут та пӗлтернӗччӗ.
Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.
Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.
Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Питӗр хулинче Ҫӗрпӳре 60 ҫул каялла ҫуралнӑ контр-адмиралпа, морякпа, 2013 ҫултанпа Мурманск облаҫӗнчи халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ Владимир Воротниковпа сывпуллашӗҫ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче «Подводные лодки России» ушкӑнпа тата Мурманск правительствипе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн хыпарланӑ.
Ӗнер Мурманск облаҫӗнче иртнӗ канашлӑва регион кӗпӗрнаттӑрӗ Марина Ковтун пӗр минут ура ҫинче шӑпӑрт тӑнинчен пуҫланӑ. Марина Ковтун ентешӗмӗр пирки «чӑн-чӑн вырӑс офицерӗ» тесе хакланӑ.
Мурманск облаҫӗ контр-адмирала юлашки ҫула ӑсатма укҫа уйӑрса пулӑшасси паллӑ.
Владимир Воротников Каспири ҫарпа тинӗс аслӑ училищине вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Кузнецов ячӗллӗ Ҫарпа тинӗс академийӗнче пӗлӳ илнӗ, патшалӑх служби енӗпе те вӗреннӗ. Пурнӑсӑн тӗп пайне вӑл Ҫурҫӗр флота халалланӑ.
Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ.
Паян Санкт-Пеьербургри Эрмитажӑн Тӗп штабӗн ҫуртӗнче асӑннӑ хулара енчери VI культура форумӗ уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ культура министрӗ Владимир Мединский, Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Питӗрти 34 пин ҫынлӑ форума Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Кӑҫалхи форума 79 ҫӗршыври делегаци хутшӑнни паллӑ. Ольга Голодец мероприятие уҫнӑ чух калашле, унта ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ.
Форум виҫӗ куна тӑсӑлӗ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта Питӗрти мӗнпур культура учрежденийӗ хутшӑнать.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.
Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран
виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.
Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.
Питӗр хулинче чӑваш художникне вӗлерекенсене паян суд тунӑ. Усал ӗҫ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Питӗрти хваттерте Евграф Пайманов художник виллине тупнӑ. Ырӑ мар хыпара художника пӑхса пурӑннӑ 19 ҫулти хӗр пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем кӗҫех айӑплисене те тупса палӑртнӑ. Сусӑр художника вӗлерме хӗр ҫул ҫитмен паллаканне ыйтнӑ иккен. Ӑна вӑл хваттере мӗнле кӗмеллине ӑнлантарнӑ: хӑйӗнпе сантехник пулӑшуҫи тесе паллаштармалла, мӗншӗн тесен художник килне ҫак специалист килмелле.
Яш сусӑр художника вӗлернӗ хыҫҫӑн килти ҫур миллиона яхӑн укҫана илсе кайнӑ.
Ҫынна вӗлерттернӗ хӗре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха, яша воспитани паракан колоние 8 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Евграф Пайманов 1947 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Питӗрти ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки vistanews.ru портал хыпарлать.
Следстви шухӑшӗпе, пирӗн республикӑра пурӑнакан ҫак арҫын телефонпа шӑнкӑравласа Питӗрти Тихорецк проспектӗнчи пӗр ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫав ҫуртран 40 ҫынна пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тӗрӗслеве тухнӑ. Телее, ҫуртра нимӗнле бомба та пулман. Кӗҫех кам шӑнкӑравлани те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 48 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулни паллӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Питӗр хулинче те чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ. Кун пирки «Клуб чувашского языка Санкт-Петербург» (чӑв. Питӗрти чӑваш чӗлхи клубӗ) ушкӑнра ҫырса пӗлтернӗ.
«Ырӑ кун пултӑр!
Юн кун, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Хисеп ячӗ» темӑна малалла тӗпчӗпӗр! 18 сехет те 30 минутра пурне те Наци литературисен вулавӑшӗнче кӗтетпӗр, Гороховая урамӗ, 41-мӗш ҫурт.
Тӗл пуличчен!» — тесе ҫырнӑ унта.
Сӑмах май, Мускавра та чӑваш чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи курсӗ тӳлевсӗр тесе ҫырнӑ. Унта ҫырӑнас текенсене +79680799852 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗш занятие чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Вӗренӗве Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче (Пысӑк Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш строени). Ҫак хыпара Оксана Антонова пӗлтернӗ.
Ҫӗршывра паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, палӑртакан уяв ятне Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест.
Халӑх шухӑшне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) ыйтӑм ирттернӗ те ҫынсен 48 проценчӗ паянхи куна «канмалли тата тепӗр кун» евӗр йышӑннине палӑртнӑ. Мускавпа Питӗр хулисем политикӑран уйрӑмах аякра тӑнине ҫиеле тухнӑ. Унта пурӑнакансенчен 60 проценчӗ паянхи куна канмалли кун тесе каланӑ, уяв тенисем — ыйтӑма хутшӑннисенчен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ. Хуравлама ыйтнисенчен 16 проценчӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ уяв тесе калама аптӑранӑ.
Сӑмах май, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне палӑртнине паян Шупашкарта 11 пине яхӑн ҫын хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Уяв Хӗрлӗ лапамра иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |