Чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн 20 ҫулхине гимнпа кӗтсе илӗ. Ку ырӑ пуҫару авторӗ — хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лидия Михайлова. Ӑна ҫынсем Лидия Филиппова сӑвӑҫ тесен ытларах пӗлеҫҫӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ЮТВ телеканалпа хӗрарӑмсене телетӗпеле чӗнсе вӗсемпе тӗрлӗ темӑна хускатать.
Гимн авторӗ тата ӑна кам кӗвӗленине тата пуҫласа хӑҫан янӑратассине хаҫатҫӑсем хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
Хаҫатӑн 20 ҫулхине кӗтсе илме хатӗрленӗ май кӑларӑм черетлӗ хутчен сувенир продукцийӗ те кӑларнӑ. Хальхинче — хитре ручка. Унччен те «Республика» логотиплӑ ручка хатӗрленӗччӗ, анчах унчченхин пахалӑхӗ хальхи пекех марччӗ. Ручкӑсӑр пуҫне хаҫат логотипӗллӗ блокнот, чей курки, футболка, сунчӑк пур. Ӳлӗмрен, ав, гимн та пулӗ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин ветеранӗ Римма Алексеева вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ.
Римма Архиповна кӑҫалхи пуш уйӑхен 1-мӗшӗнче 74 ҫул тултармаллаччӗ.
Римма Алексеевӑн пӗрремӗш профессийӗ музыкӑпа ҫыхӑннӑ. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗскер Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче сакӑр ҫул юрланӑ. 1976 ҫулта вӑл Чӑвашрадиона режиссера вырнаҫать, тепӗр икӗ ҫултан телевидение куҫать. Анчах унта та хӑйӗн чунне ҫывӑх юрӑ-кӗвӗ тӗнчине пӑрахмасть — ҫак тематикӑпа телекӑларӑм хыҫҫӑн телекӑларӑм хатӗрлет. Унӑн паллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Чувашия музыкальная».
Компанире 22 ҫул тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Римма Алексеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе пултаруллӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Каршлӑхри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен ҫуртӗнче пулнӑ чух кӑтартса панӑ. Шӑпа ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнипе ваттисен ҫуртне лекнисем патне хаҫатҫӑсем хӑйсен пичет кӑларӑмӗ тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ ыр кӑмӑллӑх акцине ирттернӗ май ҫитнӗ. Ватӑсене сума сунине ЧР парламенчӗн депутачӗ, Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Ванеркин та кӑтартнӑ — унта вӑл парнесемпе ҫитнӗ.
Хаҫатҫӑсем хӑйсемпе пӗрле чӗнсен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева та хирӗҫлемен: мучи-кинемейсене хӑйӗн ҫепӗҫ сассипе савӑнтарнӑ. «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Лидия Филиппова хӑйӗн чуна тивекен сӑввисене вуланӑ, Эрбина Никитина журналист сӗрме купӑспа чех композиторӗн Эденек Фибихӑн «Поэма» хайлавне каласа кӑтартнӑ.
Кӳкеҫри ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакан ҫак мӑшӑра район центрӗнчисем сӑнпа аван пӗлеҫҫӗ. Арӑмӗпе упӑшки тесе те ҫирӗплетеймӗн-ха, анчах туссем кӑна теме те хӗн. Хӗрарӑм кӳмепе ларса пырать, арҫын тӗксе ҫӳрет. Кӳмере ларать пулсан та хӗрарӑм яланах сӑрланса ҫӳрет тата вӑл, хӑйне юратакан кирек епле хӗрарӑм пекех, хаклӑ чулсене кӑмӑллать, сӑрланать.
Чире пула интернат-ҫурта лекнӗ, унтах пӗр-пӗринпе паллашнӑ мӑшӑр пирки хӑй вӑхӑтӗнче Алина Изман журналист «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑччӗ те ун тӑрӑх ҫавсем пӗр ҫемьене тӗвӗленсе пурӑннине пӗлнӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар: сусӑр пулин те пуҫа усман мӑшӑр хӑйсене пурӑнма пӳлӗм туяннӑ. Анчах тӗрлӗ хута туса пӗтерменнине тата ытти хӑш-пӗр йывӑрлӑхра кура вӗсене Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хӑй хӳтлӗхне илнӗ.
Центр малашне те ҫемьене пулӑшса пырӗ.
Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.
Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.
Паян республикӑри мӗнпур районти пекех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Министрсем хӑйсемех мар та, вӗсен ҫумӗсем иккӗн тан: республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова — кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле «Строма» текен акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ Вячеслав Федоров, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов пулнӑ.
Малтанах вӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Горбунов пӳлӗмӗнче халӑха интереслентерекен ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ информаци ушкӑнӗ район тӑрӑх тӗлпулӑва тухса кайнӑ. «Хыпар» тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата районти «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансемпе тӗл пулнӑ.
Мӗнле кӑна танлаштарӑм ҫук пулӗ халӗ! Вӗсен шутне пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкерни те кӗрет.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине Юрий Попова МИХсенче пӗлтӗр сахал асӑннӑ. Ҫӗршыв регионӗсенчи саккун кӑларакан органсене ертсе пыракансене иртнӗ ҫул хаҫат-журналта, радио-телекуравра, элеткрон МИХсенче асӑннипе пирӗн республикӑн спикерӗ 75-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршывра, аса илтеретпӗр, 85 регион. Поповӑн медиаиндексӗ 157,86-па танлашнӑ. Ҫулталӑкра ӑна журналистсем 946 хутчен аса илнӗ.
Сӑмах май, Юрий Попов Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн парламентӑн спикерӗнчен те МИХсем сахалтарах асӑннисем — Чӗмпӗр облаҫӗн тата Мари Элӗн саккун кӑларакан органӗсен ертӳҫисем.
МИХсем уйрӑмах асӑнма кӑмӑллаканни — Крымри Владимир Константинов. Тутарстанӑн спикерне
Фарид Мухаметшина тата Севастопольти спикера Алексей Чалыя та МИХсем кӑмӑллаҫҫӗ. Курск облаҫӗнчи Татьяна Воронина тата Хабаровск крайӗнчи Виктор Чудов медиаиндексӗ ытла та начар.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗ. Унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура граждан обществинче МИХсен рольне пысӑклатас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Калаҫу сехет ҫурӑна тӑсӑлнӑ. Леонид Волков чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл телекуравра Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе паллаштаракан тепӗр ярӑм тума сӗннӗ. Унтах Владимир Васильевпа Зоя Яковлева хӑйсен фильмне, Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗскере, кӑтартнӑ.
Тӗлпулу вӗҫленсен Леонид Волков общество телекуравне Чӑваш Ен хӑтлавне чӗннӗ. Лешсем хирӗҫлемен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |