Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ.
Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ.
Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш.
Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.
Паян Етӗрне хулинче депутатсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вырӑнти телекурав операторӗ Николай Федоров редактор хушнипе ларӑва сюжет ӳкерме кайнӑ. Анчах ӑна унтан кӑларса янӑ.
Николай вырӑна ҫитсен камерӑна вырнаҫтарнӑ, ӳкерме хатӗрленнӗ. Унччен те пулман — Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов пухӑннисене сасӑлама ыйтнӑ: вӗсем ларӑва журналистсемсӗр ирттерме хирӗҫ-и е ҫук-и? Чылайӑшӗн журналиста кӑларса ярассишӗн сасӑланӑ.
Николай Федоров оператор нимӗн те ӑнланмасӑр тухса кайнӑ. Вӑл уҫӑ ларӑва килнӗ-ҫке-ха. Саккунпа килӗшӳллӗн, журналист мероприятисене килсе информаци илме пултарать.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарать. Ҫак куна унтисем халех хатӗрленме тытӑннӑ.
Юбилея халалланӑ мероприятисен шутне редакци ӗлӗкхи пичет машинисене пухнине кӗртмелле. Кивӗ, сайра тӗл пулакан ҫав япалана хаҫатҫӑсем хаваспах кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтереҫҫӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн.
«Хаҫат юбилейӗ умӗн» ят панӑ рубрикӑна вара хаҫатӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленисене халалланӑ. Хальлӗхе Анатолий Семенов, Андрей Михайлов тата Василий Петров ҫинчен каласа кӑтартма ӗлкӗрнӗ. Ленинград тата Мускав тӑрӑхӗнче тухса тӑракан хаҫатҫӑсен опычӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн Андрей Михайлов штатра тӑман корреспондентсен сетьне йӗркелесе янӑ. Вӑл пуҫарнӑ «Ятман Якур ятранах ятлать» рубрикӑна та аслӑрах ҫулхисем астӑваҫҫӗ пулӗ. Кайран, эп астӑвасса, вӑл рубрикӑра «ятранах» сӑмахӗ тухса ӳкнӗччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тыр-пул выраҫҫӗ. Ытларах тӗшӗлесе илекен нумайрах укҫа лекесси паллӑ-ха. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнчи хуҫалӑхсенчи комбайнерсем тата механизаторсем хушшинче ятарласа ӑмӑрту та йӗркеленӗ. Ӗлӗкхилле, совет саманинчи пек.
Вырмара тар тӑкакансен ӗҫне хаклакансем ӗнер иртнӗ эрнери ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Комбайнерсенчен «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Евгений Гаврилов мала тухнӑ. Вӑл пӗр эрнере 225 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ. Механизаторсенчен «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн «Авангард» филиалӗнчи Владислав Герасимова палӑртнӑ. Вӑл кӗрхисене 275 гектар акнӑ. «Колос» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи Сергей Максимов водитель тӗштырӑна 620 тонна турттарса мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпел тыттарнӑ тата районта тухса тӑракан «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫата ҫырӑнса панӑ.
Тӳре-шара вӑл е ку лару-тӑрура хӑйне епле тытнине ахаль ҫынсем лупӑсӑрах аван кураҫҫӗ. Сӑнанӑ-асӑрханӑ тӑрӑх, вӑл е ку должноҫре ларакансем юлашки вӑхӑтра хӑйсене уҫҫӑнрах тытма тӑрӑшни сисӗнет. Ҫакна ҫирӗплетсе паракан ҫӗнӗ тӗслӗхсенчен пӗринпе сире те, Чӑваш халӑх сайтне вулакансене, паллаштарар.
Канашри хӑш-пӗр урамри ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те нумаях пулмасть ҫырнӑччӗ. Сӑмах май каласан, хулари ҫул-йӗр ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернӗ чух та вӑл тӑрӑхри журналист хускатнӑччӗ.
Нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи МИХсемпе хӑш-пӗр блогер хускатнӑ (Чӑваш халӑх сайчӗ те ӑна хыпарланӑччӗ) темӑра Ильич урамӗнчи ҫула саплама ачасем хӑйӑр йӑтнине ҫырнӑччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерстви Канашри урамсене юсассишӗн Канаш хули яваплине палӑртса хӑй сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫав вӑхӑтрах унта Канаш хулине республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнче 51,7 миллион ытларах тенкӗ укҫа уйӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Ильич урамӗнчи ҫула юсакана палӑртма ҫурлан 26-мӗшӗнче электрон аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫат спорт уявне чӗнет. Кӑҫал эстафета 78-мӗш хут иртет. Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ ӑмӑрту кӳлмекре пулӗ.
Наградӑсене, кубоксене илессишӗн спортсменсем 15 тӗсре ӑмӑртӗҫ. Унта яланхи пекех влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем, районсенчи командӑсем, сусӑрсем тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫемьесем те ӑмӑртӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хаҫат редакцийӗн конференц-залӗнче суд комиссийӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта командӑсен элчисем те пырӗҫ. Унта номерсене валеҫӗҫ. Вӗсене 15-18 сехетсенче парӗҫ. Ӗлкӗрейменнисене ӑмӑрту кунӗнче валеҫӗҫ. Эстафета 10 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ача сӑнне Сербире тухса тӑракан «Туркчем» (чӑв. Манӑн тӗрӗк чӗлхи) журнал хуплашкине кӑларнӑ. Ку чыс Патӑрьел районӗнчи Турханта пурӑнакан хӗрачана тивӗҫнӗ. 4-мӗш класра вӗренекенскере Катя Маштакова тесе чӗнеҫҫӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци тумне тӑхӑннӑ ҫак ачана X Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ вӑхӑтӗнче темиҫе художник та ӳкернӗ. Ӗҫсенчен пӗрне Самар художникӗ Владимир Башкиров пурнӑҫланӑ. Пленэр хыҫҫӑн темиҫе эрнерен ҫавна Сербинче ачасем валли турккӑлла тухса тӑракан журналта хуплашка туса пичетленӗ.
Владимир Башкиров ӗҫӗ пирки «Туркчем» журнал тӗп редакторне Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург пӗлтернӗ. Ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑвӑ ярӑмӗшӗн Марина унччен журнал лауреачӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци радиовӗ Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсемпе паллаштарать. Радиокӑларӑма республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйӗн сайтӗнче ӗнер анонсланӑ.
Екатеринбругри ҫветтуй вырӑнсем пирки каласа кӑтартакан ярӑмри кӑларӑмсенчен пӗри эфира ӗнер, 18 сехет те 20 минутра, тухнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑх мӗнпе палӑрса тӑнине те анонсра тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Турра ӗненекенсем пуҫтарӑнакан вырӑна Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ, православи программисен авторӗ Роза Деменцова паломниксемпе пӗрле иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫитсе килнӗ.
Аякра курни-илтнипе радиожурналист «По святым местам Екатеринбурга» (чӑв. Екатеринбургри ҫаваплӑ вырӑнӗсемпе) ярӑм йӗркелесех паллаштарма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |