Инҫет Хӗвелтухӑҫне тухса каяс, унта тӗпленес текенсене 1 гектар ҫӗр тӳлевсӗр парассине ҫӗршыв шайӗнчи МИХсем тахҫанах хыпарланӑччӗ. Ҫутҫанталӑк енчен ытармалла вырӑнта ҫӗрлӗ пулас текенсене ҫӗре кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен валеҫме пуҫланӑ.
Хӗвелтухӑҫӗнче ҫӗр илес тесен Чӑваш Енре пурӑнакансен те заявлени пама юрать. Хутсене ЧР Кадастр палатинче тата нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.
Заявлени пама Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 56-мӗш ҫурта пымалли пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Асӑннӑ ҫуртра — Росреестрӑн республикӑри управленийӗн тӗп аппарачӗ.
Заявкӑна ырласан ҫӗр илес текен ҫынна 20 кун хушшинче килӗшӳ проектне ярса парӗҫ. Пӗр участока темиҫен куҫ хывсан кам маларах ыйтса ҫырнӑ, вӑл ҫавна лекӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Чебанов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем хутшӑнмалла. Анатолий Чебанова пирӗнтен чылайӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чылай ҫул лартнӑ «Праскисем» тӑрӑх пӗлет.
Паллӑ кун ҫывхарнӑ май Тутарстанри чӑваш хаҫатӗнчи ӗҫтешӗмӗрсем Анатолий Чебанов пирки Арсений Тарасов драматургпа тата журналистпа калаҫнӑ. Арсений Тарасов Чебановпа «шел пулин те» «калаҫса курман». «Эпир, драматургипе тӑрмашас тенисем, кӑткӑс пьесӑсем ларттарасшӑн, хамӑра кура интеллигенци, ӑсланса, «тарӑн алтса», «ӗмӗрсем валли» ҫыратпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир пӗлместпӗр те – куракан пире йышӑнать-и, е ҫук-и?..» — шухӑшлать иккен калем ӑсти. Унтан вӑл: «Анатолий Чебанова ытти драматурга хакланӑ виҫе тӑрӑх хаклама та кирлӗ мар. Вӑл халӑх хушшинче пурӑнса, хутшӑнса, ҫынсен кӑмӑлне пӗлет.
Шупашкар районӗнчи Явӑшра пурӑнакансем юртан танк ӑсталанӑ. Т-34 тӑвиччен икӗ ҫул каялла вӗсем юрпа пӑртан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи танк тунӑ. Ҫамрӑксен хальхи ӗҫӗ вара унчченхинчен ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ. Ҫапах та порталтисем танка темле те хакласа тултарнӑ: хурласа та, мухтаса та.
Танка ӑсталанӑ ҫамрӑксем ӗҫе тӗксӗм симӗс сӑрланӑ. Аякран пӑхсан ӑна чӑннинчен уйӑрса илме те йывӑр. Борт номерӗ — 021. Танк ҫине вырӑсла: «За Родину» (чӑв. Тӑван ҫӗршывшӑн!), — тесе ҫырнӑ. Тӑрринче СССР ялавӗ вырӑн тупнӑ. Танка ялти Явӑш урамӗнчи 42-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, танк модельне Александрпа Алексей Федоров пӗр тӑвансем тата вӗсен тусӗ Дмитрий Романов ӑсталанӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Америкӑри мӑшӑр усрава илнӗ пирӗн ентеш, Антон ятлӑ яш, Чӑваш Ене тарса килнине МИХсем пӗлтернӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе «Дом 2» кӑларӑмӑн ҫӗнӗ серийӗ тухнӑ.
Кӑларӑма вӑл хӑйне халь усрава илнӗ Оксана ятлӑ хӗрарӑмпа пынӑ. Унта хутшӑнма сӗнекенни те ҫав хӗрарӑм иккен. «Дом 2» уншӑн пурнӑҫ шкулӗ пултӑр тетпӗр. Пирӗнпе ҫур ҫула яхӑн пурӑнаканскерӗн хӗрсемпе хутшӑну йӗркеленеймест. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗрен те ҫавӑн пек пулӗ», — шухӑшне пӗлтернӗ Оксана. Антонӑн пурлӑх ҫуккине те вӑл пытарман.
Телекӑларӑмра Антон Лилия ятлӑ хӗре куҫ хывнине пӗлтернӗ. Лешӗ каччӑна тиркемен, анчах вӑл йывӑр ҫын иккен. Халӗ каччӑ тата тепӗр хӗре пӑхса хунӑ.
Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӑтӑрмахлӑ та ыйту ҫине ыйту ҫураттаракан пулӑм пулса иртнӗ. Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Кайран машинӑна «Пожарка» каҫхи клубран инҫех мар вырнаҫнӑ кӳршӗллӗ картишре тупнӑ. Автомобиль ларнӑ вырӑна криминалистсемпе кинологсем пырса ҫитнӗ, анчах машинӑра водитель пулман.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта хыпарланӑ тӑрӑх, айӑплине часах тупнӑ. Ятне кӑтартман ҫав ҫынна суд пӗр талӑклӑха хупса та хунӑ имӗш. 15 талӑк таран арестлеме е ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хӑварма май пур ҫинче ҫакӑн пек ҫӑмӑл явап тытнӑ ҫынна ӑннӑ темелле. Телей тенӗрен, автопортал тепӗр япала пирки те тӗшмӗртет. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ ҫыннӑн расна статус мар-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ. Руле тытса пыраканни полицейски пулма ӗмӗтленнӗ пулать, биографири пӑнчӑ ӑна, паллах, кирлӗ мар.
Чӑнкӑ номерлӗ машина рулӗ умӗнче кам пулни пирки автопортал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырнӑ. Пакунлисем «Мерседес Бенц» автомобильпе вӗсен ӗҫтешӗн ывӑлӗ малтан усӑ курнине тунман-ха, анчах инкек вӑхӑтӗнче руле тытнӑ ҫын асӑннӑ ӗҫченӗн ҫемйипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман иккен.
Нумаях пулмасть ачасем тата аслисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли республикӑри конкурса тӑратнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышне Патӑрьелӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи Вероника Арланова режиссер хатӗрленӗ сценари те кӗнӗ. Вӑл аслӑ ҫынсен уявӗшӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Учреждение Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексӑн яланхи экспозиципе тата куравӗпе тӳлевсӗр паллашма сертификат панӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» журналисчӗ А. Астраханцева пӗлтернӗ тӑрӑх, Вероника Викторовна культурӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Г. Лебедев ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑскер малтанах районти культура ҫуртне аккомпаниатор пулса вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра информаципе методика пайӗн заведующийӗ шутланать.
Аксаринти Агентие тӳре-шара илтнӗ пулас. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче кун пирки ик кун каяллах, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Аксаринти Агентий ялти ФАПшӑн пӑшӑрханса кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл кӑларӑма Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Аксаринти ФАПа 2017–2019 ҫулсенчи программӑна кӗртнине пӗлтернӗ. ФАПа 2015 ҫулта хупнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхри ял ҫыннисене Ӗсмелти (Октябрьскинчи) врач амбулаторийӗнчи терапевтсемпе педиатрсем пулӑшнине ӗнентернӗ министр.
Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханать. Ҫак ыйтупа вӑл ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗнерхи кӑларӑма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнчен клуб уҫнишӗн хавхаланса шӑнкӑравланӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий вара пӑшӑрханупа алла телефон тытнӑ.
Агентий тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер патне темиҫе хутчен те шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна республика ертӳҫипе ҫыхӑнма май килмен. Ҫырупа та вӑл тухнӑ. Ял ҫыннисене канӑҫсӑрлантаракан фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлемест иккен. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тепӗр ФАПа та хупнӑ-мӗн.
«Эпир ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр пулӗ», — чун ыратӑвне уҫрӗ эфирта Агентий. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви те шарламасть, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ те. «Мӗнле-ха капла?» — аптӑрарӗ Аксаринти хастар.
Михаил Игнатьев республикӑра миҫе ФАП пулнине каларӗ, малашне те вӗсене уҫма шантарчӗ.
Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫата килтен тухмасӑрах ҫырӑнайӑн. Хаҫатӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, район хыпарҫине вулас текенсен редакцин сайтне кӗмелле кӑна.
Хаҫата ҫапла майпа альтернативлӑ та (тепӗр майлӑ каласан, редакцие ҫитсе унтан илме), пуштӑ урлӑ та ҫырӑнма май пур. Тата, паллах, электрон версине суйлама юрать.
Ҫамрӑк та мал ӗмӗтлӗ коллектив Татьяна Вашуркина редактор ертсе пынипе яланах шыравра. «Тӑван Енре» ӗҫлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, маларах вӗсем сайт урлӑ рекламӑсемпе пӗлтерӳсем илессине йӑлана кӗртнӗ. Халӗ, ав, хаҫата сайт урлӑ ҫырӑнма услови тунӑ. Кӑҫал хаҫатӑн юбилейне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ун валли тӗрлӗ календарь (дизайнер-верстальщикӗ — Марина Иванова) кӑларса та хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |