Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна каймӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республика ертӳҫин мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева. Вӑл «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) телеканала ҫавӑн пек каланӑ-мӗн. Кун пирки bfm.ru хыпарланӑ.
«Пиллӗкмӗш канала» Лариса Игнатьева пӑтӑрмах пирки: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. (...) Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!» — тенине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн офицерне машина уҫҫи панӑ чухне Михаил Васильевич уҫҫа ҫӳлелле ҫӗклесен лешӗ, хӑй пӗчӗкреххине кура, ҫӳлелле сиксе уҫҫа ярса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускаври МИХсем таранах Михаил Игнатьева хурларӗҫ. Унӑн карьери вӗҫленнӗпе пӗрех тесе хаклакансем те тупӑнчӗҫ.
««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать.
Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те.
Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта».
Паян Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене 2019 ҫулшӑн кама парассине татса панӑ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спор пайӗн корреспонденчӗ Андрей Михайлов тивӗҫнӗ. Конкурса вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑх ҫинчен каласа кӑтартакан материалсен ярӑмӗпе хутшӑннӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Чӑваш Ен» НТРК директорӗн ҫумне Александр Магарина пама йышӑннӑ. Александр Николаевич конкурсра Чӑваш Енри паллӑ культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ҫинчен «Самана» телепрограммӑсен ярӑмӗпе ҫӗнтернӗ.
Леонид Ильин премине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат редакторӗ Екатерина Казаковӑна тата «Чӑваш Ен» ПТРКн телекуравӗн продюсерне Екатерина Фоминана парӗҫ.
Премие илме конкурса хутшӑннисен тулли списокӗ кунта.
Шупашкара килекен Росгварди автобусӗ Сарту облаҫӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкеке лекнӗ.
«Рен-ТВ» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Р-228 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «ЛиАЗ» автобуспа «Toйота» ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ.
Росгварди автобусӗ Маздок хулинчен Шупашкара килме тухнӑ.
«Ирхи 9 сехет тӗлӗнче «Сарту — Волгоград» ҫул ҫинче, Сарту районӗнче, 1973 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «ЛиАЗ» автомобиль тата 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «Toйота» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ. Автобусрисенчен никам та суранланман», — пӗлтернӗ Сарту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем журналистсене. Инкек сӑлтавне уҫӑмлтаман.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ.
Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче «ТНВ «Татарстан» телеканал Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ.
Тавлаштаракан тата калаҫтаракан тема «7 дней» (чӑв. 7 кун) вырсарникун каҫхи тишкерӳллӗ кӑларӑмра 15 минута яхӑн пынӑ. Ильшат Аминов телеертӳҫӗ Шупашкарти пулӑмпа паллаштарнӑ.
Телеканал журналистки Ильзира Юзаева нумаях пулмасть пирӗн республикӑн тӗп хулинче пулнӑ, Чӑваш Енри Ваттисен тӗп канашӗн пайташӗсенчен интервью илнӗ. «Татарстан» телеканалӑн ушкӑнӗ Константин Иванов скверӗнче пулнӑ, Хаяр Йӑван скульптурине ӳкерсе илнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗннӗ. «Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗччӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Владислав Николаев ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ, нумаях пулмасть Пушкӑртстанра пулнӑ.
«Пушкӑртстана ҫул ҫывӑх мар, ҫавӑнпа та эпӗ вӑхӑта туллин усӑ курма тӑрӑшатӑп: юлташсемпе тӗл пулатӑп, шкулсене кӗрсе тухатӑп…», — тесе ҫырнӑ журналист тата ҫыравҫӑ Фейсбукра.
Унти Авӑркас районӗнчи Юламан ялӗнче пурӑнакан чӑваш ҫыравҫипе, поэчӗпе Александр Савельев-Саспа курнӑҫнӑ. 87 ҫулхискер Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн 20-мӗш кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑ иккен.
Владислав Николаев шурсухала Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен ҫӗнӗ удостоверение (ҫав хутсене пӗлтӗр ҫӗнетрӗҫ) ҫитерсе панӑ. Александр Сергеевич вара хӑнана хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ.
Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ.
«Стратегия России» журналта чӑваш чӗлхи пирки анлӑ статья пичетленнӗ. «Единство во имя России» (чӑв. Раҫҫей ячӗпе пӗрлешни) фонд кӑларса тӑракан журналти статья авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов.
«Чувашский язык сегодня» материалта Александр Кузнецов ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар вӑхӑт тӳссе ирттеререт. Ку вӑл, Раҫҫейӗн нумай регионӗнче вырнаҫнӑ вырӑс мар мӗнпур халӑхах пырса тивет пулӗ».
Компьютер саманинче чӑвашла терминсемпе сахал усӑ курнине те палӑртнӑ. «Компьютера включать ту», «Домашни страницӑна уҫ», «Последни документы ҫине пус», «Личнӑй даннӑйне удалить ту» тата ытти ҫавӑн йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнине те асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш чӗлхине сарас тӗлӗшпе вӗренӳ тата ӳнер сумлӑ витӗм кӳме пултарнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокурорне Василий Пословские ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка ҫирӗп выговор панӑ иккен. Ҫакӑн пирки пурне те пӗлсе тӑракан, тем ҫинчен те уҫҫӑн ҫырма шикленмен республикӑри кӑларӑмсенчен пӗри, «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат, паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ҫулӑн малтанхи кунӗсенче мӗнле улшӑнусем пулса иртессине пӗлмеҫҫӗ. Регионти прокурорсене ун пек ҫирӗп выговор пани 2000 ҫулсенче пулман-мӗн.
Василий Пословский хӑйне пӑхӑнакансемпе кӑнттам тытнӑ, кӳрентермелле сӑмахсем те каланӑ имӗш. Юлашки 2,5 ҫулта Чӑваш Ен прокуратурин тытӑмӗнчен 83 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 73-шӗ — хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Прокуратура тытӑмӗнче ҫынсене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна час-час куҫараҫҫӗ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |