Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов республикӑн Правительство ҫуртӗнчи паянхи канашлу пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта пухӑннисем, вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, республика парламенчӗ ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырупа тухасшӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли тата упрамалли патшалӑх программи хатӗрлеме сӗнесшӗн. Халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн постӗнче Григорий Данилов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен списокне кӗртнине аса илтернӗ. Григорий Данилов депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи канашлура МИХсен пӗр пайташӗ те пулман. «Патшалӑх Канашӗн аппарачӗ пӗлтермен-ши е ку темӑна хускатма ҫӳлтен хушман-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ парламентари. Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн чӑваш парламентӗнчи фракцийӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи сессийӗнче хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |