«Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать теҫҫӗ. Эпӗ те, Турцинче пурӑнакан Елчӗк хӗрӗ, хамӑн халӑхӑн историйӗпе хӑш-пӗр йӑли-йӗркисене ҫырса пичете ярас терӗм», — тесе ҫырнӑ Надина Джавадова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче. Тӑван халӑхӑмӑр пирки хӑй ҫырнӑ статья Турцинчи «Bultürk» хаҫатра пичетленни пирки Фейсбукра та хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Надинӑпа ҫыхӑнма май килчӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика факультетӗнче вӗреннӗскер паян Турцинче ӗҫлесе пурӑнать. Стамбулти патшалӑх университетӗнче политикӑпа социаллӑ ӑслӑлӑх кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.
Паян Надина Джавадова (Мышкина) услам ӗҫӗпе аппаланать. Икӗ ача амӑшӗ. Вӑл — «Тӗрӗк тӗнчинчи хӗрарӑмсем» общество пӗрлешӗвӗн хастар пайташӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗпе тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи тӗпел» кӑларӑма Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова хутшӑннӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗччӗ.
Суйлав кашни виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. «Шутлатӑп та, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче лашасене фронта ӑсатса пӗтерсен вӑкӑрсен турта хушшине тӑма тивнӗ», — терӗ «Ирхи тӗпел» кӑларӑм ертӳҫи Марина Карягина. Ертӳҫӗ пулма арҫынсене те сӗнсе пӑхнӑ. Сӑмахран, Юрий Артемьев литература критикне. Анчах вӑл хирӗсленӗ иккен. Ҫапла вара Василий Пушкинпа Лидия Филиппова кандидатурисем тӑрса юлнӑ.
Малашне пирӗн республикӑра ҫыравҫӑсен унчченхи пек виҫӗ пӗрлӗх мар, иккӗ ҫеҫ пулӗ. Хӗветӗр Акивер ертсе пыракан «Хурӑнташ» Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе пӗрлешме кӑмӑл тунӑ.
Паян Чӑваш Енӗн вулавӑшӗнче республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Унта пулнӑ Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ.
Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре — 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать.
Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ.
Тӗнче тетелӗ пулӑшнипе наркотик сутакансем те пур. Иртнӗ ҫул ҫав меслетпе 160 ҫын наркопреступлени тунӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗнче тетелӗнчи 10 лавкка ӗҫне чарса лартнӑ. Хайхисем наркотика пирӗн республикӑра тата кӳршӗ регионсенче сарнӑ.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫне Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслесе тӑрать-ха. Паян пирӗн республикӑра 120 МИХа шута илнӗ. Информаци технологийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тата массӑллӑ коммуникацисем ҫинчен калакан саккунсене палӑртсан надзор органӗ ҫийӗнчех явап тыттарать.
Паянхи кун Чӑваш Енре, сӑмах май, периодика пичет кӑларӑмӗсем — 68, электрон периодика тата сеть кӑларӑмӗсем — 33, телеканалсем — 3, радиоканалсем — 1, тӗнче тетелӗнчи информаципе телекоммуникаци сечӗсем шутланакан, анчах МИХ евӗр регистрациленмен сайтсем — 15.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Фейсбукра ҫурҫӗр иртсен ҫырса хунӑ.
«Манӑҫми икӗ ҫул хыҫӑ юлчӗ! Манӑн хаклӑскерсем! Сире пуриншӗн те тав тӑватӑп: пӗрле ӗҫленӗшӗн, шаннӑшӑн, чи кирли — коллектива хама пулӑшса пынӑшӑн. Унпа эпӗ мӑнаҫланатӑп, ертӳҫӗне юратни тата хисеплени паян сайра тӗл пулать. Мана эсир ҫитмӗр. Эпӗ сире хӑнӑхса кайрӑм. Эсир – манӑн юратнӑ коллектив! Анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ…», — тенӗ вӑл.
Сергей Кисс — Мордва Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унпа, сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра интервью пичетленнӗччӗ. Унта Кисс ӗҫрен каяссине асӑнманччӗ.
Фейсбукри унӑн тусӗсем вӑл ӑҫта каяссипе кӑсӑкланнӑ та, Сергей Кисс шухӑшланине пӗлтернӗ.
Театрӑн структуринче, паянхи кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлне илсен, Сергей Кисс хушамачӗ пурччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки республика парламентӗнче каланӑ сӑмахшӑн каҫару ыйтнӑ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ижевскра иртнӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче наци хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе канашлура пулнӑ май журналистсене пӗлтернӗ.
ТАСС информаци агентстви ҫырнӑ тӑрӑх, «Асӑрханмасӑр каланӑ сӑмахшӑн должноҫри ҫын яланах каҫару ыйтать. Кунта нимле ыйту та ҫук. Вӑл каҫару ыйтрӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Элтепер МИХсем Юрий Васильев каланин пӗр пайне туртса кӑларнине, ҫавна май шухӑш ылмашнине палӑртнӑ. «Темӑна политика сӗмӗ кӳмелли сӑлтав курмастӑп эпӗ», — тенӗ Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ.
Сӑмах — ҫерҫи мар, тухса кайсан тытаймӑн тесе шурсухалсем тӗрӗсех каланӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑваш парламенчӗн сессийӗнче вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки каланӑ сӑмах ҫак кунсенче ҫӗршыври МИХсене ҫитнӗ.
«Россия 1» телеканалпа паян кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та Чӑваш Енри пысӑк пуҫлӑх ячӗ янӑранӑ. Юрий Васильев хӑйӗн сӑмахне ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ пулин те Ольга Скабеевӑпа Евгений Попов телеертӳҫӗсем ҫеҫ мар, студи эксперчӗсем те Чӑваш Енри пуҫлӑх трибуна умӗнче персе янине ырламанни сисӗннӗ.
Ольга Скабеева шухӑшланӑ тӑрӑх, малтан калакан, кайран мана тӗрӗс ӑнланнӑ текен тӳре-шара юлашки вӑхӑтра питех те нумайланса кайнӑ.
«Юрий Егорович, эсир — ҫӳллӗ сослови, вӗрентекенсем — ура айӗнчи тусан. Студире эпир сире ҫапларах ӑнланатпӑр», — тенӗ вӑл. «Кӑштах тӗрӗс мартарах пӗтӗмлететӗр. Эп, шел пулин те, ун пек каламан», — хуравларӗ Юрий Васильев. Унтан вӑл парламентра хӑй епле каланине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ЧР парламенчӗн пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи черетсӗр сессийӗнче учительсемпе врачсен шалӑвӗ пирки ӑнлантарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, республикӑри пысӑк пуҫлӑх Григорий Данилов депутат вӗрентекенсен шалӑвӗ РФ Президенчӗн ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗнче палӑртнӑ индикатортан пӗчӗкрех тесен трибуна умне тухрӗ. Шалу пирки ӑнлантарнӑ чух вӑл ҫур ставкӑпа ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗккине палӑртрӗ, ӗҫчен учительсемпе врачсен шалӑвӗ аваннине ҫирӗплетрӗ.
Ку хыпар тӗрлӗ МИХра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫав шутра — Раҫҫейри информагентствӑсенче те.
Ӗнер ҫӗрле, 20 сехет те 58 минутра, ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Средства массовой информации грубо исказили смысл выступления Руководителя Администрации Главы Чувашской Республики на сессии Госсовета Чувашии» (чӑв. Массӑллӑ информаци агентствисем Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче тухса каланине кӑнттаммӑн ылмаштарнӑ) хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта Юрий Васильев «кахал» сӑмахпа усӑ курманнине (хӑш-пӗр МИХ ҫавӑн пек ҫырнӑ курӑнать.
Ева Лисина ҫыравҫӑн кӗнеки ҫывӑх вӑхӑтра Японире пичетленмелле. Кун пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Паян ман телекӑларӑма (кунта сӑмах «Ирхи тӗпел» кӑларӑм пирки пырать. Вӑл — Марина Карягинӑн автор программи. Телеертӳҫӗ унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене йыхравлать, вӗсемпе чӑваш тӗнчинчи ҫивӗч ыйтусене хускатать. — Т.Т.) Ева Лисина прозаик килчӗ. Ҫамрӑк ҫынла васкаса, ҫӑлтӑр куҫӗпе йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫсе. Кам ӗненет вӑл ҫитес ҫулла 80 тултарасса! Нумай пулмасть Швецире кèнеке кàларнàскер, каллех унта тухса кайма хатӗрленет, ҫитес вӑхӑтра Японире те кӗнеки тухмалла та — тен, унта та ҫитсе килӗ. Ева Николаевнӑна нихҫан та итлесе тӑранма ҫук!», — тесе ҫырнӑ пултаруллӑ телеертӳҫӗ, драматург тата поэт.
Иртнӗ шӑмат кун, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Тутарстанри «Сувар» хаҫат хӑйӗн чӗрӗк ӗмӗрхине уявларӗ. Унта Чӑваш Енри делегаци те, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, хутшӑнчӗ.
Уяв вӑхӑтӗнчи вулакансен конференцине тӗрлӗ регионтан пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов, сӑмахран, Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енри чӑвашсен кӑна пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн корреспондент пункчӗсене чӑвашсем йышлӑ регионсенче те йӗркелемеллех. Чӑваш наци телекуравӗн анлӑшӗ сарӑлсан вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ ентешӗмӗрсен пурнӑҫне те ҫутатӗ. Вулакансен конференцийӗнчисем Юрий Михайловӑн шухӑшне ырланӑ. Вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пек чӗнӳпе тухма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |