Кӳкеҫре тепӗр мурал хатӗр. Вӑл - Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра. Ҫурт стени ҫине чӑваш орнаменчӗн мозаикине ӳкернӗ.
Ҫак ӗҫ эскизне графика дизайнерӗ Артем Павлетич хатӗрленӗ. Ӳкерекенӗ - Сергей Петров.
Аса илтерер: Кӳкеҫре унччен те мурал хатӗрленӗччӗ. Унта Кӳкеҫ эмблемине тытнӑ чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ.
Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ.
«Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ.
Кӳкеҫре тата тепӗр умрал хатӗрлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерсе хунӑ. Халӗ асӑннӑ урамри 63-мӗш ҫурт ҫине хӗр сӑнне вырнаҫтарнӑ. Алӑра вара Кӳкеҫен логотипне тытса тӑрать.
Пӗлӗтри акӑшсене «Хуркайӑк ҫулӗ» халаппа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене сакӑр штук ӳкернине — вӗҫсӗрлӗхпе.
Ӗҫӗн художникӗ — Сергей Петров, графика дизайнерӗ, эскиза хатӗрлекенни — Артём Павлетич.
Кӳкеҫри ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе пуҫӑннӑ. Директор тилхепине Гузель Ивановӑна тыттарнӑ.
Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива паян паллаштарнӑ.
Гузель Иванова 10 ҫул ытла Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче тӑрӑшнӑ, кайран асӑннӑ хулари 12-мӗш ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Гузель Иванован ӗҫе ертсе пырас опыт пысӑк.
Кӳкеҫе тата Шупашкара нумаях пулмасть ҫӗнӗ маршрутпа ҫыхӑнтарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен 153-мӗш маршрут хутлама тытӑннӑ. Вӑл хулари Павлов мичман урамӗнчен ҫула тухса Гузовский урамӗпе, Мускав проспекчӗпе, Калинин урамӗпе, унтан Гагарин тата Октябре 50 ҫул урамсемпе кайса Мир проспектне тухать, унтан Эгер бульварӗпе тата 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе хӑпарать. Кайран Вӑрнар шосси – Ишлей шосси – Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗ – «М-7» ҫулпа кайса Кӳкеҫри Совет урамне ҫитет.
Маршрут хуҫи — Олег Евсюков усламҫӑ. Вӑл унччен пассажирсене 234-мӗш маршрутпа (Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар) турттарнӑ.
Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.
Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Кӳкеҫре тума пуҫланӑ ҫӗнӗ шкулта пушар тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсене, строительсене, урама кӑларнӑ.
Пушар паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхасма тытӑннӑ. Пушар сӳнтерекенсене инкек пирки 10 сехете те 2 минутра пӗлтернӗ. Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи утеплитель ҫунма пуҫланӑ. Пушара алхасма паман, часах сӳнтернӗ.
Кӳкеҫре Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ иккӗмӗш мурала ӳкерме тытӑннӑ. Вӑл Совет урамӗнчи 63-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ. Унта чӑваш хӗрӗ поселок логотипне тытса тӑрӗ. Сӑмах май, поселок логотипне 2023 ҫулта сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Кӳкеҫ - Чӑваш Енри логотип йышӑннӑ пӗрремӗш поселок.
Чӑваш хӗрӗ хыҫӗнче - акӑшсем. Вӗсем чӑвашсен паллӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» халапне аса илтерӗҫ.
Мурала Сергей Петров ӳкерет. Графика дизайнерӗ - Артем Павлетич.
Кӳкеҫ поселокӗнче Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине мурал ӳкересси пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ - ӗҫ хатӗр те.
Аса илтерер: стена ҫине Совет Союзӗнчи паллӑ актерӑн Леонид Быковӑн портретне ӳкернӗ. Ӑна чылайӑшӗ «В бой идут одни старики» фильмри тӗп сӑнар Маэстро тӑрӑх пӗлет. Фильмӑн режиссерӗ те вӑлах.
Кӳкеҫри ҫурт стени ҫинче те мурал пулӗ. Ӑна Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкереҫҫӗ.
Унта паллӑ «В бой идут одни старики» паллӑ фильмри Маэстро сӑнарӗ пулӗ.
Леонид Быков режиссер (вӑлах тӗп роле вылянӑ) ӳкернӗ фильм пӗлтӗр 50 ҫул тултарнӑ. Хальлӗхе ҫак ӳкерчӗке кам ӳкерессине пӗлеймерӗмӗр-ха.
Аса илтерер: Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт стени ҫинче те мурал пур. Унта чӑваш хӗрарӑмне тата Андриян Николаев космонавт сӑнарне ӳкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |