Кӳкеҫри ача-пӑча интернат шкулӗнче ӑс пухакан Владислав Разводов вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш ялавне тӗрленӗ. Вӑл ку ӗҫпе темиҫе ҫул ӗнтӗ аппаланать.
Владислав куравсемпе конкурссене хутшӑнать, ытти ӑстапа опытпа пайланать. «Ку ӗҫ интереслӗ кӑна мар, ун валли тимлӗх, чӑтӑмлӑх нумай кирлӗ. Мана хамӑн алӑпа мӗнле те пулин хӑйне евӗр япала тума, чӑваш тӗррин историпе йӑли-йӗркине пуҫӗпех путма килӗшет», – тенӗ ӑста арҫын ача.